Чăваш юрри-ташшипе асра юлчĕç уявсем

2 Ака, 2015

Хĕл кунĕсем тахçанах иртсе кайрĕç ĕнтĕ. Халĕ таврара çуркунне хуçаланать. Мĕнпе асра юлчĕ-ха хĕл Иркутск чăвашĕсемшĕн?

Чăвашсем - наци хăйевĕрлĕхне паянхи кунччен те улшăнусăр тенĕ пекех сыхласа хăварнă халăхсенчен пĕри. Ку авалхи йăла-йăркери мешехесенче лайăх палăрать. Вĕсене чăвашсем паян та тытса пыраççĕ.

Çулталăк пуçламăшне вĕсем хĕллехи йăла-йĕркепе паллă тăваççĕ. 2015 çул пуçланнине те Иркутск чăвашĕсем «Сурхурие» уявласа кĕтсе илчĕç. Вăл пĕр эрнене тăсăлчĕ.

Уяв Зимински районĕнчи Успенски-3 поселокра иртрĕ. Тĕрлĕ тум тăхăннă çамрăксемпе ачасем килĕрен çÿресе юрăсем юрларĕç, выльăх-чĕрлĕх лайăх ĕрчеме ырă сунчĕç. Кил хуçисем сурхури ачисене тутлă апат-çимĕçпе савăнтарчĕç.

Кашни киле кĕрсе тухнă хыççăн вĕсем ятарлă çурта (поселокри Культура çурчĕ) кайрĕç. Пухнă апат-çимĕçпе сăйланчĕç. Каçкÿлĕм ялти пур çамрăк та çак çурта улах ларма пухăнчĕ.

Тепĕр хĕллехи йăла-йĕркепе килĕшÿл-лĕн январьте «Раштав» уявĕ иртрĕ. Унта кÿршĕ ял-салари чăвашсем çеç мар, Зима, Саянск, Ангарск тата Иркутск хулисенчен те йышлăн пухăнчĕç. Хаваслă тăван юрă-кĕвĕпе, ташă-вăйăпа асра юлчĕ çак кун.

Нумай пулмасть вара пирĕн тăрăхри чăвашсем авалхи йăла-йĕркене - «Ларма» - ирттерчĕç. Вăл пирĕн чи юратнă уявсенчен пĕри. «Ларма» кĕркунне, уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен пуçланать те хĕл тăршшĕпех пырать. Мăнкун (авалхи чăвашсен календарĕпе - çуркуннехи çĕнĕ çула кĕтсе илни) е Çăварни умĕн çеç вĕçленет.

Кăçал «Ларма» ирттерме çамрăксем Залари районĕнчи Тагна салинче пухăнчĕç. Хаваслă та кăсăклă иртрĕ вăл.

Çак мероприятисене хутшăннисем, хăнасем уявпа кăмăллă юлчĕç. Тĕрлĕ çĕртен пухăннă хорпа юрлакан чăваш ушкăнĕсен юрри-ташшипе киленчĕç вĕсем. «Йăмра», «Телей» чăваш халăх ансамблĕ, «Савăнăç» (Новолетки сали) тата «Юрай» (Успенск поселокĕ) ача-пăча ансамблĕсем, «Куккук» (Залари районĕ, Тагна сали) чăваш фольклор ансамблĕ хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç.

Çак уйăхра вара Иркутскри Сукачев кил-çуртĕнче (усадьба) чăвашсем хĕллехи уявсене «Улах» ларма пуçтарăннипе вĕçлерĕç. Улаха чĕннĕ хăнасем хăйсене авалхи вăхăта таврăннăн туйрĕç, чăвашла илемлетнĕ кил-çурта курса, «Илем» (Иркутск) ансамбль шăрантарнă авалхи чăваш юррисене итлесе киленчĕç. Пухăннисем чăваш вăййи-куллине, юмăç пăхнине курма тата унта хутшăнма пултарчĕç. Халăх ташшине вĕренме те май пулчĕ уявра.

Новолетники салинчи тата Успенски-3 поселокĕнчи ачасем валли Тагна ялĕнче вырнаçнă Этнографи музейĕнче экскурси йĕркелерĕç. Унта хĕрачасемпе арçын ачасем Заларински район тăрăхĕн- че тупнă экспонатсемпе паллашрĕç. Чи асра юлни вара - чăваш халăх культурине сăнланă пÿлĕмре пулса курни. Ачасем пулăхлă Çĕпĕр çĕрне 110 çул каялла куçса килнĕ авалхи чăвашсен тумĕпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ĕç хатĕрĕсемпе кăмăлтан кăсăкланчĕç.

«Иркутск облаçĕнчи «Юлташ» чăвашсен наципе культура автономийĕ» обществăлла организаци материалĕнчен.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.