Чăваш ятне çĕклерĕ çÿл тÿпе таран

4 Авăн, 2014

1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ чăваш тĕнчине мăнаçланмалли хыпарпа тĕлĕнтернĕ: тĕнче уçлăхĕнче - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Андриян Григорьевич Николаев! Ентеш космонавтика историйĕнче Çĕр-планетăмăр çинчи çынсенчен чи малтан вăрах - виçĕ талăк ытларах - вĕçевре пулнă, икĕ космос карапĕн пĕрлехи вĕçевне хутшăннă, телекăларăм сеансне йĕркеленĕ...

КПСС Чăваш рескомĕ республикăшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа мăнаçланса Никита Хрущев патне телеграмма янă, космосри пысăк çитĕнÿпе саламланă. Халăх депутачĕсен Шупашкар хула канашĕн ĕçтăвкомĕн 1962 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе хулари ача-пăча паркне тата унчченхи Энтузиастсен урамне космонавт ятне панă. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче КПСС Чăваш рескомĕ чăвашла «Космос паттăрĕсене мухтав» кĕнеке кăларма палăртнă. Вăл - Андриян Николаевпа Павел Поповичăн пĕрлехи вĕçевĕпе çыхăннă статьясемпе сăн ÿкерчĕксен тата документсен пуххи.

1962 çулхи çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕн хушаматне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине пĕрремĕш çырса хунă.

1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Андриян Николаев тĕнче уçлăхне иккĕмĕш хут Виталий Севастьяновпа пĕрле тухнă, космосра 19 талăк ĕçленĕ.

Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕнче мухтавлă ентешĕмĕр пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе çыхăннă чылай документ упранать. Вĕсем А.Николаев космонавт тăван çĕрĕ çинче пулнă самантсем çинчен тĕплĕ каласа кăтартаççĕ. Фондра Андриян Григорьевичпа тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм-космонавтăн Валентина Терешковăн туйĕнчи сăн ÿкерчĕк сахал мар. Патшалăх архивĕн фотодокументсен коллекцийĕнче тата общество-политика ĕçченĕн С.Ислюковăн фондĕнче Андриян Григорьевич 1984 çулта облаçри партконференцире тухса каланин тексчĕ, КПСС рескомĕн пĕрремĕш секретарĕн И.Прокопьевăн фондĕнче космонавт летчик 1989-2001 çулсенче Илья Павлович патне янă çырусем упранаççĕ. Кунсăр пуçне кунтах - Андриян Николаев космоса икĕ хут тухнă кунсенче Чăваш Ене çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тата ют патшалăхсенчен килнĕ телеграммăсем, салам çырăвĕсем. Хăй вăхăтĕнче космонавтăн тăванĕсемпе çывăх çыннисем архива парнеленĕ реликвисене - Андриян Григорьевич докуменчĕсене /удостоверенисем, дипломсем, аттестатсем, ĕçĕсен конспекчĕсем тата ытти те/ управа илнĕ.

Патшалăх архивĕ СССРăн виççĕмĕш космонавчĕ çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа архиври документсен «За границы земного пространства» электрон пуххин иккĕмĕш пайне хатĕрленĕ. Пĕрремĕш пайĕ 80 çулхи юбилей тĕлне тухнăччĕ. Хальхинче - сайра тĕл пулаканнисем ытларах. Вăл Чăваш Ен историйĕпе, А.Николаев космонавт пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе кăсăкланакансемшĕн питĕ усăллă.

 

Мария БЕЛКОВА,

республикăн хальхи историйĕн патшалăх архивĕн ĕçченĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.