Чăваш ялĕнче хусах мĕншĕн нумай? Е авланасси хур тукмакки çиесси мар

«Авланиччен вунă хĕр, авланма тытăнсан — пĕрре те çук» е тата «Авланманăн пĕр хуйăх» теççĕ халăхра. Паян кирек мĕнле чăваш ялне кай — пушă кил тата хусах нумай. Чалăш-чĕлĕш пÿртсене курнă, ача сасси янăраман урамсенче утнă май чун ыратать. «Чăвашсемшĕн чи пысăк инкек çын вилни мар, вучах сÿнни, кил хупăнни пулнă», — тенĕччĕ мана пĕр интервьюра Петĕр Яккусен поэт.

Хĕр тупса парасси йăларан тухнă

Сăмахăм паян хусахсем пирки. Авланма вăхăт çитнисенчен пуçласа çемье чăмăртама кая юлнисене кĕртмелле вĕсен шутне. 25-55 çулсенчисене тейĕпĕр. Çемье çавăрма васкаман йĕкĕтсем ялсенче 20-30 çул каялла та пулнă-ха. Анчах юлашки вăхăтра вĕсен йышĕ уйрăмах нумайланчĕ. Çакă яла хĕрсем юлманнипе те, çамрăксем çырăнмасăр ирĕклĕ пурăннипе те çыхăннă. Вăй питти арçынсен пĕр пайĕ паян аякри хуласене ĕçлеме çÿрет, çавăнпа мăшăрсен уйрăмшаррăн пурăнма тивет. Кун пек çемьесенче вăхăт иртнĕçемĕн килĕшÿпе çураçу çухалать. Çакна курса тăракан каччăсем, хусахсем венчет çĕрри тăхăнма васкамаççĕ.

«Çак ыйтăва эпĕ темиçе çул ĕнтĕ кирек ăçта çитсен те хускататăп. Хам депутат пулнă чухнех пуçарнă. «Яла çамрăксем юлмаççĕ, çавăнпа ача сахал, шкулсем хупăнаççĕ», — тенине час-часах илтме пулать. Эпĕ хăй вăхăтĕнче шкул директорĕнче ĕçленĕ, унти лару-тăрăва лайăх пĕлетĕп. Çавăнпа депутат чухне: «Айтăр- ха, шкул, ял тăрăхĕ, колхоз, район ертÿлĕхĕ, пĕрле ĕçлер», — тухса калаçнăччĕ эпĕ. Ыйтăвăн çивĕчлĕхĕ çамрăксем яла юлманнипе кăна мар, юлнă йĕкĕтсем авланманнипе те çыхăннă. Унччен çемье çавăрайман йĕкĕт сахал пулнă. Мĕншĕн-и? Ун чухне тăван тăванпа пурăннă. Çичĕ сыпăк таранчченех пĕр-пĕрне пĕлсе тăнă. 30 çухрăмран та 4-5 çулта пĕрре ĕçке килнĕ. Ĕçессишĕн пуçтарăнман вĕсем. Кĕрекере мĕн пур ыйтăва, çав шутра яшсене авлантарасси, хĕрсене качча парасси пирки сăмах пуçарнă. Ачасене паллаштарма ĕçке лартса килнĕ. Малашне вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнасса шаннă. Каччă шутне кĕнисене 30-50 çухрăмран та пулин хĕр тупса панă. Вĕсене калаçтарса мăшăрлантарнă. Те пуйса, те мăнтăрланса пыратпăр, те ытла пысăк пĕлÿллĕ пулса кайрăмăр — тăванлăх туйăмĕ чакрĕ, пĕр-пĕринчен уйрăлса пыратпăр. Кашни харпăр хăйшĕн пурăнма тăрăшать. Хăнана та çÿреместпĕр. Хусахсем никама та кирлĕ мар. Кун пирки Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Сергей Маштановпа час-часах сăмах пуçаратпăр. Нумаях пулмасть шутларăмăр та — Шурутпа Шурăт Нурăс ялĕсенче 88 хусах. Пилĕк ялта — авланман 108 каччă. Кунта тĕрĕс ăнланмалла. Вĕсен йышне эпир çирĕмрисене кĕртмен. 24 çултан аслăраххисене кăна шута илнĕ. Тен, Чăваш Енĕпех çавăн пек ÿкерчĕк хуçаланать? Тен, ытти облаçра та çапларах? Айтăр, пĕрле шутлар. Енчен те 5 ялта 108 хусах, кашни çемьере 2-шер пепке çуратсан 216 ача пулмаллаччĕ. Пĕр шкул вăл. Хусахсем авланманнипе халăх шучĕ чакать. Астăватăп-ха: тăван шкула практикăна килнĕ чухне унта 611 ача пĕлÿ илетчĕ. Кÿршĕллĕ Йÿç Шăхальте /ун чухне 9 çул вĕренмелли шкулччĕ/ 356 вĕренекенччĕ. Халĕ унти пуçламăш шкулта 12 ача кăна. Диплом илнĕ хыççăнах, 1972 çулта, ĕçлеме пикеннĕ Тутар Шурут ялĕнче 189 ача вĕренетчĕ. Пирĕн территорире — 1100-1200 ачаччĕ. Халĕ пĕртен-пĕр вăтам шкулта 100 вĕренекен ыт-ларах çеç. 45 çулта ача шучĕ 10 хут чакрĕ. Нумай чухне çамрăксем яла юлманнипе ача сахал теççĕ. Çук, унпа кăна мар. Тĕп сăлтавĕ — хусахсем авланманни. Çак ыйтупа паянах ĕçлеме тытăнмалла. Колхозра та, тĕрĕссипе ниçтах та тĕпленсе ĕçлемеççĕ вĕсем. Ман патра ĕçлеççĕ пулсан тахçанах авлантарăттăм. Вĕсем никам аллинче те мар. Хусахсем ашшĕ-амăшне те пăхăнмаççĕ. Вырăнти влаç та вĕсемпе сахал тĕл пулать. Тĕлпулусенче, венчет çĕрри тăхăнма васкаманскерсене урамра курсан калаçтарма тăрăшатăп-ха. Кирек епле çамрăкăн та хăйĕн пурнăçĕнче тĕп тĕллев çемье çавăрасси, ашшĕ çуртне малалла çĕнетесси, тăван яла аталантарма тăрăшасси пулмалла», — шухăш-кăмăлне палăртрĕ «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Ершов.

Пĕчченлĕхе чун хавалĕпе вăйли çеç тÿсеет

Чăнах та, хусахсем мĕншĕн авланмаççĕ- ха? Ялта хĕрсем çук тейĕпĕр. Анчах тĕллеве пурнăçлас текен ăна пурнăçлатех — авланас текен хĕр тупатех. Манăн шухăшпа, паян арçынна пысăк яваплăх та шиклентерет. Авлансан арăма, çемьене тытса тăмалла. Хальхи вăхăтра вырăнта пысăк шалуллă ĕç вырăнĕ тупма хĕнтерех. Çурт çĕклесси те çăмăл мар. Ача сачĕ те, шкул та кашни ялтах çук. Уйрăлса тухакансене, йăлтах çĕнĕрен пуçлакансене йывăр. «Пире никам та пулăшман, эпир йăлтах хамăр тунă», — тет чылайăшĕн ашшĕ-амăшĕ. Йăлт çĕнĕрен тăвасси пуррине çĕнетсе пырассинчен тертлĕреххи каламасăрах паллă.

 

Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.