Чăваш туйне Австралире те курнă

21 Юпа, 2019

«Мир 24» телеканал «Вĕçĕ-хĕррисĕр юрату» кăларăмра Раççейри тата Еврази çĕршывĕсенчи тĕрлĕ халăхăн туй хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарать. Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче сенкер экранпа чăваш туйне кăтартрĕç. Ăна утă уйăхĕн 26-28-мĕшĕсенче Шупашкар районĕнчи Котеркассинче ÿкернĕ.
Чăваш халăхĕ çинчен федераци каналĕпе каласа кăтартни, паллах, кăмăллă. Çав вăхăтрах ку кăларăм куракансене тивĕçтернĕ-и?

Çамрăк мăшăра хĕве хупаççĕ
Котеркасси фольклор çурчĕн ертÿçине, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Надежда Михайловăна чăваш туйне монтаж туни килĕшмен. Унран та ытла, «Вĕçĕ-хĕррисĕр юрату» кăларăма кăтартичченех фольклорпа кăсăкланакансенчен сăмах лекнĕ ăна, мĕншĕн тесен анонсрах туй йăли-йĕркине тĕрĕс мар палăртнă. Григорий Шевчукпа Евгения Родионова ертÿçĕсем çамрăк упăшкана кĕлете мĕншĕн хупнине тĕпчеме килеççĕ имĕш. Чăвашсен йăлипе вара çĕнĕ мăшăра хĕве хупаççĕ.
Çапах федераци каналĕн ертÿçисем мĕншĕн Котеркассине çитсе тухнă-ха? Хуравĕ ансат: çак тăрăх çыннисем хăйсен пултарулăхне кăтартмашкăн çула тухма ÿркенмеççĕ. Санкт-Петербургри Пĕтĕм чă-вашсен акатуйне, Тутартстанри Аксу районĕнчи Уява чăваш туйĕпе кайса килнĕ вĕсем. Вырăнти артистсене «Мир 24» телеканал кураторĕсем асăрхани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Шăпах вĕсем чăваш çĕрĕ çине кăларăм хатĕрлеме килесси çинчен пĕлтернĕ.
«Мир 24» телеканала тĕнчипех пăхнине шута илсе Котеркассисем чăваш туйне йĕркелемешкĕн уйрăм вырăн шырама пуçланă. Чăнах, ĕçчен чăваш халăхĕн вăй-хăватне кăтартасси мĕнешкел яваплă. Куславкка районĕнче икĕ хутлă çуртпа хуралтăсене йывăç пĕренепе хăпартнă хуçалăха тупнă. Шăпах унта сумлă хăнасене йышăнма палăртнă. Анчах автобус çуккине тата ытти вак-тĕвеке пула шухăшлани пурнăçа кĕреймен.
Лара-тăра пĕлмен Надежда Михайлова лайăххин чикки çуккине шута илсе сценарие çĕнетнĕ. Унта вырăнти йăлана — çĕн çын шыв çулĕ уçма кайнине — хушса çырнă. Çакăнта тури тата анатри чăвашсен ташши-юррине кĕртнĕ. Çемье çавăрма хатĕрленекен каччăпа хĕре Иванпа /Чăрăшкассинчи çамрăксен çурчĕн пултарулăх ертÿçи Дмитрий Тимков/ Марийăна /Котеркассинчи фольклор çурчĕн хормейстерĕ Марианна Якимова/ çирĕплетнĕ.
Хĕр йĕррине ăнланма çук
«Вĕçĕ-хĕррисĕр юрату» кăларăма хатĕрлекенсене «Шортан» /ертÿçи Надежда Михайлова/, «Тăрăн ен» /Валерий Васильев/, «Сурпан» /Эльвира Альмешкина/ ушкăнсем çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илнĕ. Тем тесен те ырă кăмăллă, тарават чăвашсем хăна пăхма пĕлеççĕ. Инçе çула кĕскетсе килнисене какай шÿрпипе, кукăль-çăмахпа, тĕрлĕ салатпа сăйланă.
Чăвашсен уяв сĕтелĕ апат-çимĕçпе йăтăнса тăнине палăртса хĕрарăмсем пĕр хуран какай шÿрпи пĕçернĕ. Ăна хăнасем те, ял çыннисем те юратса çинĕ. Ахальтен мар Григорий Шевчук какай шÿрпишĕнех чăваш туйне килмеллине каланă.
Хăнасем сĕтел хушшинчен тухсан тин кăларăм ÿкерме пуçланă. Ун чухне, паллă ĕнтĕ, апат сахал юлнă. Видеооператор çакна сăнлама ĕлкĕрнĕ. Ку самант туй кăтартакансен кăмăлне хуçнине палăртмасăр иртеймĕн.
Пĕтĕмĕшле илсен, пĕрремĕш кунхине Надежда Михайлова хăй сĕтел хатĕрленĕ. Иккĕмĕш кун Тăрăнсем илсе килнĕ чăхсемпе пахчара шаркку пĕçернĕ. Çав вăхăтрах ялти хĕрарăмсем темĕн те пĕр янтăланă.
Туй йĕркелекенсен кăларăм ертÿçисен çирĕплетнĕ сценарине те пăсма юраман. Çавăнпах шутламан-туман çĕртен сĕт хушса пулă шÿрпи пĕçерме лекнĕ вĕсен.
Хĕр килĕнче хĕсĕк картишĕнче ташлани те килĕшÿллех курăнмасть. «Урама тухмалла пулнă та çав», — çывăх чавсана та çыртайманнине палăртать Надежда Николаевна. Унта, чăнах, саркаланмашкăн вырăн çителĕклех.
Хĕр йĕррине те ăнланма çук, мĕншĕн тесен пĕр çаврăмăн пĕрремĕш тата тăваттăмĕш йĕркисене кăна хăварнă, ытти пайне касса илнĕ. Çавăнпах чунран тухакан сăмахсен пĕлтерĕшĕ çухалнă.
Ял çывăрман
Надежда Николаевна хăй те качча тухсан упăшкин аппăшăпе шыв çулне уçма кайнине ас тăвать. Вăл шыв пуçне парне — тимĕр укçа — панă. Унтан тулли витрене 3 хутчен йăвантарса тăкнă. Сенкер экранпа кăтартакан чăваш туйĕнче çĕн çын çак йăлана кăтартнă. «Ăсса илнĕ шыва çăл куçа каялла ямалла пулман», — пăшăрханса калаçать фольклор çурчĕн ертÿçи. Çерем çине тăкмалла пулнă та çав. Йăнăша тÿрлетес тесе çак саманта темиçе хут ÿкернĕ. Пур пĕрех усси пулман — малтанхи кадрсенех хăварнă.
Чăваш Ене 3 кунлăха килнĕ хăнасем 9-тан пуçласа çур çĕр иртни 3 сехетченех ĕçленĕ. Ун чухне, паллах, ял çыннисен те ыйхи вĕçнĕ.
«Ыран кÿршĕсен ĕçе каймалла», — çывăрма выртнисене шеллесе калаçу пуçарса пăхнă Надежда Николаевна. Ĕç вĕçленмесĕр шăв-шава сирме пулать-и вара? Çур çĕр иртни 2 сехетре çамрăк арăма упăшкин килне кĕртнĕ чухне туй юррине янратасран çаврăнăçуллă хĕрарăм шлангпа шыв пĕрĕхме пуçланă. Çумăр çунă чухне, паллах, чун каниччен юрлаймăн.
Республикăн тĕп хулинчи кану çуртĕнче чарăннă хăнасене Котеркассинчи фольклор çурчĕн пултарулăх ертÿçипе Иван Васильевпа Геннадий Якимов аккомпаниатор çăмăл машинăпа илсе çÿренĕ.
Шупашкар хула администрацийĕ Муркаш районĕнчи ватă юман патне тата Çăкалăха шыв çулне уçма каймашкăн автобус уйăрнă. Ытти тăкака туй йĕркелекенсем хăйсемех саплаштарнă.
Каткасем çырма тăрăх куснă
«Эпĕ пĕр вырăнта лăпланса лараймастăп. Манăн хальхи ăрăва хальччен курман йăла-йĕркепе паллаштарас килет. Çĕн пÿрт ĕçкине, салтак ăсатнине çынсем курса йăлăхнă. Эпир кăçал, сăмахран, фольклор çуртĕнче «Ача чăкăчĕ» йăлине кăтартрăмăр», — 67 çула çитсен те вăй-хăвачĕ тапса тăнине çирĕплетет Надежда Николаевна. Вăл Котеркасси фольклор çурчĕн ертÿçинче 38 çул ĕçлет. Çак вăхăтра вырăнти «Хĕлхем» театр тата «Шортан» фольклор ушкăнĕ «халăх» ята тивĕçнĕ. Артистсем тĕрлĕ шайри фестивальсемпе конкурссене хутшăнаççĕ. Çавăнпах пултаруллă ял-йыша республикăра кăна мар, Мускавра, Санкт-Петербургра, Воронежра, Чĕмпĕр тăрăхĕнче, Тутарстанра пĕлеççĕ.
Сăмах май, Надежда Михайлова ĕçе вырнаçнă вăхăтра çакăнта пултарулăх театрĕ ĕçлемен. Вĕсем пиллĕкĕн пухăнса Толик Хураскири культура çуртне çул хывнă. Унта Елизавета Дмитриева ертсе пыракан драма кружокĕнче «Ялта» спектакльте вылянă. Пĕррехинче пăтăрмах сиксе тухнă: драмăри сăмахсене вĕренсе пынă çĕртех Надежда Николаевнăн ури шуçса кайнă та хайхискер кĕнекипе пĕрлех пылчăк çине ÿкнĕ. «Хамăр патрах пултарулăх театрĕ йĕркелеме пултаратпăр вĕт», — лару-тăрăва сÿтсе явнă май шухăш тытнă спектакле хутшăнакансем.
Çакăн хыççăн Надежда Михайлова вырăнти артистсемпе «Кай, кай Ивана» камит лартма палăртнă. Ку спектакльпе йĕри-таврари ялсене çитнĕ вĕсем. Пĕрре çак йыша лаша ĕрĕхни шар кăтартнă. Ун чухне урапа çинчи каткасем çырма тăрăх кусса аннă, халăхран пухнă чÿлмексем ванса пĕтнĕ.
Тепрехинче автобусăн хыçалти алăкĕ тухса ÿкнĕрен декорацисем çухалса юлнă. Котеркасси хастарĕсем юнашар района кайсан бензин пĕтнине, çавна май çул çинче çĕр каçма тивнине те чăтса ирттернĕ. Путишле çавнашкал самантсемсĕр вун-вун спектакль, концерт кăтартма пулать-и вара? Малалли...
www.hypar.ru
Марина ТУМАЛАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.