Чăваш тумĕ-эрешĕ илĕртнĕрен…

16 Чÿк, 2016

Хамăр алăпа ăсталанă парнерен пахараххи çук. Çакна Патăрьел районĕнчи Тури Туçари шкул библиотекарĕ, хушма пĕлÿ паракан педагог Антонина Глинкина питĕ лайăх пĕлет. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл чăваш тумĕ-эрешĕ тăхăнтартнă пуканесем Чăваш Енĕн чылай кĕтесне çеç мар, Тутарстана, Мускава, Якутие, Токиопа Грецие те çитнĕ, вĕсем халĕ те хăйсен çĕнĕ хуçисене савăнтараççĕ, чăваш çĕрĕнчи маттур хĕрарăмăн алă ăшшине паянхи кунчченех упраççĕ.

Антонина Васильевна пуканесене ытларах чухне лавккаран туянать. Хитрескерсем валли чăваш кĕписем çĕлет, вĕсене тĕрлесе илемлетет, хĕрачисене вĕтĕ шăрçаран ăсталанă капăрчăксем — масмак, тухья, мăй çыххи — тăхăнтартать. Тутарсем ыйтнипе пуканесене çав халăхăн наци тумне çĕлесе те пĕрре мар тумлантарнă вăл. Пуçаруллăскер çынсем валли те эрешсем хатĕрлет. Акă Патăрьелти «Евгения» ташă ушкăнĕ миçе çул ĕнтĕ вăл ăсталанă масмаксемпе сцена çине тухать! Саккас парсан ытти капăрчăка та хатĕрлет. Шкул библиотекарĕ çĕлеме те ăста. «Манăн кукамай хĕрарăмсен чăвашла кĕписене пĕрмай çĕлетчĕ. Эпĕ те унăн ĕçĕсене асра тытса тĕртнĕ пиртен кĕпе çĕлетĕп, ăна икĕ аркăллă тăватăп, саппун валли шурă пир суйлатăп — авалтан пыракан меслетсемпе усă курма тăрăшатăп», — каласа кăтартать А.Глинкина. Ку ĕçпе ытларах вăл аслăрах çултисем ыйтсан аппаланать.

Алăсти хăй мĕн тума пĕлнипе ачасене те паллаштарать: шкулта вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме хăнăхтаракан кружока ертсе пырать. Унта ачасем хаваспах çÿреççĕ: 1-мĕш класран пуçласа шкултан кĕçех вĕренсе тухакансем таранах. «Вĕтĕ шăрçапа ĕçлени ачасен шухăшлавне лайăхлатма пулăшать, чăтăмлăха аталантарать, пĕр вырăнта пусăрăнса ларма хăнăхтарать. Кружока çÿрекенсен коллектив туйăмĕ вăйланать. Пÿрне вĕçĕнчи рецепторсем вара шалти пĕтĕм органа ырă витĕм кÿреççĕ», — тет педагог. Асăннă кружока 2004 çултанпах ертсе пыраканскер ачасемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупать. Вăл çул çитменнисене вăрçмалла маррине, вĕсенчен кашнинех пĕр-пĕр пултарулăх пуррине, таланта вăхăтра асăрхаса аталантармаллине палăртать. Хăйĕн патне пĕрремĕш хут килекенсене Антонина Васильевна мĕнлерех вĕтĕ шăрçапа усă курсан аванраххине ăнлантарать, унран мĕнле япаласем ăсталама май пуррине каласа кăтартать. Хăшпĕр вăрттăнлăх çинчен хамăр та ыйтса пĕлес терĕмĕр. «Чешский» текен вĕтĕ шăрçа пахалăхлăрах иккен, пĕрпек калăпăшлăскертен эреш тикĕс те хитре пулать. Паллах, кружока çÿрекенсен вĕтĕ шăрçана хăйсен туянмалла, çакăншăн хăшпĕр амăшĕ кăмăлсăрланать-мĕн. Кăшт вăхăт иртсен, ачи хитре япаласемех ăсталама тытăнсан, пепкипе пĕрле амăшĕ те çак ĕçпе аппаланма пуçлать.

Кружока çÿрекенсенчен ытларахăшĕн пĕрремĕш ĕçĕ — вĕтĕ шăрçаран ăсталанă çăмарта. Ăна Мăнкун ячĕпе те, ытти чухне те парнелеме аван. Вĕренекенсем шкул тумĕн çухисене, кĕпе вĕçĕсене те тума хăнăхаççĕ. Çак ĕçсене пĕрремĕш хут куракансем: «Çыхнисем-и кусем?» — тесе тытсах пăхаççĕ-мĕн, вĕтĕ шăрçаран пулнине пĕлсен тĕлĕнеççĕ. Хăлха çакки, мăй çыххи, сулă — лавккара сутакан эрешсенчен уйрăлса тăраканскерсем тÿрех куçа курăнаççĕ. Хĕрачасем хăйсене мĕнли килĕшет — çавăн пеккисене ăсталаççĕ. Алăсталăхне аталантарсах пыраканскерсем вĕтĕ шăрçаран картинăсем тĕрлеме пуçлаççĕ. Антонина Глинкина ачасене чăвашлăхпа май килнĕ таран ытларах кăсăклантарма тăрăшать, пирĕн халăхăн эрешĕсенче хĕрлĕ тата сарă тĕс нумай пулнине ăнлантарать. Кружока 3-мĕш çул çÿрекенсем масмак çеç мар, тухья та тăваççĕ. Ачасем те, вĕсен ертÿçи те хăйсен ĕçĕсемпе тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Шкул библиотекарĕ И.Н.Уль­­янов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелти филиалĕнче чăваш филологийĕн факультетĕнче вĕреннĕ чухне вĕтĕ шăрçапа кăсăкланма пуçланă, çавăнтанпах çак ĕçпе аппаланать, унпа ыттисене те «чирлеттерет». Глинкинсен аслă хĕрĕ Марина та тем те пĕр ăсталать, вăл та Шупашкарти шкулта ĕçленĕ май ку енĕпе кружок ертсе пынă. Хальхи вăхăтра килĕнче пĕчĕк ачине пăхать. Кĕçĕн хĕрĕ Ирина, 9-мĕш класра вĕренекенскер, шкула ка­йичченех пукане валли тĕрлĕ эреш ăсталама тытăннă. Паянхи кун вăл — амăшĕн пулăшуçи. Алăсти хăй мĕн пĕлнине мăнукĕсене те пĕчĕкскерсем кăштах пысăклансан вĕрентме хирĕç мар. Антонина Васильевна хăйĕн тата хĕрĕ Ирина валли çеç мар, мăшăрĕ Иван Ганонович валли те чăваш наци тумĕ çĕлеттернĕ. Патăрьелти музыка шкулне пĕтернĕ Ирина ял уявĕнче аккордеон каланине, упăшки вара юрланине хĕрарăм паянхи кун та ăшшăн аса илет: паллах, иккĕшĕ те чăвашла тăхăннă. Глинкинсем ывăлне авлантарнă чухне те çамрăк мăшăра чăваш çи-пуçĕ тăхăнса çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ, хăнасене тĕлĕнтернĕ те, савăнтарнă та.

Çемье выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать, апла пулин те Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешре çуралса ÿснĕ хĕрарăм чун киленĕçĕ валли килте те вăхăт тупать. Çĕрĕпе ĕçлесе ларма та хирĕç мар вăл. «Хам валли хушпу тăвас ĕмĕтпе пурăнатăп, ун валли кирлĕ эрешсене пухса çитертĕм. Хушпу тата чăваш тумĕ тăхăнса районти Акатуй-Сабантуя каяс, мăшăрăмпа саркаланса çÿрес килет. Чăваш наци тумĕ мĕн тери хитрине пурте тепĕр хут курса ĕненччĕр тата киленччĕр!» — терĕ сывпуллашнă май Антонина Васильевна.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.