Чăваш тĕнчин тĕлне-йĕрне шыракан.
Самана тĕпрен улшăнса тăнăран-и /СССР арканниех пĕтĕм тĕнчене епле кисрентерчĕ! - Даниил пророк кĕнекинче çырса кăтартнă Тимĕрпе тăм ураллă кĕлетке ишĕлсе анниех ĕнтĕ!/ мана иртнĕ ĕмĕрхи 50-70 çулсемех халĕ авалхи вăхăт пек курăнаççĕ. Литература ĕçĕпе çыхăннă май манăн çавăн чухнехи литература критикĕсен тишкерĕвĕсене асăнса хăварас килет. Вуласан çÿç вирелле тăмалла. Çыравçăсен хайлавĕсене сыхласах тăмалла-мĕн /ах, мĕнле талантлă çав халăх! тата ирĕклĕхе саваççĕ, çĕнĕлле çырасшăн!/. "Критикăн ĕçĕ - совет литературин шухăшĕсен тасалăхĕшĕн, литература партилĕхĕшĕн кĕрешесси, литературăна парти ертсе пырассине хирĕçлеме, тиркеме пăхакансен киревсĕр ĕмĕчĕсене тăрă шыв çине кăларасси, кирек мĕнле ют шухăша та çапса аркатасси”, - тет "шанчăклă" йĕрлевçĕ*. Тата тепри сăмах ăстисенех мĕнле çырмаллине вĕрентет? «Е социализмла реализм, е буржуалла сюрреализм. Е коммунизм тăвакан халăха хавхалантаракан, малалла чĕнекен поэзи çулĕ, е çынна чăн пурнăçран, обществăран пистерекен, салхуллă шухăш-кăмăл çуратакан поэзи. Варринче - çул çук»**. Ун пек тискер «тĕпчеве» вуласассăн ыйту тухса тăрать? çав критиксем чăнах та çапла шухăшланă-ши? Тен, идеологи танатине лекнĕ массăлла вулакана аташтарнă та пулĕ вĕсем. Эпĕ вара ăслă-тăнлă йĕркеллĕ çын çавнашкал калама пултараймасть тесе шутлатăп. Шалккă çапла каланă çынсене, чăнах та шалккă...
Кирек мĕн пулсан та, хăвăрт мар пулсан та /тен, вуншар-вуншар çул та кĕтмелле пулĕ/, пурнăçра пĕрех чĕрĕ вăй, пĕрех тĕрĕсси çĕнтерет. Этем ирĕклĕхне хĕстернĕ хушăра та тĕвĕленет ырри, аталанать, ÿсет. Ман шутпа, чăвашра халĕ литературăна тĕнче шайĕнче тишкерекенсем виççĕн. Вĕсенчен пĕри - Юрий Васильевич Яковлев. Эпĕ унпа 1989 е 1990 çулта Чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче паллашнă? пÿлĕме хăвăрт та çирĕп утакан çамрăк çын кĕчĕ. Эпĕ ĕмĕрĕпех чирлĕ аппана пăхса пурăнатăп. Çавăн пек пурăнăç хăйнеевĕрлĕ пĕлÿ парать - эпĕ çынсене урăхларах куратăп? манăн куç чи малтан хамăра - аппапа иксĕмĕре - пулăшма-хÿтĕлеме пултаракана асăрхать /тен, эпĕ унран нихăçан та пулăшу ыйтмăп, анчах та вăл юнашар пулни маншăн çав тери ырă, мана темле тĕрек парать/. Çамрăк çын çавăн йышшискерччĕ /чăнах, каярахпа, хамăн чылайлăха тухса çÿремелле пулсан, эпĕ аппама темиçе хутчен те Яковлевсем патне хăварнăччĕ, вĕсем ăна яланах ăшшăн йышăнатчĕç/. Пĕрремĕш хут тĕл пулнă чухнех вăл мана питĕ тĕлĕнтерчĕ? нумай пĕлет /çап-çамрăк-ха хăй, пĕлесшĕн-вĕренесшĕн çунаканскерĕн малашĕ-ха - унăн пĕлĕвĕ хушăнсах пырĕ, - сывлăхĕ пултăр та пуçлăхĕсем унăн талантне асăрхаччăр! çунаттине ан хуçчăр!/, хăйĕн ĕçĕ - чăваш литературипе фольклорне тишкересси - тем пекех хавхалантарать ăна, вăл аслă уçлăха тухнă евĕр савăнать, ĕнтĕ хăй мĕн пĕлнине, чăваш шухăшлавне мĕнлерех ăнкарнине кашнинех каласа пама хатĕр. Турă пани нумай унăн /çивĕч ăс, ĕçченлĕх, ăшă та уçă кăмăл, аптраманлăх, хастарлăх, яланах чăнни патне ăнтăлни/, çакна тÿрре кăларса Яковлев калама çук пысăк ĕç турĕ. Халĕ вăл - энциклопедилле пĕлÿпе авăрланнă ăсчах. Унăн пур ĕçĕ те /статйисем, кĕнекисем, сценарийĕсем/ хăйнеевĕрлĕ? вăл тулашĕнчипе çырлахмасть, унăн яланах шалтине, тупсăмне, пуçламăшĕнчи чĕрĕ тĕвве кăтартмалла. Философи, наука, космос, искусствăн пĕтĕм сĕмĕ - хăйĕн ĕçĕнче анлă тавракурăмлă тĕпчевçĕ çак вăйсем çине тĕревленет. Мана пĕр геолог каласа панăччĕ? çĕр айĕнчи пуянлăхсене шыранă чухне пĕлÿ çеç мар, интуици те пулăшать имĕш. Яковлев тĕпчевĕсенче те унăн ăсĕ-тăнĕ интуици таран ĕçлет. Эпĕ пĕр иккĕленмесĕр калатăп, ăна чи-чи шухăшлаттараканни, ялан канăç паманни - чăваш тĕнчи. Эпĕ никамран та чăвашлăх çинчен Яковлев пек тарăннăн /хăш чухне савăнса, тепĕр чухне тарăхса-пăшăрханса/ каланине илтмен. Эпир хамăр юрăсене илтетпĕр те, хамăр тĕрĕсене куратпăр та /ку пĕтĕмпех тулашри, çиелти илем!/ «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» тесе хĕпĕртетпĕр, «Пурăнатпăр-ха!» тетпĕр. Çакна ниепле те манаймастăп, телевиденипе çирĕп хуçалăха кăтартаççĕ, экрана ĕçчен чăваш сăнĕ тухрĕ. «Мĕнле пурăнатăр?» - ыйтать журналист. - «Первăй место занимать тăватпăр!» - хуравлать ĕçчен чăваш. Пурăнатпăр-ха... Кăштах ăнлантармашкăн манăн ытарлăн калама тивет. Калăпăр, ÿсет чăваш çĕрĕ çинче йывăç. Çулçисем çутала-çутала илеççĕ, шĕпĕлтетеççĕ. Ытарайми илемлĕ. Ку - тулаш илем. Çулçăсене çитĕнтерекенни вара - тымарĕ /эпĕ ĕнтĕ «тымар» тесе чăваш шухăшлавне, чăваш философине каларăм/. Пĕтĕмпе тымартан килет. Тымар сывă мар пулсан çулçисем те шанаççĕ. Мĕнле «пурăнать-ши» çав тымар? Тарăн-и, ăшăх-и вăл? Тĕреклĕ-и, имшер-и? Вăйне-сĕткенне ăçтан илет? Çил-тăвăла тÿсет-и? Ăçта ÿсме лайăхрах ăна? Çутçанталăкра мĕнле вырăн йышăнать вăл ÿстернĕ йывăç? Тĕнчери пĕрпĕтĕм Илеме пуянлатать-и вăл? Ю.Яковлева çав тымар шухăшлаттарать ĕнтĕ. Çав тымар ÿстернĕ йывăçа вăл тĕнче варринех лартнăччĕ - çавăн пек хаклă уншăн чăваш çĕршывĕ!
Январĕн 20-мĕшĕнче Юрий Васильевич 50 çул тултарчĕ - тулли ăс пухса çитернĕ вăйпитти ар, вăл чăваш культурипе искусствăн философийĕ çинчен çырма ĕмĕтленет. Пултăрах ĕмĕрлĕх ĕç!
Ева ЛИСИНА çыравçă
Комментари хушас