Чăваш тăвансемшĕн тăрăшса

12 Пуш, 2014

/В.К. Магницкий çуралнăранпа 175 çул çитет/

Истори сучĕ сăваплă, кашнинех мĕн пÿрнине парать вăл. Пурăннă чухне ятне-сумне тивĕçсĕр илнисем манăçа тухаççĕ, тăван халăхшăн ырми-канми ĕçлекенсем вара вилсен те ăрусен асĕнче-ĕçĕнче пурăнаççĕ. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Вăтам Атăл тăрăхĕнчи халăхсене çутта кăларасcишĕн чунран тăрăшнă паллă этнографăн, фольклористăн Василий Константинович Магницкин ырă ячĕ чăваш асĕнче паян кун та упранать.

В.К.Магницкий 1839 çулхи пуш уйăхĕн 3/15/-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи Чирĕккасси ялĕнче /халĕ Етĕрне районне кĕрет/ Шăматра /халĕ Советски/ ĕçлесе пурăннă вырăс священникĕн çемйинче çуралнă. Пулас ăсчахăн ашшĕ чăвашсен паллă педагогĕпе И.Я.Яковлевпа çыру çÿретнĕ. Çакă, паллах, В.К.Магницкин тĕнче курăмне анлăлатма пулăшнă.

Ашшĕ çулĕпе кайса 1848-1857 çулсенче малтан Шупашкарти тĕн училищинче, унтан Хусанти тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ вăл. Анчах тĕн вĕренĕвĕ çамрăк Магницкие тивĕçтермен курăнать, 1858 çулта Хусан университечĕн юридици факультетне кĕнĕ.

Пулас ученăй вĕренÿ çулĕсенчех этнографипе, фольклорпа кăсăкланнă. Чăвашсене çутта кăларас ĕç ыйтăвĕсене студент чухнех хускатнă. 1861 çулта «Хусан кĕпĕрнин ведомоçĕнче» унăн пĕрремĕш статйи - «Женские чувашские школы в Ядринском уезде» - пичетленсе тухнă. Унта вăл Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсене вĕрентес ыйтăва çивĕччĕн хускатнă.

Университет пĕтерсен, 1877 çулчченех, Шупашкар уесĕнче суд следователĕнче ĕçленĕ, Аслă Сала ялĕнче /хальхи Куславкка/ пурăннă. Хресченсене вăй çитнĕ таран пулăшнă. Вĕсен хутне кĕнĕшĕн ăна хăйне те айăплама пăхнă.

Аслă Салара пурăннă вăхăтра Хусан университетĕнчи тавра пĕлÿ-ăсчахсемпе çыру çÿретнĕ. Чăваш шкулĕсен малтанхи инспекторĕсенчен пĕрне, Н.И.Золотницкий чĕлхеçе, хăйĕн вĕрентекенĕ тесе хисепленĕ. Этнографи, чĕлхе, фольклор материалĕсене тăтăшах ярса тăнă ун патне. Сахал йышлă халăхсене çутта кăларас ĕç ыйтăвĕсемпе чылай чухне вăл Золотницкипе тавлашнă та. 1867 çулхине Н.И.Золотницкий шовинистла статья çырсан Магницкий тепĕр çулах «По инородческому делу» витĕмлĕ ĕç пичетленĕ. Çав тавлашура чăвашсене хĕрхенни, хисеплени курăнать, халăх хăй тĕллĕн аталанма кирлине ĕнентерет автор, чăвашсен те профессионал культури аталанасса шанать.

Аслă Салара пурăннă çулсенче Магницкий халăх сăмахлăхне ырми-канми пуçтарнă. Вăл чăваш хресченĕсем каланине çеç мар, вырăссенчен мĕн илтнине те çыра-çыра хунă. Ку ĕçе тĕрлĕ корреспондента явăçтарнă, хăй те экспедицисене тухса çÿренĕ, халăх каларăшĕсене, сутмалли юмахсене, ваттисен сăмахĕсене пухнă. Çак ялтах вăл «Песни крестьян из села Беловолжского» ятлă пысăк сборник пухса çитернĕ, «Нравы и обычаи в Чебоксарском уезде» фольклорпа этнографи пуххине хатĕрленĕ, «Очерк юридического быта чуваш» /1866/, «Селения 2-го следственного участка Чебоксарского уезда» /1870/, «Этнографический очерк преступлений и проступков на 2-м участке Чебоксарского уезда» /1871/ тата ытти паллă ĕçсем çырнă.

Çемье пурнăçĕ ăнман В.К.Магницкин. Арăмĕ ĕçке ернине пула вăл Аслă Саларан тухса кайнă.

Çĕнĕ тапхăр пуçланнă ун пурнăçĕнче. Наукăпа педагогикăна пуçĕпех парăннă вăл. Малтанласа ăна Вятка кĕпĕрнин Уржум уесĕнчи халăх училищисен инспекторне лартнă. 1882 çултан пуçласа Лаишев, Спас, Сĕве, Теччĕ, Шупашкар уесĕсен халăх училищисен инспекторĕнче ĕçленĕ, каярахпа, мĕн пенсие тухичченех, - Елабуга уесĕнчи училищĕсен инспекторĕнче. В.К.Магницкий кирек ăçта ĕçлесен те вырăс мар халăхсене вĕрентессишĕн чунне парса тăрăшнă, çĕнĕ училищĕсем уçасшăн çуннă, учительсемпе вĕренекенсем терт-асап курса пурăнни çинчен пăшăрханса çырнă, халăхсен тăван чĕлхипе вĕренме кирлине ĕнентернĕ. 1860 çулсенчех вăл чăваш ачисем хăйсен ăс-тăн аталанăвĕпе юларах пыраççĕ текен шовинистсене хирĕç кĕрешнĕ. «Училище пуçлăхĕсем каланине шута илес тĕк - чăвашсен чылай ачи вырăссенчен те аванрах вĕренет», – тесе çырнă вăл. «Стипенди пулсан гимназисенче те вĕренес кăмăллă пулĕччĕç чăваш ачисем, гимназирен вара университета та кĕме инçех мар», – тенĕ вăл пысăк шанчăкпа. Чăвашсем çинчен тĕрĕс мар çырнисене хирĕçлесе 1881 çулта «Замечания на этнографический очерк быта чуваш И.Меньшова» статья çырнă. Унта вăл чăваш кăмăлĕ, пурнăçĕ, йăли-йĕрки çинчен суйса çырнине питленĕ.

В.К.Магницкий тин çеç йĕркеленме пуçланă чăваш интеллигенцине хисепленĕ. И.Юркинпа туслă çыхăну тытнă, С.Михайлов, Н.Охотников çинчен биографи очеркĕсем çырнă, «Арçури» авторне лайăх пĕлнĕ. Халăх училищисен инспекторĕ пулнă май çĕнĕ шкулсем уçассишĕн нумай тăрăшнă. 1884-1886 çулсенче çеç вăл пуçарнипе 33 шкул уçнă. Вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн ăна кĕмĕл медаль парса чысланă.

Темĕн валли те вăхăт çитернĕ тĕпчевçĕ: 1897 çулта Раççейре ирттернĕ çыравра шутлавçă ĕçне пурнăçланă, вĕренме кĕмелли экзаменсем йышăннă. Реакционерсем халăхсене вăрçтарса ярас тĕллевпе «удмурт халăхĕ çынсемпе чÿклет» тенине хирĕçленĕ вăл. 1899 çулта юлташĕ патне ученăй çапла çырнă: «Ăçта пăхсан та пăнтăх çынсем хуçаланаççĕ, çутă пайăрки ниçтан та курăнмасть...»

Халăха вĕрентес ĕçе йĕркелесе пынипе пĕрлех Магницкий хăй пурăннă тăрăхри халăхсен йăли-йĕркине, культурине тĕпчеме пăрахман. «Приволжские чуваши» этнографи очеркĕ, «Из быта чуваш Казанской губернии» тата ытти ĕç çырнă, Атăл тăрăхĕнчи халăхсем çинчен те тĕрлĕ статья йышлă пичетленĕ. Вăл Хусан университечĕ çумĕнчи этнографи, истори, археологи обществин, естествоиспытательсен обществин, Археологи комиссийĕн членĕ шутланнă. Мускав университечĕ çумĕнчи антропологи, этнографи, естествознани обществипе тачă çыхăну тытнă.

В.К.Магницкий – демократ шухăшлă вырăс этнографĕ. Вăл «çутта тухнă цивилизаторсене» /наука çыннисене çапла каланă/, «чăвашсем çинчен суйса, тĕрĕс мар çыракансене» критиклеме чарăнман. Магницкин наука интересĕсем мĕн тери нумай енлĕ пулнинчен тĕлĕнетĕн. Чăвашсем ăçтан пулса кайнипе те кăсăкланă вăл. Çак тĕллевпех ĕлĕкхи тĕне кĕмен чăвашсен арçын ячĕсене 10 пине яхăн пухнă. Каярахпа, 1905 çулта, «Чувашские языческие имена» ятлă кĕнеки тухнă. Чăвашсен паллă историкĕ В.Ф.Каховский шухăшланă тăрăх - Магницкий тупса палăртнă 173 йăх таврашĕсен авалхи тĕрĕк ячĕсем чăвашсем Азири ытти халăхпа мĕнле çыхăнура пулнине тĕпчеме май параççĕ. Чăвашсен авалхи историне ăнланас тĕллевпех таврари археологи сведенийĕсене те пухнă вăл. Чăваш тумĕ, туй йăли-йĕрки, анатрипе турисен чĕлхин, культурин уйрăмлăхĕсем, чăвашсемпе вырăссен культура тĕлĕшĕнчи çыхăнăвĕсем çинчен чылай ĕç çырнă В.К. Магницкий. Православи тĕнне йышăничченхи чăвашсен авалхи тĕнне те тĕпчеме тытăнса пăхнă. Унăн «Материалы к объяснению старой чувашской веры» /1881/ тата ытти ĕçĕпе тĕпчевçĕсем паянхи кун та усă кураççĕ. Чăваш диалектологийĕпе лексикине пухнă пуян материалсем те чĕлхеçĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ăсчах чăвашсен историне, этнографине тĕпчесе «Чуваши» ятлă пысăк кĕнеке кăларасшăн пулнă, анчах ку ĕçе вĕçне çитереймен. 1901 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче ÿпке чирĕпе нушаланса вилнĕ.

В.К.Магницкий пухнă материалсем, унăн ал çырăвĕсем пирĕн архивсенче нумай. Хисеплĕ ентешĕмĕрĕн чи лайăх ĕçĕсене пухса кун çути кăтартасчĕ. Çапла çеç эпир чăвашлăха тĕпченĕ вырăс ученăй-педагогăн ырă ятне сума сунă пулăттăмăр.


Виталий ИВАНОВ,

истори наукисен докторĕ, профессор

Комментари

Пиете кирле япаласем .Весене вуласа,сьирса илмелье.Кенекене сьавармалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.