Чăваш сăмахлăхĕн пăхаттирĕ

Енчен те вырăс лингвисчĕсен Степан Бархудров, Виктор Виноградов ячĕсемпе е нимĕç чĕлхеçин Вильгельм фон Гумбольта асăнса филологсен тĕнче премине /Нобель премийĕ евĕрли ĕнтĕ/ туса хурас пулсан ăна, алла чĕре çине хурса калатăп, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче тар тăкакан Виталий Иванович Сергеев профессор илнĕ пулĕччĕ. Мĕншĕнне те ăнлантаратăп: çÿлерех асăннă сăнарсем пирĕн Виталий Иванович пек сăвăсем шăрçаласа "Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм" ятпа кĕнеке кăларман. Кам та кам фон Гумбольт е унăн тăванĕ Александр "Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм" кĕнеке кăларнă теет, мана ыранах аçа çаптăр. Вера Белошапкова та, Татьяна Винокур та, Лидия Баранникова та /кунта çÿлерех асăннă Степан Григорьевичпа Виктор Владимирович çинчен каламастăп та/ Виталий Иванович пек "Шурă лантăш" юрра шăрантарман. ªКам та кам манăн гипотезăна хирĕçлесе Баранниковăпа Белошапкова "Лантăш" юрра кĕрлеттернине университетри е факультетри ĕçтешсене ĕнентереет, ăна çак йĕркесен авторĕнчен — парне!!! Бодуэн де Куртенэ те, Антал Регули те /Бернарт Мункачи çинчен каламастăп та/ Виталий Иванович пек йĕлтĕрпе 10 çухрăм чупман... Çук, çук, Лева Щерба та, Александр Шахматов та, Сергей Ожеговпа Владимир Даль те пирĕн Виталий Сергеева çитеймеççĕ. Пăхаттир вăл пирĕн, чăваш сăмахлăхĕн пăхаттирĕ! Шăпа мана унпа шăп та шай 35 çул каялла паллаштарчĕ. Унтанпа пирĕн туслăх çирĕпленсе кăна пычĕ.

Пĕрремĕш тĕлпулу: паллашу

1982 çул. Хальхи пекех астăватăп: эпир ЧПУри чăваш уйрăмĕн студенчĕсем университетра иртекен кашни мероприятиех хутшăнма тăрăшаттăмăр.

Пирĕн ушкăнри каччăсем пурте çар хĕсмечĕ хыççăн вĕренме кĕнĕччĕ те факультетри общество ĕçне те пирĕн çинех тиенĕччĕ. И.И.Одюков профессорпа фольклор кабинечĕн проектне сÿтсе яваттăмăр, В.П.Станьял доцентпа шурăмпуç киличченех "Вутчуль", "Çилçунат тĕпелĕ", "Араббогд" хаçатсем кăлараттăмăр, И.Я.Тенюшев доцент, "Çивĕч калем" кружок ертсе пыраканскер, хаçат-журнал редакцийĕсемпе тачă çыхăнтарнăччĕ. Коля Сидоров /халĕ паллă драматург/, Вася Цыфаркин /учитель-таврапĕлÿçĕ, "Тăван сăмах" учебник авторĕ/, Олег Паликинпа Слава Григорьев /техникумпа колледж директорĕсем/, Юрий Фролов, Юрий Никифоров, Леонид Александров /паллă журналистсем/ хăйсенчен 4 çул кĕçĕнреххисене занятисене хатĕрленме пулăшатчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине мĕнлерех ăсчахсем вĕрентетчĕç тата: И.А.Андреев, Н.П.Петров, М.И.Скворцов, Г.Я.Хлебников профессорсен ячĕсем чăваш лингвистикин историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнчĕç. 1982 çулта факультета яштака тата питĕ хăвăрт утса çÿрекен преподаватель килчĕ. Вăл — Виталий Иванович Сергеев. Тĕрĕсрех килчĕç темелле-ха: историпе филологи факультечĕ В.И.Сергеевсăр пуçне тата тепĕр Улăппа, Ю.М.Артемьевпа, пуянланчĕ ун чух.

Иккĕмĕш тĕлпулу: тĕнче кисреннĕ тапхăрта

1991 çул. Пирĕншĕн, СССР ятлă хăватлă та мăнаçлă çĕршывра ÿснĕ яшсемпе хĕрсемшĕн, йывăр килчĕ çак çул. Раштавăн 25-мĕшĕнче Çĕр чăмăрĕн пĕрре улттăмĕш пайне йышăнакан çĕршывăн Президенчĕ Михаил Горбачев хăйĕн полномочисене хуни çинчен, çак кун СССРăн юлашки кунĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ.

Çулталăк маларах, 1990 çулта, пирĕн факультет никĕсĕ çинче 3 факультет туса хунăччĕ, виççĕшĕнчен пĕри — чăваш филологийĕпе культура факультечĕччĕ. Мĕнлерех хĕрÿ вăхăтсемччĕ, вышкайсăр пысăк ĕмĕтсемччĕ. Чăваш наци чĕрĕлĕвĕ вулкан пекех хăватлăччĕ. Факультет 1 курса 4 академи ушкăнне йышăнма пуçларĕ /100 студент!/, тĕрлĕ факультета вĕренме илмешкĕн чăваш чĕлхипе экзамен тыттарма пуçларăмăр. Чăваш ятне ЧФКФ студенчĕсен "Вутчуль" театрĕ, "Мерчен" ансамблĕ, çамрăк литераторсен "Çилçунат" пĕрлешĕвĕ республика тулашĕ таранччен саратчĕç. Факультет хăйĕн вăйĕпе 12 страницăллă хаçат та кăларма тытăнчĕ. Факультета сăпайлă та талантлă Геннадий Иванович Воронцов доцент ертсе пыратчĕ, В.И.Сергеев — деканăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕччĕ, эпĕ воспитанишĕн яваплăччĕ. Виталий Иванович кашни студентпа тимлĕ ĕçлетчĕ, ăна студентăн пурнăç условийĕ те, килти лару-тăрăвĕ те кăсăклантаратчĕ. Анчах Горбачевăн "сутăнчăкла" ĕçĕ малашлăх çулне шлагбаумпа хупса хучĕ. Çавăн пек йывăр тапхăрта В.И.Сергеевпа чунтан калаçни халĕ те асра.

— Тĕнче, çĕршыв пĕтĕмпех хура чаршавпа карăнмасть. Пирĕн, чăваш факультетĕнче вăй хуракансен, халăхшăн ĕçлемелле. Эс мĕн, Иван Яковлевич Яковлева çăмăл пулнă тетĕн-и? Акă эпĕ çитес çул доктор диссертацине хÿтĕлеме палăртнă. Сăмса юхтарас пулсан пĕтĕм ĕçе çÿп шăтăкне пемелле.

Тĕнче пăтраннă вăхăтра пирĕн вăйсене пĕрлештерсе йывăрлăхсене çĕнтермелле тесе ăс панăччĕ Виталий Иванович. Унăн сăмахĕсенче атте пек вĕрентсе калани те пур, тарăн философи те палăрать.

Тĕрĕсех каларĕ аслă юлташ, тĕнче те ишĕлсе анмарĕ, факультет та хупăнмарĕ. Тавах, Виталий Иванович!

Виççĕмĕш курнăçу: полиглот

Палăртнă тĕллев патне çирĕп утакан çын пулчĕ Виталий Иванович. 50 çулхи юбилейĕ тĕлне хăйне валли хăех пысăк парне хатĕрлеме хал çитерчĕ — "Чăваш чĕлхинчи лексика семантики аталанăвĕн тĕп палăрăмĕсем" доктор диссертацине хÿтĕлерĕ. Çак тĕлте профессор чĕлхесене юратни çинчен пайăррăн каласа хăвармалла. 1965 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерсен малтан тăван ялĕнче — Элĕк районĕнчи Мартынкассинче, унтан Красноармейскинчи Мăн Шетмĕ шкулĕсенче — ачасене 4 чĕлхепе — чăваш, вырăс, акăлчан тата нимĕç чĕлхисемпе вĕрентнĕ. Мĕн тетĕр, вăйланса тухнă шкултан Виталий: кĕске хушăрах СССР Наука академийĕн Чĕлхе институчĕн аспирантурине пĕтернĕ, 1974 çулта филологи наукисен кандидачĕ пулса тăнă.

Юбилей тенĕрен... Уява ертсе пыма мана шанчĕ В.И.Сергеев. Эй, кам кăна çукчĕ кĕрекере. Çемьесемпе туслашрăмăр: тăтăшах мăшăрăмпа, Галина Васильевнăпа /вырăс шкулĕсем валли "Чăваш чĕлхи" вĕренÿпе меслет кĕнекисен авторĕ/, хăнана та çÿреме пуçларăмăр. Атте мана пуртă тытма вĕрентнĕ те, платник ĕçĕсемпе Виталий Ивановича пулăшма тÿр килнишĕн чăтма çук савăнаттăм. Çапла Мартынкассинчи Сергеев "замокĕнче" çур çĕрччен кантăк лартни халĕ те асра.

Тăваттăмĕш курнăçу: пысăк атте

1993 çул. 4-мĕш çул эпĕ Виталий Иванович ĕçтешĕ. Вăл — профессор, эпĕ — аслă преподаватель. Çав çулах Виталий Иванович факультет пуçĕ — декан — пулса тăчĕ, унтан чăваш филологийĕпе культура институчĕн директорĕ те /1996-2003 çулсем/. Чăвашлăха аталантарассипе пысăк ĕç турĕ вăл: кафедрăсен шутне 5 çитерчĕ, чăвашсем йышлă пурăнакан Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчи, Чĕмпĕр, Самар, Саратов, Кемĕр облаçĕсенчи йăхташсемпе çыхăнăва йĕркелерĕ, вĕренÿ пособийĕсене хатĕрлесе пичетлессипе ĕçлерĕ.

— Итле-ха, Виталий Иванович, — тетĕп сумлă ăсчаха. — Манăн пысăк уяв — виççĕмĕш ача çуралчĕ. Александр ят хутăмăр.

— Саламлатăп! — тет хайхи.

— Сирĕн пулăшăвăр кирлĕ, — калаçу çăмхине сÿтетĕп эпĕ.

Малалла Виталий Ивановича Сашшăн хреснашшĕ пулма сĕнетĕп.

— Савăнсах килĕшетĕп! — хуравлать вăл.

Саша çитĕннĕ ĕнтĕ. Çарта та пулчĕ, Хура тинĕс флочĕн матросĕ Александр Абрамов Сирие те çитсе килчĕ. Çапах та В.И.Сергеев Пысăк Ашшĕн тивĕçĕсене халĕ те манмасть. Тавах.

Кулленхи калаçу

Студентсене чунне паракан профессор хăш вăхăтра сумлă ĕçсем çырма вăхăт тупнине ăнкарма йывăр. Çыру ĕçĕн пур йĕрĕпе те пĕр харăс пыма ĕлкĕрет Виталий Иванович: кĕнекесем çырать, аспирантсене ăс парать, ăсчах-тухтăрсене хатĕрлет. Пирĕн çул чылай вăхăт пĕр йĕрпе чупрĕ. Л.П.Кураков академик çĕкленĕ университетăн филиалĕсене, центрĕсене, консультаци пункчĕсене те пĕрле çÿреттĕмĕр. Тутарстанри Анат Камăри ЧПУ гимназийĕнче, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Патăрьел филиалĕнче, Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм хирĕнче... пулнисене ăçтан манăн.

Вăйу ан иксĕлтĕр, Виталий Иванович! Хăват Сана! Мăнаçлăх!

Анатолий АБРАМОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Анатолий АБРАМОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.