Чăваш салтакĕсем хăравçă пулман...

2 Çурла, 2014

Вăрçă пуçлама пысăк сăлтав кирлĕ. Вăл вара тупăннă: 1914 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Сараево хулинче Серби террорисчĕсем Австрипе Венгри престолĕн еткерçипе - аллă çулти Франц Фердинанд эрцгерцогпа - унăн мăшăрне вĕлернĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăрçă пуçланнă. Раççей Германие тата Австрипе Венгрие хирĕç Антанта майлă пулса çапăçнă.

Хусан çар округĕ ун чухне патшалăхри чи пысăк тытăмсенчен пĕри шутланнă: унта 50 пин салтак хĕсметре тăнă. Вăрçă хирне кашни уйăхра сакăр çĕр рота е 200 пин салтак ăсаннă. Çавăн пекех 40 пин салтака çапăçусенче пысăк çухату тÿснĕ çар округĕсене вăйлатма ярса панă.

Раççей виçĕ çулта фронта 14 млн çынна - çĕр-шыври ĕçлеме пултаракан арçынсен 47,4 процентне - янă. 40 уйăха тăсăлнă вăрçă хыççăн вĕсенчен 7 миллионĕ тек нихçан та строя тăма пултарайман: вилнĕ, аманнă, тыткăна лекнĕ, хыпарсăр çухалнă...

Раççейри ытти халăхпа пĕрле чăвашсем те ахăр самана йывăрлăхне чăтăмлăн тÿснĕ. 1917 çул пуçланнă тĕлне Чăваш хутлăхĕнчен 95 пин çын ытла, вăй питти арçынсен 43 процентне яхăн, алла хĕç-пăшал тытнă.

Правительство пропаганди вăрçăри салтаксене тĕрлĕ хаçат-журналта яланах тĕлĕнтермĕш паттăрсем пек кăтартма тăрăшнă. Çыравçăсен куçĕ тĕлне хутран-ситрен тăшман снарячĕсемпе пульлисене ним вырăнне те хуман «айванкка» чăвашсем те лекнĕ. Вĕсенчен пĕрин «паттăрлăхĕ» çинчен «Вырăс сăмахĕ» хаçат 1914 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче «Походпа çапăçури пурнăç» статьяра акă мĕнлерех çырса кăтартнă.

«...Пирĕн ротăра чăваш салтакĕ пур. Çапла, айванкка та тăрлавсăр, ун çинче шинель те ĕне çине хунă йĕнер пек усăнса тăрать...

Выртатпăр çапла йĕркипе, тăшмана перетпĕр. Вĕсен пĕр пульли хайхи çак салтакăн котелокне шăтарса кĕчĕ.

- Пăх-ха ăна, - тарăхать çакскер. - Котелока манăн пуç тесе шухăшланă. Халĕ кăтартатăп ак.

Вăт кăтартрĕ вара. Тăшман вăйлăн персе тăнине пăхмасăр пирĕн ретрен мала тухрĕ те йывăç тăррине хăпарса ларчĕ, тăшмана шĕкĕлчеме пуçларĕ.

Лешсем те ăçтан пенине курчĕç ĕнтĕ, йывăçа снарядпа яра пачĕç. Вуллинченех лекрĕ. Пирĕн чăваш та туратпа пĕрле çĕре лаплатса ÿкрĕ.

- Эх, - шухăшлатăп, - вилчĕ. Çук, иккен. Пăхатпăр та - каялла упаленет. Пичĕ-куçĕ юнланса пĕтнĕ. Пирĕн пата çитрĕ те аллипе шăлкаласа тасалчĕ, хăй пĕр май мăкăртатать:

- Вĕсем котелока манăн пуç тесе шухăшланă. Эпĕ вĕсене кăтартатăп-ха, вĕсене кăтартатăп...

Çапла çапăçаççĕ чăвашсем нимĕçсемпе».

Хăрушă вăрçă чăваш халăхĕ çине пысăк йывăрлăх, çĕклемĕпе хурлăх тиенĕçемĕн тиенĕ, чăтма çук шелсĕр лутăрканă. Налуксем ÿснĕ, апат-çимĕç тата тавар хакланнă. 1914 çулхи çурла - 1915 çулхи утă уйăхĕсенче фронта 4920 лаша, выльăх апачĕ, аш-какай, тырă, 1916 çулта 2289 пуç мăйракаллă шултра выльăх, кĕпе-тумтир, кÿме ăсатнă. Сĕнтĕрвăрринчи çĕр йĕркелÿпе çĕр ĕç тĕп управленине пăхăнакан тăватă шкулта кăна 1914 çулхи тăватă уйăхра ведомствăна юманран /31770/ тата çăкаран /10411/ ăсталанă каткасем хатĕрлесе панă т.ыт.те.

Ялсенче салтак ячĕ тухнă çамрăксем çара кайма призыв пункчĕсене пыман тĕслĕх нумайланнă. Çавна май ратниксем хĕсметрен пăрăнмашкăн тĕрлĕ сăлтав шыранă, хăйсене сусăрлатнă. Çĕрпÿ уес çар пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх - 1914 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче призыв пунктне 1826 çынран 581-шĕ кайман. 1915 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче черетлĕ призывран 794 çын е çара ăсатма палăртнисен 54,6 проценчĕ пăрăннă. 1915 çулта уесра пĕтĕмпе 1566 дезертир шутланнă.

Влаçсем ун пеккисене çине тăрса шыранă, арестленĕ. Уессенче çар сучĕсем ĕçленĕ. Етĕрнере призыв пунктне пыманшăн Асакасси вулăсĕн Кÿлхĕрри ялĕнчи Андрей Кузьминпа Шăмат вулăсĕн Анат Сăнар ялĕнчи Прокопий Ненюхин ратниксене пилĕк талăка хупнă.

1915 çул пуçламăшĕнче Шупашкартан Шăхрана кайма тухнă 58 салтак ачи тарса çухалнă, саппасри 98-мĕш пехота батальонне пĕри те пыман.

Хăш-пĕр ялта таркăнсем пытанса пурăннă. Архиври хутсем тăрăх çакă паллă: 1916 çул вĕçĕнче Шупашкар уесĕнче кăна влаçсем çар чаçĕсенчен тарнă 114 салтака шыранă. 1917 çул пуçламăшĕнче вĕсен шучĕ 300-тен иртнĕ. Хусан кĕпĕрнин жандарм управленийĕн кăтартăвĕ тăрăх - 1917 çулăн пĕрремĕш эрнинче Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне уесĕсенче хăйсен ирĕкĕпе çар чаçĕсене хăварнă 29 салтака арестленĕ. Тепĕр виçĕ уйăхран Етĕрне уесĕнче кăна пĕр эрнере 35 дезертира тытса чарнă.

Тĕнче вăрçи тăван халăха хÿтĕлесшĕн пулманни, ăна çука хăварни, çар хĕсметĕнчи чăтма çук йывăр лару-тăру нумай салтака киле тарма хистенĕ. Çакна Хусанти çар цензорĕ Н.И.Ашмарин тытса чарнă салтаксен çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Фронтовиксем Раççей техникăпа экономика тĕлĕшĕнчен питĕ кая юлнине курнă: тупăсем, винтовкăсем, çар хатĕрĕ çитмен. 21-мĕш Çĕпĕр пехота полкĕнче, сăмахран, «нимĕçсене окопсенчен ал лапписем кăтартса хăратнисем» пулкаланă. Салтаксене ăшă тумтирпе, атă-пушмакпа çителĕксĕр тивĕçтернĕ. Тĕслĕхрен, Закатальск полкĕнче пĕр каçра 1050 салтака тăм илнĕ. Çавнашкал пин-пин çыру цензорсен папкисенче выртса юлнă. Патша тарçисем фронтри пурнăç чăнлăхне рабочисемпе хресченсем патне çитерме хăранă.

Фронтри салтаксем йывăрлăхсене çĕнтерме нимĕнле май тупайман. Хăшĕ-пĕри тăшман пульлинчен виличчен тыткăна парăнни лайăхрах тесе шухăшланă. Çав çулсенче вырăс çарĕнчен 1,5 млн çын тарнă, 3 млн ытла çын тăшмана парăннă. Германире, Австрипе Венгрире тыткăнра Етĕрне уесĕнчен кăна 325 салтак пулнă.

Патша правительстви тыткăна лекнĕ салтаксене сивленĕ. Хусан çар округĕнчи пуçлăхсем вĕсене сутăнчăксем тесе ятланă, çар хĕсметĕнче пулнăшăн çемйисене паракан пособирен хăтарнă. Ячĕсене кĕпĕрнесенче тухса тăракан хаçатсенче пичетленĕ, тăванĕсене тĕрлĕ майпа намăслантарнă.

Австрипе Венгрие тыткăна лекнĕ вырăс салтакĕсем йывăр нушара асапланнă. Акă çак шухăша çирĕплетекен пĕр документ. Ăна 1915 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Тĕп штаб управленийĕ аслă тĕп командующине ярса панă:

«Пирĕн агент Австри тылĕнчен Сербие 7 çын тарса килни çинчен пĕлтерчĕ. Çав шута лейбгварди Финлянди полкĕн аслă унтер-офицерĕ Григорий Соловьев тата 278-мĕш Крамской пехота полкĕнчи Петр Чегоревой унтер-офицер та пур. Вĕсем каланă тăрăх - австриецсем тыткăнри вырăс салтакĕсене хытă асаплантараççĕ, выçăллă-тутăллă усраççĕ, еврей хуçасенчен хур кăтартаççĕ. Ирĕксĕрлесе Серби фрончĕн линине тутараççĕ. Уйрăмах Словенири Даль лагерĕнче ларакансем темĕнле асап та кураççĕ. Хăрушă çак тамăкра Николай Алексеев чăваш хăйне маттур тыткалани çинчен питĕ ăшшăн та хумханмалла каласа параççĕ».

Ку - пирĕн ентеш, 82-мĕш Дагестан пехота полкĕн рядовойĕ. Вăл тăшман тылĕнче кăтартнă паттăрлăх çинчен ятарлă çырни те пур. Унти йĕркесем чуна пырса тивеççĕ.

«Тăшман касаматĕнчен тарнă паттăрсем пĕлтернĕ тăрăх - 82-мĕш Дагестан полкĕнчи Алексеев Австри тыткăнĕнче шиксĕр, чăрсăр пулнă. Тăшман умĕнче пуçне усман. Вырăс салтакĕн мухтавлă чысне вараламан, ăна тивĕçлипе, вĕçне çитичченех пурнăçланă. Хăй Тăван çĕр-шыва чунтан юратнине тискер лару-тăрура кăтартса панă.

Николай Алексеева та, ыттисем пекех, окоп чавма хистенĕ. Ку ĕçе вăл Раççее хирĕçле тутаракан сăтăрла утăм тесе хакланă. Чавма килĕшмен. Уншăн ăна тĕрлĕ майпа пăвăртса пăхнă, хушăва итлеттерме мекĕçленнĕ. Анчах тем пек хистесен те Алексеев алла кĕреçе тытман.

Канăçа çухатнă австриецсем чăваш каччине вăтам ĕмĕрсенчен сыхланса юлнă асаплантару мелĕсемпе пăхăнтарма шутланă. Алексеева виçĕ кирпĕч çине тăратнă. Ура пакăлчакĕсенчен кантрапа туртса çыхнă, хăйне йывăç çумне пăявпа кăкарса хунă. Ун хыççăн салтака хулăпа хыттăн вĕтсе илнĕ. Ĕçе кайма хушнă. Вăл килĕшмен. Тарăхнипе урисем айĕнчи кирпĕчсене тапса кăларнă. Пăявсем туртăнса ларнă. Кĕлетке пăта çинче çакăнса юлнă. Часах пăявсем ÿте касса кĕнĕ, тăнлаври юн тымарĕсем хăпарса тухнă. Çăвар типсе ларнă, сывлăш пÿлĕннĕ. Чĕре тĕлли-паллисĕр сикме пуçланă. Офицер салтак йĕри-тавра çиллессĕн кускаланă. Аллинчи револьверĕпе юнанă, персе вĕлерессипе хăратнă, ĕçе кайма ыйтнă. Тарăхнипе Николайăн куççуль капланса килнĕ. Анчах тăшман ун куçĕнче курайманлăх хĕлхемĕ çиçнине çеç курнă. Ним тума аптранă офицер юнлă сурансем çине тăвар сапнă. Алексеев кĕлетки туртăнса илнĕ. Çан-çурăмĕ сурса ыратнă. Пĕтĕм вăй таçта кайса кĕнĕ. Курайманлăхпа хăрăлтатса тухакан шалти сасса шăл шатăртатни хупласа хунă. Пуçĕ лĕнчешкеленсе усăннă. Николай çавах ĕçе каймасси çинчен систернĕ.

Çур сехете яхăн пынă çак асаплантару тыткăнрисене хураллакансен чунĕсене те хускатнă. Вĕсем те Алексеев умĕнче айăпа кĕнĕн куçĕсене аяккалла тартнă.

Тамăкран хăтăлса тухнă Алексеев окопсем чавма çав-çавах кайман. Темиçе кунран ăна Словенири Витовици çывăхĕнчи çар тĕрмине куçарнă. Пĕр тĕпренчĕк çăкăрсăр, пĕр тумлам шывсăр темиçешер талăк пурăннă. Пĕччен лармалли камера та çирĕп кăмăлне хуçайман. Ун хăтланăвĕсем тĕрме çыннисен мăн кăмăллăхне йăштарнă. Раççей салтакне тĕрмере ларакан Австри çыннисене те илсе килсе кăтартнă. Вĕсене ун умĕнчех: «Эсир патшалăхăн шалти тăшманĕсем», - тесе ятланă. Асапланса пĕтнĕ салтакран Тăван çĕр-шыва юратма вĕренмелли çинчен чылайччен калаçнă.

Çар тĕрминчен тухсан та Алексеев окопсем чавман. Вĕсем итальянсене тытса чармалли хÿтлĕх пулать тесе ĕнентерме пăхни те кăлăхах пулнă.

Юлашкинчен чăваш каччине çар çыннисене çирĕп йĕркепе тытса усракан лагере хупнă. Çавна май Николай Алексеевăн малаллахи кун-çулĕ паллă мар.

Тыткăнри паттăрлăхĕ çинчен вара императора пĕлтернĕ. Патша Раççей салтакĕн тĕлĕнмелле хăюлăхĕ пирки унăн Тăван çĕр-шывне хыпарлама тата тăванĕсене Чăваш хутлăхĕнче шыраса тупма кирлĕ мерăсем йышăнма хушнă.

Çÿлти пуçлăхсем хушнине Çĕрпÿ тăрăхĕнчи тÿре-шара хăвăрт пурнăçланă. 1915 çулхи авăн уйăхĕнче Çĕрпÿ уесĕнчи вулăссен пухăвĕсенче, халăх йышлă пухăнакан чиркÿсемпе пасарсенче Николай Алексеевăн тыткăнри паттăрлăхне ырласа калаçнă. Геройпа унăн тăванĕсем çинчен Çĕрпÿ уесĕн исправникĕ Хусан кĕпĕрнаттăрне çырса пĕлтернĕ.

«82-мĕш Дагестан пехота полкĕнчи Николай Алексеев рядовой 28 çулта. 1908 çулта патша çарне илнĕ. Çĕрпÿ уесĕн Кивĕ Тĕрпÿрт вулăсĕнчи Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтаяль земство училищине вĕренсе пĕтереймесĕрех пăрахнă. Православи тĕнне кĕнĕ. Авланман. Çара иличчен ялта пурăннă, тыр-пул ÿстернĕ. Запаса тухсан килте 3 уйăх çеç пурăннă. Ăçта тата кам пулса ĕçлени çинчен пĕлекен çук. Çавăн пекех мĕнле çар пуçлăхĕ ăна вăрçа илни те паллă мар.

Ялта амăшĕ Варвара Тимофеевна пурăнать. Вăл - 70 çулта. Пиччĕшĕ Прохор Алексеев - 34 çулта. Мăшăрĕ Евдокия Семеновна - 33 çулта. Пĕрлехи кил-çурт, хуралтă пур. Выльăх-чĕрлĕх йышлă. 3 теçеттин çĕр лаптăкĕ уйăрнă.

37 çулти пиччĕшĕ Григорий Алексеев уйрăлса тухнă. Арăмĕ Евдокия Владимировна - 36 çулта. Крахьяна Алексеевна паттăрпа пĕр ÿсĕмре. Вăл 32 çулта Тимофей Иванович Волкова качча тухнă.

Николай Алексеевăн тăванĕсем хăйсен хуçалăхĕсенче тыр-пул çитĕнтереççĕ. Вăтам пурăнаççĕ. Хăйсене лайăх тытаççĕ, усал енĕпе палăрман, суд тенкелĕ çине ларман, следствире пулман».

Тыткăнри пурнăç калама çук нушаллă пулнă. Нумайăшĕ сăрт-ту ĕçĕнче асапланнă. Пĕр сÿре çумне 17 çынна кăкарса руда кăлармалли вырăна минăсенчен тасаттарнă. Сăрт-тăва кашни çын валли 70 чалăш туса пайланă, ăна кирккапа çĕмĕрттернĕ. Вăйран тайăлнисене штыкпа е прикладпа хĕненĕ. Нормăна тултарманшăн хулăпа çаптарнă.

1916 çулхи утă уйăхĕнче вăрçă инваличĕ пулса Австрипе Венгри тыткăнĕнчен Раççее таврăннă Çемен Элкер поэт, юнлă та тискер вăрçа чунтан ылханса, çапла çырнă:

Эп те пултăм Карпатра
Тĕнче çуннă вăхăтра.
Ĕмсе юлчĕ çав Карпат
Манăн çăмăл юнăма -
Çамрăк вăйăм-халăма...

Тыткăнри ентешсем хăйсен синкерлĕ кун-çулĕ çинчен Чăваш Ене пĕлтерме тăрăшнă, тăванĕсенчен пулăшу кĕтнĕ, ирсĕр вăрçа тарăхса сивленĕ, чунтан ылханнă.

Вăрçă - хаяр, вăрçă - шелсĕр. Юлашкинчен çакна палăртмалла: чăваш салтакĕсем ыттисен хушшинче хăравçă пулман. Вĕсем çапăçу хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Чăваш Республикин патшалăхăн тĕп архивĕнче упранакан /Улатăр, Шупашкар тата Етĕрне уесĕсен çар пуçлăхĕсен фончĕсем/ 150 ĕçе тĕрĕсленĕ май 162 фронтовикăн наградăсем пулнине тупса палăртрăмăр. Вĕсенчен вуннăшĕ ытла çапăçури паттăрлăхшăн Георгий хĕресне е медальне икĕ е виçĕ хут та тивĕçлĕ пулнă.

Герман ЖЕЛТУХИН,

Федор ФЕДОРОВ