Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнас текен кандидатсене пĕлсе тăма!

7 Çурла, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнма регистрациленнĕ кандидатсен суйлав умĕнхи агитаци материалĕсене "Хыпар" хаçатра тÿлевсĕр тата тÿлевлĕ майсемпе пичетлемешкĕн пичет лаптăкне 2015 çулхи августăн 11-мĕшĕнче 14 сехетре шăпа ярса /жеребьевка/ палăртаççĕ.

Шăпа ямалли вырăн: Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, "Хыпар" хаçат редакцийĕ, 312 пÿлĕм.

Жеребьевкăна хутшăнма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăн­машкăн регистрациленнĕ кандидатсене е вĕсен представителĕсене чĕнетпĕр. Вĕсен хăйсемпе пĕрле полномочисене çирĕплетекен документсем пулмал­ла.

Теги: