Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру

27 Кăрлач, 2016

Чăваш Республикин парламенчĕн ĕнер иртнĕ черетлĕ 35-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Сессие Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе пĕрлех РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Валентин Шурчанов, Руслан Тихонов, Алена Аршинова, республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисем, тĕн конфессийĕсен пуçлăхĕсем, общество организацийĕсен представителĕсем, предприятисемпе организацисен тата массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырупа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллаштарчĕ. Ăна хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин ытти институчĕн шухăш-сĕнĕвне те шута илнĕ.

Çыру текстне "Хыпар" хаçатăн паянхи номерĕнче туллин пичетленĕрен унта çĕкленĕ темăсем тавра чарăнса тăмăпăр. Паллах, ку документра республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене анлăн çутатнă. Михаил Игнатьев пирĕн çĕршыв тĕлĕшпе санкцисем вăйра тăни, нефть тата валюта рынокĕсенче лару-тăру кăткăсланни регионсен экономикине витĕм кÿнине, "импорта хамăрăн таварпа улăштарассин, бюджетсен шайлашулăхĕн, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессин, граждансене социаллă пулăшу парассин, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ тытăмĕсен аталанăвĕн тата модернизацийĕн ыйтăвĕсене татса парасси" республикăшăн тĕп вырăнта тесе палăртрĕ.

Пухăннисем Çырăва хапăлласа йышăнни вĕсем çине-çинех алă çупнинчен /ятарласа шутларăмăр та - пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах/ аван сисĕнчĕ. Çырăвăн телеверсине кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче "Россия 1" телеканалăн регион эфирĕнче "События недели" программăра 10 сехет те 20 минутра пăхма пулать.

Хисеплě депутатсем, ěçтешсем,

Чăваш Енре пурăнакансем!

Эпир тата тепӗр ҫулталӑк пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлесе ирттертӗмӗр. 2015 ҫул ҫӑмӑлах пулмарӗ, Раҫҫей регионӗсем йы­вӑр­­лӑхсене пӑхӑнмасӑр ма­лалла ҫирӗппӗн аталанса пыраҫҫӗ. Тӗп тӗллеве мала хурса – халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас тесе эпир курӑмлӑ ӗҫсем турӑмӑр.

Ют патшалӑхсенчен илсе ки­лекен таварсем вырӑнне кирлӗ про­дукцие хамӑр патӑмӑртах кӑларатпӑр. Ҫӗнӗ производствӑсем уҫатпӑр, ача сачӗ­семпе шкул­сем, фельд­шерпа акушер пункчӗсем, спорт тата культура объек­чӗ­сем хута яратпӑр. Ҫамрӑк ӑрӑва ӗҫе юратса ӳсме пулӑ­шатпӑр.

Юлташсем! Кашни ҫитӗнӗве халӑх туптать, унта кашнин тӳпи пур.

Эпир вӑй-хала шеллемесӗр ӗҫлекен, пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвакан ҫын­се­­­не сума сӑватпӑр, вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр, тивӗҫлипех мухта­натпӑр.

Умра пирӗн – ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем!

2016 ҫула Чӑваш Енре Ӗҫ ҫыннине халалланӑ. Ҫакӑ респуб­ликӑра пурӑнакан мӗнпур ҫынна, вӑл миҫе ҫултине, арҫын е хӗрарӑм пулнине, социаллӑ ста­туса, по­литика шухӑш-кӑмӑлне пӑхмасӑр, пӗр чӑмӑра пӗр­леш­терӗ те­се шухӑшла­тӑп. Шухӑшӗ ансат – тӳрӗ кӑмӑлпа тата чунтан хав­халанса пур­­нӑҫлакан ӗҫ кӑна пурлӑх тӗлӗшӗнчен те, ӑс-хакӑл енчен те ырлӑх кӳрет, пултарулӑха туллин уҫса пама тата пурнӑҫра тивӗҫлӗ вы­­рӑн йы­шӑнма май парать.

Эпир ӗҫ ҫыннине пулӑшма тивӗҫ, мӗншӗн тесен респуб­ликӑри эко­но­мика ыр­лӑхӗн никӗсне шӑпах ҫав ӗҫчен алӑсем йӗркелеҫҫӗ вӗт.

Пирӗн ӑру тивӗҫлӗ тӗслӗхсене ӑша хывса ҫитӗннӗ: эпир вӑрҫӑ вӑхӑ­тӗнчи йывӑр ҫулсене чӑтса ирттернӗ, Тӑван ҫӗршыв ирӗк­лӗхӗпе никама пӑ­хӑнманлӑхне хӳ­тӗ­лесе хӑварнӑ, халӑх хуҫа­лӑхне чӗртсе тӑратнӑ ҫын­сене сӑнран пӗ­летпӗр.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявланӑ вӑхӑтра пӗлтӗрхи ҫу уйӑ­хӗн 9-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑн утнӑ чухне Вилӗмсӗр полк колонни чи пы­сӑкки пулчӗ, ҫакӑ – пире хальхи вӑхӑтра пурӑнма тата ӗҫлеме майсем ту­са па­рассишӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ ҫынсене тивӗҫлипе асра тытнин ырӑ тӗслӗхӗ.

Ҫавӑн чухне, ҫакна пиртен кашниех туйрӗ пулӗ тетӗп, паттӑр ат­те­семпе асаттесем тата мӑн асаттесем пирӗнпе юнашар килсе тӑнӑн ту­й­ӑнчӗ. Ҫавӑнпа та эпир сирӗнпе вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑлараймасӑр тӑма пул­та­раймастпӑр!

Республикӑра ҫаплах фронтран инҫетри тылра вӑрҫӑн малти лини­йӗнчи евӗр тӑватӑ ҫул хушши ырми-канми ӗҫленӗ – ҫӑкӑр ҫитӗнтернӗ, чун хавалӗпе тӑ­рӑш­са тырпул тухӑҫне пы­сӑклатнӑ, завод цехӗсенче тар тӑкнӑ, Аслӑ Ҫӗнте­рӗве ҫывхартассишӗн пӗтӗм вӑй-халне панӑ – ҫынсем те хисепре, вӗ­семпе те тивӗҫлипе мӑнаҫ­ланатпӑр.

Эпир паянхи ӗҫ паттӑрӗсене те хисеплетпӗр.

Пирӗн республикӑра ӗҫ ҫыннине яланах уйрӑммӑн сума сунӑ. Кашни ҫулах ҫу уйӑхӗн 1 мӗшӗнче – Ҫур­куннепе Ӗҫ уявӗнче – эпир Чӑваш Енри чи лайӑх ӗҫ династийӗсене чыс­латпӑр. Вӗсен хушшинче вӗренӳ, сыв­лӑ­ха сыхлас ӗҫ, культура, промышленноҫ, ял хуҫа­лӑх, строи­тельство ӗҫ­че­нӗсем тата ытти отрасль представи­те­лӗсем.

Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ – ҫынна унӑн ӗҫне кура хисепленине ҫирӗп­ле­текен чи лайӑх тӗслӗх. Черетпе халӗ пирӗн ачасемпе мӑнуксем ти­­­­вӗҫ­липе ӗҫлеме вӗ­ренч­чӗр, хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса парса пур­нӑҫра тивӗҫлӗ ҫын пулччӑр тесе хамӑртан мӗн кирлине йӑл­тах ту­малла. Ун чух­не Чӑваш Ен тата Раҫҫей малашлӑхӗ ӑнӑҫлӑ пуласса ҫирӗппӗн шанма пултаратпӑр!

Телейлӗ, пурнӑҫпа кӑмӑллӑ пулас тесен кашни ҫыннӑн хӑй ыт­тисене кирлине туйса тӑмалла, унӑн хӑтлӑ кил-ҫурт, тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи пулмалла, вӑл лайӑх ме­дицина пулӑшӑвӗпе усӑ курма, пахалӑхлӑ пӗлӳ илме пултар­малла тата хӑйӗн ачисен ма­лашлӑхӗ ырӑ пулас­сине шанмалла. Ҫаксем пирӗн Чӑваш Енре пурте пур!

Пепке ҫуралать кӑна-ха, патшалӑх вара уншӑн тӑрӑшма тытӑнать. Эпир ку чухнехи перинаталь центрӗсем тӑвас та­та вӗсене тӗпрен юсас ӗҫсем валли укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр, ачасем ҫу­ралнӑ ҫемьесене финанс пу­лӑшӑвӗ паратпӑр: ку вӑл амӑшӗн ка­питалӗ те, виҫҫӗмӗш ачашӑн па­ракан тӳлев тата ыт. те.

Ҫакна палӑртмалла: ҫуралакан пӗр ача пуҫне тивекен бюджет тӑ­какӗсем 2010 ҫултан пуҫласа вӑтамран 2,6 хут пысӑкланчӗҫ. Рес­пуб­ли­кӑра тӑтӑшах тӑватӑ ҫул хушши ҫураласлӑхӑн кал-кал аталанӑвне шута илетпӗр. Ку пирӗн ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑ кӑтартӑвӗ тата мӑнаҫ­ланмалли пу­лӑм!

Юлашки пилӗк ҫулта республикӑри пепкесен вилеслӗхӗн кӑтартӑвӗ – Раҫҫейре чи пӗчӗккисенчен пӗри тата ӑна тӗнчери малта пы­ракан ҫӗр­шывсен кӑтартӑ­вӗ­семпе танлаштарма пулать.

Ахальтен мар ӗнтӗ 2015 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Ача пра­висемпе ӗҫлекен упол­номоченнӑй рейтингӗнче Чӑваш Ен ачасем валли пурӑнма чи лайӑх майсем йӗр­келенӗ 10 регион шутне кӗнӗ. Ку вӑл пирӗнпе си­рӗн ӗҫе пысӑк хак пани!

Пирӗн сывӑ, хастар тата савӑнӑҫлӑ ачасем мӗн чухлӗ нумайрах – республикӑра телейлӗ те ҫирӗп ҫемьесем ҫавӑн чухлӗ ытларах! Ҫемье – пирӗн общество никӗсӗ. Ҫавӑнпа та демографин хальхи кал-кал ата­ла­нӑвӗн кӑтартӑ­вӗ­сене сыхласа хӑ­варни питех те пӗлтерӗшлӗ.

Федерацин амӑшӗн капиталӗн программи вӑйра тӑрассине 2018 ҫул­­хи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑснӑ. Республикӑн амӑшӗн капи­талӗн программине те, унӑн пӗр ҫемьене тивӗҫекен виҫи 100 пин тенкӗпе танлашать, ма­лал­ла тӑс­мал­ла тесе шутлатӑп.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемпе ку ыйту пир­ки тивӗҫлӗн канашланӑ, граждансен пӗрлӗхӗ те пуҫарӑва ырлать.

Ҫын вӑй-хӑвачӗ – Чӑваш Ене аталантармалли чи пӗлтерӗшлӗ тупра, ҫа­вӑнпа та пирӗн ха­мӑрӑн граждансен ӑнӑҫулӑхне инвести­цисем хыв­малла. Халӑха диспан­сери­заци ирттерни шӑпах ҫав тӗл­леве пур­нӑҫ­лать. Ҫын­сен пурнӑҫӗпе сывлӑхне сых­ласси, чирсене маларах тупса па­лӑр­тасси тата вӗсене асӑрхат­тарасси – паянхи чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫ. Вӑ­хӑтра кӳнӗ медицина пулӑшӑвӗ ҫын­на туллин ӗҫлеме тата пурӑнма, ачи­семпе мӑнукӗсене пӑхса ҫитӗн­терме, спортпа туслашма май парать.

Юлашки виҫӗ ҫулта республикӑра пурӑнакан пӗтӗм ҫынна диспан­серизаци ӗҫне явӑҫтарнӑ. Ҫак тӗллевпе 800 миллион тенке яхӑн тӑкак­ланӑ, анчах унӑн кӑтартӑвӗсем пӗлтерӗшлӗрех! Тӗп пӗтӗмлетӳ шу­тӗнче – халӑх чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене пула вилесси 14 процент ча­к­ни, онкологи чирӗсене маларах тупса палӑр­тасси 7 процента ҫити ӳсни, ҫӗр-ҫӗр ҫын пурнӑҫне сых­ласа хӑварни.

Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви умне тӗллев лартатӑп: дис­пансер тӗпчевне ирттермелли тытӑма лайӑхлатмалла тата па­циентсем валли палӑртакан вӑхӑт тӑкакӗсене паха­лӑх шайне ча­кармасӑр май килнӗ таран кӗс­кет­мелле!

Медицина пулӑшӑвӗн, ҫав шутра пысӑк технологиллӗ меди­цина пу­лӑшӑвӗн юрӑхлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе малалла ӗҫлемелле. Пысӑк ӑста­лӑхлӑ пулӑшӑва Мускавра е чикӗ леш енче кӑна кӳме пултараҫҫӗ текен шухӑшлав халӗ те ҫирӗп-ха.

Ҫав хушӑрах паян Чӑ­ваш Ен сиплев учрежденийӗсем тӗрлӗ енӗпе ӑна чи ҫӳллӗ шайра кӳ­реҫҫӗ. Халӗ республика тулашне тухма­сӑр, ҫемьерен, килтен уй­рӑл­масӑр пысӑк технологиллӗ пулӑшу илме пу­лать. Эпир ҫак тӗллеве ку чухнехи медицина учреж­де­нийӗсен, ҫав шу­т­ра фе­дераци пӗл­те­рӗш­­лисен те, тытӑмне тап­хӑрӑн-тапхӑрӑн туса пур­нӑҫлама тӑрӑш­рӑ­мӑр.

Раҫҫей тӗп онкологӗ Михаил Давыдов республикӑра пулса курнӑ вӑ­хӑтра Чӑваш Енре кӳрекен ятарлӑ онкологи пулӑшӑвне Европа стан­дар­чӗсен шайне ҫитерме пӗтӗм май пулнине палӑртрӗ. Республикӑри он­коло­гсем халех ӗнтӗ чирлӗ ҫынсене сиплессипе ҫыхӑннӑ чи кӑткӑс ый­тусем енӗпе телемедицина техно­ло­гийӗсемпе усӑ курса Мус­кав спе­циалисчӗсенчен консультаци пулӑшӑвӗ илеҫҫӗ.

Онкологи диспансерӗн ҫӗнӗ хирурги корпусне туса пӗтерме феде­раци бюд­жетӗнчен хушма укҫа-тенкӗ уйӑрнине пысӑк ҫитӗнӳ тесе шут­латӑп. Ҫа­кӑ ӑна кӑҫалах хута яма май парать, апла пулсан онкологи пу­лӑ­шӑ­вӗ ҫын­сем­шӗн тата та юрӑхлӑрах пул­ма ты­тӑнать. 200 яхӑн ӗҫ вы­рӑнӗ йӗр­келенет, хирург­сен ку чухнехи операци пӳлӗ­мӗсенче ӗҫлеме май пу­лать, операцисен шучӗ вара ҫулталӑкне 12 пин таран ӳсет.

Юлашки ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 10 объектне тӗпрен юсанӑ, 40 фе­льдшерпа акушер пункчӗ туса хута янӑ, Шупашкарта икӗ ҫӗнӗ полик­ли­ника уҫнӑ.

Социологи ыйтӑмӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, халӑх Чӑваш Енре кӳ­ре­кен медицина пулӑшӑвӗпе кӑмӑллӑ пулнин кӑтартӑвӗ ҫулсерен ӳсет. Паян респуб­ли­кӑра пурӑнакан ҫынсен 57 проценчӗ медицина пулӑшӑвӗн паха­лӑхӗпе кӑ­мӑллӑ. Республика фе­дерацин Атӑлҫи ок­ругӗнчи регион­сен сыв­лӑха сых­лас ӗҫ тытӑмӗн тухӑҫлӑхӗн рейтингӗнче 4-мӗш вырӑн йышӑнать. Ан­чах та больницӑсенче пайӑр профильлӗ специалистсем ҫит­­­мен­нипе пӗр­лех че­рет­сем пулни те – паянхи чӑнлӑх.

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлавӗн министерствине «Пациент ячӗпе» проект ша­йӗнче рес­публикӑри кашни поликлиника ӗҫне комплекслӑ майпа хак парассине туса ирттерме тата вӗсем кӳрекен медицина пулӑ­шӑвне лайӑхлатма хушатӑп. Унсӑр пуҫне медицина учреждени­йӗ­сен ты­тӑмне аталантарас ӗҫе малалла тӑсма тӗллев лартатӑп. Ҫи­тес виҫӗ ҫулта республика районӗсенче тата 50 фель­д­шер­па акушер пункчӗ, Шупашкар хулинче вара ҫӗнӗ поликлиникӑсем ҫӗклесе лартмалла.

Чӑваш Ен – сывӑ регион! Эпир халӑха хӑйӗн сыв­лӑхӗ ҫине пысӑк яваплӑхпа пӑхма кирлине ӑша хывма пулӑшатпӑр.

Анчах та ҫав хушӑрах, офи­ци­аллӑ статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, республи­кӑра кашни ҫулах чирленӗрен ӗҫлеме пултарайман 2 миллион ытла куна шута илеҫҫӗ. Ку вара кашни ӗҫлекенех чире пула ҫулталӑкне сахалтан та 5 кун ӗҫе тухманнине пӗлтерет. Ҫынсем чир­ленине пула туса кӑ­ларай­ман регионӑн пӗтӗмӗшле продукчӗн ҫуха­тӑвӗ ҫулталӑкне 1 мил­лиард ытла тен­кӗпе тан­ла­шать.

Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ шайӗнче ӗҫ вырӑнӗсенче вӑй хума хӑтлӑ тата лайӑх май­сем йӗркелес енӗпе мӗн кирлине пурне те тумалла тесе шут­ла­тӑп.

Республикӑри предприятисен ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес тата ӗҫле­кенсен сыв­лӑхне сыхласа хӑварас тӗллевпе мӗнпур ӗҫ пара­кана «Предприятин сывлӑх профильне» туса хатӗрлеме ыйтатӑп. Лайӑх ертӳҫӗ ӗҫченсен сыв­лӑ­хӗшӗн тӑрӑшать, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл – предприяти ҫитӗнӗвӗн никӗсӗ.

Сывлӑха сыхлас ӗҫ, ытти отрасль пекех, инвесторсемшӗн илӗ­р­­тӳллӗ пулса тӑмалла. Республикӑра патшалӑх гаран­ти­йӗсен прог­рам­ми­сене пурнӑҫлакан патша­лӑхӑн мар медицина учрежде­нийӗсен шучӗ ҫул­серен йышлӑланса пырать. Ҫакӑ ҫынсене кӳрекен медицина пулӑшӑвӗн ка­лӑ­пӑшне палӑрмаллах ӳстерме, сывӑ конкуренци йӗркелеме, ҫапла ва­ра, юлашкинчен, пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлатма май парать. Пур­те пӗрле тӑрӑшса ӗҫлесе эпир кашни ҫын сывлӑхне сы­х­ласа хӑва­ратпӑр.

Хисеплӗ ӗҫтешсем!

Эпир демографи, сывлӑх сыхлавӗ енӗпе чылай ӗҫ турӑмӑр. Вӑрах вӑ­хӑта палӑртакан кун йӗркинче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин сӑмахӗ­семпе калас пулсан – «нацие сыхласа хӑварасси, ачасене вос­питани парса ӳстересси тата вӗсен талан­чӗ­сене уҫса парасси».

Паллӑ ӗнтӗ, республика умӗнчи тӗллевсене пурнӑҫлама пирӗн Чӑ­ваш Ен ата­ланӑвне хастар хут­шӑнма пултаракан ӑрӑва пӑхса ҫитӗн­термелле. Хамӑрӑн ачасене чӑн-чӑн патриот пулма, пурнӑҫри улшӑнман хак­лӑхсене ӑша хывма, тӑван ен йӑли-йӗркине юратма тата хисеплеме вӗ­рентсе ӳстерни пы­сӑк пӗлте­рӗш­лӗ. Ҫамрӑк ӑру мӗн­лерех пулнинчен, вӑл пурнӑҫра хӑ­йӗн вы­рӑн­не тупма пултарнинчен республика тата Раҫ­ҫей пу­ласлӑхӗ ки­лет.

Вӗренӳ ты­тӑмне аталантарма кашни ҫулах рес­публика бюджечӗн укҫи-тенкин 30 процентне уйӑратпӑр.

Шкулчченхи вӗренӗве аталантарасси ҫине те тимлӗ пӑхатпӑр.

Ачасене ача садне вырнаҫтарасси унччентерех кӑна-ха ҫивӗч ыйту шутӗн­че­ччӗ. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн «Ача са­чӗсем – ача­се­не!» программине пурнӑҫланине пула эпир 3 ҫултан аслӑрах пепкесене ача сачӗсенче вы­рӑнсемпе тивӗҫтертӗмӗр. Ҫак тӗллевсем валли кӑна 3 миллиард та 670 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ача садне ҫӳре­кен пӗр ача пуҫне каякан бюджет тӑкакӗсен сум­ми, 2010 ҫул­хипе танлаштарсан, 1,7 хут ытла ӳсрӗ!

Иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, эпир виҫӗ ҫултан пуҫласа ҫи­чӗ ҫула ҫитичченхи ачасене вырӑнпа 100 проценчӗпех тивӗҫтернӗ Раҫ­­ҫей­ри малта пыракан регионсен йыш­не кӗтӗмӗр. Ҫакна палӑртас тетӗп: му­ни­ципалитетсен 60 процентӗнче икӗ ҫултан аслӑрах ача­сене ача са­чӗсенчи вырӑнсемпе тивӗҫтернӗ. Халӗ ҫакна ытти му­ниципали­тет­сенче те тумалла.

Ҫынна аталантармалли тата воспитани памалли тата тепӗр тапхӑр вӑл шкул шутланать. Вӗрентекенсем пӗчӗк ҫынна ун умӗнчи пур­нӑҫ мӗн­лерех анлӑ та тӗрлӗ енлӗ пулнине уҫса параҫҫӗ. Ачасен талан­чӗпе пул­та­ру­лӑхӗ шӑпах кунта пуҫ­ласа палӑраҫҫӗ, кунтах ӗҫ ҫын­нин пу­ласлӑхӗ ни­кӗс­ленет.

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ парас ӗҫе аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем республика Правительствишӗн тӗп ыйтусем шутланаҫҫӗ. Ҫавна май ырӑ кӑтартусем те ҫук мар. Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Енри 9 шкул Раҫ­ҫейри чи лайӑх 500-топ шкул шутне, 12 ял шкулӗ вара – Раҫ­ҫейри чи лайӑх 200 шкул шутне кӗнӗ. Унсӑр пуҫне пӗлтӗр пирӗн рес­пуб­лика ял шкулӗсенче паракан пӗлӳ пахалӑхӗ енӗпе чи ла­йӑх пи­лӗк регион шутне кӗме тивӗҫнӗ. Ку – пӗлтерӗшлӗ кӑтарту!

Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери олимпиадӑсен ҫӗнте­рӳ­­ҫисемпе при­зерӗсен шучӗ республикӑра ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Шкул ачисен пӗтӗм Раҫ­ҫейри олимпи­адин юлашки тапхӑрне кӑна илер: 2015 ҫулта, 2014 ҫулти 22 тӗс­лӗхпе танлаштарсан, 43 ҫӗнтерӳ. Олимпиадӑн юлашки тап­хӑрне хут­шӑннин кӑтартулӑхӗпе Чӑваш Ен Раҫҫей Фе­дерацийӗн чи ла­йӑх вунӑ субъекчӗн йышӗнче.

Паллах, ҫакнашкал ҫитӗнӳсене ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене тивӗҫ­липе пӑхса ӳстерес тата вӗрентес тесе тӑрӑшмасӑр, вӗрентекенсен каш­ни кунхи ырми-канми ӗҫӗсӗр тума май килмӗччӗ. Эпӗ вӗренте­кен­сене – чӑн-чӑн ӗҫченсене, професси ӑстаҫисене – тав тӑва­тӑп тата рес­публика Правитель­ствине хӑйсен пӗлӗвӗпе ӑсталӑхне тӑтӑшах ӳстерсе пы­ракан, ача­сене пӗлӳ парас тата вӗсене тӗрлӗ енлӗн аталантарас ӗҫре чун­не парса тӑрӑшакан вӗ­рентекенсене пулӑшмаллине тата хав­халан­тар­мал­лине шу­­та илме ый­татӑп.

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗн­чери предмет олимпиадисен, ҫавӑн пекех професси ӑсталӑхӗн оли­м­­­пиадисен ҫӗнтерӳҫи­сем­пе призерӗсене хатӗрленӗ пе­дагогсем вал­ли Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пре­мийӗсене туса хурас енӗпе сӗ­нӳсем хатӗрлеме хушатӑп. Вӗсем пирӗн ачасен пулас­лӑхӗшӗн тӑва­кан пархатарлӑ ӗҫе хак пама май та ҫук. Асӑннӑ олим­пиа­дӑсен ҫӗн­те­рӳҫисене хатӗрленӗ педагогсем валли премие – 250 пин тенкӗ, при­зерсене хатӗрленӗ вӗрентекенсем валли вара 150 пин тенкӗ ви­ҫепе палӑртма сӗнетӗп.

Вӗрентекенсене професси тӗлӗшӗнчен аталантарасси, вӗсене хӑй­сен ӑста­лӑх­не ӳстерме хавхалантармалли майсем туса парасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑх­мал­­ла. Ачасене хастар чун­лӑ, мал ӗмӗтлӗ тата халь­хи технологисене ал­­ла илнӗ учительсем вӗрентмелле. Пи­­­рӗн тӗл­лев – педагогика аслӑ шку­лӗсенчен вӗренсе туха­кан ҫамрӑк спе­циа­листсем шкул­сене кӑмӑл турт­нипе ӗҫлеме килме майсем туса па­расси. Вӗренӳ министер­ствине ҫам­рӑк вӗрентекенсене хавхалан­тар­малли тата пулӑшу памалли сӗнӳсем хатӗрлеме хушатӑп.

Пирӗн хамӑр ӗҫсене ик-виҫӗ утӑм маларахрине шута илсе пур­нӑҫ­ламалла. Демо­графин ла­йӑх лару-тӑрӑвӗ шкулсен шӑнӑ­ҫулӑ­хне ви­тӗм кӳ­ме тытӑнни халех палӑрма пуҫ­ларӗ. Ҫавӑнпа та ача сачӗсем тӑвас енӗпе хастар ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ шкулсем тума ты­тӑнатпӑр.

Строительствӑпа юсаса ҫӗнетес ӗҫсене пурнӑҫланипе пӗрлех ял шку­лӗ­сен инфра­ты­тӑмне модернизацилес ӗҫе – вӗсенче санитари тата ги­гиена требова­ни­йӗ­сене тивӗҫтерекен халь­хи условисем туса хурас, эн­е­р­ги пере­кет­­ле­мелли тех­­нологисене ӗҫе кӗр­тес тӗллевпе – пуҫӑнма ху­ш­а­­тӑп.

Эпир ача сачӗсем тунӑ чухнех ӗҫлеме пултарнине тата хамӑр ҫине илнӗ тивӗҫсене пурнӑҫлама пӗлнине федераци шайӗнче кӑтартса патӑ­мӑр. Ҫавӑнпа та шкулсем тума федераци укҫи-тенкине илме ирт­терекен конкурсра ҫӗнтерме пирӗн пӗтӗм май пур. Шупашкарта пӗрремӗш шкул Гладков ура­мӗнчи халӑх йышлӑ пу­рӑнакан микро­районта ҫӗкленмелле. Ҫитес 10 ҫул хушшинче 30 шку­л­­тан кая мар тума тата ҫӗнетме тӗл­лев лартатӑп.

Малалли сӑмахсене эпӗ республика Пра­вительстви валли кӑна мар, ҫавӑн пекех биз­нес тытӑмӗсен ертӳҫисем валли те палӑртса калас те­тӗп.

Эпир ача сачӗсем тунӑ чухне патшалӑхпа уйрӑм ҫын ӗҫтешлӗхӗн лайӑх опы­чӗпе тухӑҫлӑн усӑ куртӑмӑр ӗнтӗ. Эпӗ сире ҫӗнӗ шкулсен ҫур­чӗсене тӑ­вас ӗҫе те хутшӑнма чӗнсе калатӑп, вӗсене каярах пат­шалӑх тӳлесе илет. Ҫакӑ вӑл пысӑк пӗл­терӗшлӗ социаллӑ тӗллеве пӗр-пӗрин­шӗн ту­пӑшлӑ пурнӑҫламалли лайӑх вариант, унсӑр пуҫне хӑвӑрт тата тухӑҫлӑ ӗҫлесе пирӗн ача­сем валли тата та лайӑх­рах шкул­сем, вӗре­нӗве вара – пахалӑхлӑрах, юрӑхлӑрах тумалли мел те.

Хисеплӗ ӗҫтешсем, Сире тепӗр самаях ҫивӗч ыйту ҫине тимлӗрех пӑхма ый­татӑп. 2015 ҫулта ҫул ҫитмен ҫамрӑксем прес­туп­лени тӑ­васси ӳсрӗ. Ку енӗпе ӗҫлекен мӗн­пур орган ӗҫ-хӗлне кирлӗ пек йӗрке­ленине пула ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тӑвакан пре­с­тупленисен ӳсӗмӗн хӑ­вӑрт­лӑхне пӗл­тӗрхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑхра 12 процента ҫити чакарма май килчӗ.

Вӗренӳ министерстви умне Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен ми­­ни­стерствипе, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе, социаллӑ служ­бӑсемпе, об­щество организаци­йӗсемпе, Ача прависемпе ӗҫле­кен уполномоченнӑйпа пӗрле пур пек фактсене тишкерсе тухма тата ҫул ҫитмен ҫамрӑксен хуш­шинчи криминогенлӑ лару-тӑрӑва лайӑх­ еннелле улӑштармалли пайӑр ӗҫсен планне туса хатӗ­рлеме тӗллев лартатӑп.

Ачасене хӑйсене килӗшекен ӗҫпе кӑсӑклантармалла, спорта, пул­та­ру­лӑха, обществӑшӑн усӑллӑ ӗҫе явӑҫтар­мал­ла. Чӑваш Енре хушма пӗ­­лӳ паракан тытӑмра вӗренекен ачасен шучӗ ҫирӗппӗн ӳсни палӑрать. Раҫҫей Вӗренӳ мини­стер­ствин хаклавӗ тӑрӑх, республикӑн ку тӗлӗшпе пухнӑ опычӗ чӑннипех те сайра йыш­ши­скер. Хушма пӗлӳ паракан тата пӗ­тӗ­мӗшле пӗлӳ паракан ты­тӑмсенче хушма пӗлӳ илекен ачасен шучӗпе Чӑваш Ен Раҫҫей Феде­рацийӗн чи лайӑх вунӑ субъекчӗ йышӗнче.

Пирӗн таврашри тӗнче ытла та хӑвӑрт улшӑнса пы­рать. Ҫа­вӑнпа та эпӗ ачасене хӑвӑрт тата тӗрӗс шухӑшлама вӗрен­тес­си пи­тех те пӗл­те­рӗшлӗ тесе шухӑшлатӑп. Ӑс-тӑна ҫирӗплетме, тӗслӗхрен, шахмат тата шашка вӑййисем питӗ лайӑх вӗ­рентеҫҫӗ. Вӗ­сен секцийӗсене пур ҫӗрте те чӗртсе тӑратмалла тата аталан­тармалла.

Кашни муниципалитетрах ачасемпе ҫамрӑксен инженерипе тех­ника пул­тару­лӑхне аталантарас енӗпе прог­рамма туса хатӗрлемелле.

Шкул ачисемпе студентсене про­фесси суйласа илме пулӑшас­сине тата вӗсене професси ӗҫ-хӗлне маларах явӑҫтарассине ҫӗнӗл­ле йӗркелемелле.

Ҫакӑ палӑртуллӑ: Ӗҫ ҫыннин ҫулта­лӑкӗнче Чӑваш Ен Раҫҫей Фе­де­рацийӗн Вӗренӳ министерстви тата пӗтӗм тӗнчери Ворлдскиллс пирӗн­шӗн питех те пӗл­терӗшлӗ электро­техника енӗпе регионсен хушшинчи вӗренӳ центрне тумалли пра­вӑна ҫӗнсе илме ирттернӗ конкурсӑн 6 ҫӗн­те­рӳҫинчен пӗри пулса тӑчӗ.

Професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗп­летме, вӗрентӳ хатӗр-хӗтӗрне, тӗн­че шайӗнчи станоксене туянма ҫитес икӗ ҫул хуш­шинче 1 миллиард тенкӗ ытла уйӑрма па­лӑртнӑ. Ҫакӑ пӗлӳ пахалӑхне лай­ӑхлат­ма кӑна мар, ҫам­рӑксен хуш­шинче ӗҫ про­фес­сийӗсен ят-сумне ӳс­терме те пулӑшӗ. Раҫ­ҫей Прави­тельствинче па­лӑрт­нӑ тӑрӑх, вӗрентӳ цен­­т­рӗсем тунӑ ҫӗре хутшӑнакан регион­сем ҫӗр­шыври ӑс-хакӑл уп­рав­ҫисем шутла­наҫҫӗ, малашнехи программӑсене тӗрӗс­лесе пӑхас ӗҫе те ыт­ларах вӗсенех явӑҫтараҫҫӗ.

Ҫитес 10 ҫулта Чӑваш Ен тӗнче шайӗнчи электротехника клас­те­рӗн спе­ци­алисчӗсене вӗрентсе хатӗрлемелли сайра йышши вӗ­рен­тӳ вырӑнӗ пулса тӑтӑр тесе мӗнпур вӑйран тӑрӑшмалла. Пирӗн респуб­лика тата ҫӗршыв пулас­лӑхӗ – вӗсенче!

Хисеплӗ депутатсем тата ӗҫтешсем!

Ӳт-пӳ тата ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен сывӑ ҫын кӑна тухӑҫлӑ пулма пул­тарать!

Спорт ҫынна йӗркене кӗртет, унӑн ҫӗнтерес кӑмӑлне ҫирӗп­ле­тет, ушкӑн хӑватне туйма вӗрентет, пире вӑйлӑ тӑвать, ырӑ кӑмӑл-туйӑм тата вӑй-хал кӳ­рет. Пирӗн хамӑ­рӑн ача­­сене харпӑр хӑй тӗс­лӗ­хӗпе спорта юратма хӑ­нӑх­тар­малла, вӗсене тӗр­лӗ енлӗн ата­­ланма пулӑш­мал­ла. Компьютер сӗнекен тӗлсӗр вӑйӑсенчен пистерсе ачасене хӑйсен ашшӗ-амӑшӗпе тата юлташӗсемпе пӗрле ытларах уҫӑ сывлӑшра пулма вӗрентмелле.

Юлашки ҫулсенче республикӑра физкультурӑпа тата спортпа тус­лашма лайӑх майсем йӗркеленӗ. Эпир спортӑн пӗр объектне те хупма е унӑн профильне улӑ­ш­­­тарма памарӑмӑр! Федерацин тӗллевлӗ прог­рам­мин тата республикӑн тивӗҫлӗ программисен, ҫавӑн пекех «Физ­куль­турӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссем тӑвасси» социаллӑ проект шайӗнче республикӑра 50 ытла спорт сооруженийӗ тунӑ тата юса­са ҫӗ­нетнӗ. Вӗсенчен пӗри – «Шупашкар-Арена» Пӑр кер­ме­нӗ. Спорт ин­фра­тытӑмне аталантарма 6 миллиард тенкӗ ыт­ла хывнӑ. Эпир физ­культурӑпа спорт сфе­рине инвести­цисем чи нумай хы­вакан Раҫҫей Фе­дерацийӗн пилӗк субъекчӗ йышне кӗ­ретпӗр. Пирӗн ача­сен, ҫа­вӑн пекех пирӗнпе сирӗн те спорта чун туртнипе те, про­фесси ша­йӗнче те хут­шӑн­ма майсем пур!

Паян республикӑри спорт шкулӗсене 34 пин ытла ачапа ҫамрӑк ҫӳрет. Юлашки пилӗк ҫулта массӑллӑ спорт раз­рядникӗсен, Раҫҫей спорт мастерӗсен тата тӗн­че класлӑ спорт мастерӗсен шучӗ икӗ ху­та яхӑн ӳсрӗ. 2015 ҫулта кӑна 64 спортсмен Раҫҫей спорт мастерӗ пул­са тӑчӗ. Ку – рес­пуб­ликӑри спорт аталанӑвӗн историйӗнчи рекордлӑ кӑ­тарту!

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Ен паллӑ спортсменӗсем Рио-де-Жанейро хулинче иртекен ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑнма хатӗр­ленеҫҫӗ. Ол­имп тата Пара­лимп командисен кандидачӗсен списокӗнче Чӑваш Енри 34 спортсмен хушамачӗпе ячӗ те пур. Унчченхи Вӑйӑсемпе танлаш­тар­сан пирӗн спортсменсем хутшӑнакан спорт тӗсӗсен шучӗ икӗ хут ӳс­нӗ.

Олимп тата Паралимп пӗрлештернӗ командисен кандидачӗсене, ҫа­вӑн пекех вӗсен тренерӗсене Вӑйӑсене лайӑхрах хатӗрленме пулӑшас тӗллевпе эпир тӗп команда членӗсене 30 пин тенкӗ виҫепе тата резерв йы­шӗн членӗ­сене 15 пин тенкӗ виҫепе кашни уйӑхра стипен­ди­сем тӳ­лемелле турӑмӑр.

Ҫакӑ пурте физкультурӑпа спорт отрас­ль­не аталантарма кӑна мар, пӗтӗмӗшле илсен, республика аталанӑвне те ҫӗнӗ вӑй хушать.

Ҫӗнӗ пуҫарусен йышӗнче – шкул хоккей лиги, кӑҫалхи хӗлле вӑл Шу­паш­карта пуҫласа иртет, малашне вара унта мӗнпур муниципа­литетах хут­шӑнӗ.

Шкул хоккей лигин ӑмӑртӑвӗсем шкул ҫумӗнчи тата картишсенчи ҫӗнӗ тата юсаса ҫӗнетнӗ уҫӑ хоккей площадкисенче иртеҫҫӗ.

Соци­аллӑ яваплӑхлӑ бизнесӑн ырӑ тӗслӗхне «Чӑваш­кабель» пред­­прияти кӑтартать, вӑл Шупашкар хула администрацийӗпе пӗрле кар­тиш­сенче 10 ытла ҫӗнӗ хоккей коробки уҫнӑ тата 200 яхӑн ачана хок­кеистсен формипе тивӗҫтернӗ.

Рес­публикӑра волейбол тата бас­кетбол шкул ли­гисем те ӑнӑҫлӑ ӗҫленине палӑртса хӑваратӑп.

Пурӑнакан вырӑнта тӳлевсӗр уҫӑ спорт площадкисен тытӑмне туса хурас ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. 2015 ҫулта Шупашкар хулинче искусствӑллӑ футбол уйӗпе, чуп­малли ҫулсемпе, хоккей ко­роб­кипе тата урамри тре­на­жерсемпе тивӗҫтернӗ шкулсен хуш­­шинчи стадион хута кайрӗ. Ста­диона Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫ­ҫей» по­литика партийӗн со­циаллӑ про­екчӗн шайӗнче тунӑ. 2020 ҫулччен Чӑваш Енре са­халтан та ҫав­наш­кал 10 сооружени тумалла. Вӗсем ачасемпе ҫамрӑксемшӗн ак­тивлӑ кан­у та­та спорт центрӗсем пулса тӑмалла. Унсӑр пуҫне ҫакӑ эпӗ маларах асӑн­­са хӑварнӑ ҫивӗч ыйтӑва – ҫул ҫитмен ҫамрӑксем преступлени тӑвассине чакарассине – татса парас ӗҫре пулӑшать.

Чӑваш Еншӗн никӗсри шутланакан спорт тӗсӗсене аталантарма ве­лоспорт-маун­тин­байк тата биатлон енӗпе Олимп вӑййисене хатӗр­ле­кен ре­гионти икӗ пысӑк центр тӑ­вас ӗҫ вӗҫленсе пырать.

Шупашкарти «Олимпийский» тата «Спартак» стадионсене ҫӗнетес­си те малалла тӑсӑлӗ. Асӑннӑ спорт учрежденийӗсене 2018 ҫулхи фут­бол чемпионатне хутшӑнакан командӑсем тренировка ирттермелли ба­зӑсен йышне кӗртнӗ.

«Сывӑ наци» текен ӑнлав граждансен ӳт-пӳ сывлӑхне кӑна мар, кӑ­мӑл-сипет сывлӑхне те палӑртать. Нумай нациллӗ Чӑваш Респуб­ликинче об­ществӑпа политика лару-тарӑвӗ вун-вун ҫул хушши ҫирӗп шай­ра сых­ланса упранать, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет никӗсӗсем ҫирӗп­лен­се малалла аталанаҫҫӗ.

Мускав тата Пӗтӗм Руҫ Пат­ри­­ар­хӗ Святейший Кирилл килсе кайни пӗтӗм республика пурнӑҫӗнче паллӑ йӗр хӑварчӗ. Сумлӑ хӑна ҫакна па­лӑртрӗ: «Чӑваш Енпе Шупашкар хули халӑх пур­нӑҫне хӑтлӑ­латас тӗ­лӗш­пе те, чиркӗве аталантарас тӗлӗшпе те пысӑк ҫул утса тух­нӑ». Та­са пур­нӑҫлӑ Сергий Радонежский ячӗпе Шупашкарта лартакан чиркӳ никӗсне капсула хывса хӑварнӑ вӑхӑтра вара Святейший Кирилл Патриарх: «Чир­­кӳсем чӑннипех те кирлӗ чухне ҫӗк­ленеҫҫӗ. Халӑха чир­кӳсем кирлӗ пулсан, ӗненӳ пирӗн чӗресенче пурӑнать. Апла-тӑк халӑх пурнӑҫне хӑ­ватлӑ ӑс-ха­­кӑл вӑйӗ чӗм парса тӑрать», – терӗ.

2015 ҫул Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ паллӑпа иртрӗ, Чӑ­ваш Республикинче вара вӑл Константин Васильевич Иванов ҫул­талӑкӗ пулчӗ.

Тӗнчери ҫирӗм тӑхӑр ҫӗршыври вырӑс чӗлхиллӗ ҫӗр ҫирӗм ытла ҫынна пӗр­лештернӗ «Нарспие» вулатпӑр» пӗтӗм тӗнчери проект чи пал­лӑ пуҫа­ру­сенчен пӗ­ри пулса тӑчӗ. Чӑ­ваш Ен халӑхӗн наци мӑнаҫлӑхӗ шутланакан вилӗмсӗр поэма тӗнчери халӑхсен 20 чӗлхипе уҫ­ҫӑн та илем­лӗн янӑ­рарӗ.

Республика Раҫҫейри чи вулакан ҫирӗм регион йышне кӗчӗ. Вӑл хӑйне кӗнеке инфратытӑмӗ лайӑх шайра аталаннӑ, литература йӑ­ли-йӗркисене тытӑмлӑн пулӑшса пыракан, влаҫ органӗсем вулав культурине аталантарасси ҫине кирлӗ пек пӑхакан регион пек кӑтартса пачӗ.

Паян хальхи Чӑваш Ен ҫинчен каласа кӑтартакан витӗмлӗ, та­лант­лӑ произведенисем нихҫан­хи­н­чен те ытларах кирлӗ. Кӗнеке вулама кӑ­мӑлланине, тӑван чӗлх­ене юрат­са хисеплес туйӑма аталантармалла тата чӗртсе тӑратмалла, лите­ратурӑна ҫӗнӗ художествӑлла пусӑма – Конс­тантин Иванов, Геннадий Айхи пек чаплӑ сӑмах ӑстисен шайне – ҫӗк­лемелле.

2016 ҫула ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫей Кино ҫул­талӑкӗ тесе пӗлтерчӗ. Кӑҫал чӑн малтанах ҫӗршыври пӗчӗк хуласенчи кинозалсен тытӑмне аталантарасси ҫине тимлӗрех пӑхма йышӑннӑ. Чӑ­ваш Ен Раҫҫейри Кино искусствине пулӑшакан фондран Ула­тӑр, Ҫӗ­мӗрле, Канаш хулисенчи клубсем валли цифра кинообору­дова­ни­йӗ ту­янма 15 млн тенкӗлӗх тӳлевсӗр субсидисем илет. Пирӗн куракансем хӑй­сем юра­такан совет тата Раҫҫей киноклассикӗсен фильмӗсене, Раҫ­ҫей исто­рийӗ, ҫӗршыври тата тӗнчери пулӑмсем ҫинчен тӗрӗс каласа кӑ­тар­такан хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ ҫӗнӗ фильмсене пӑхма пултарӗҫ.

Федерацин яла аталантармалли программи шайӗнче Вӑрмар, Ҫӗр­пӳ тата Ел­чӗк районӗсенче нумай функциллӗ культура центрӗсем ту­ма ты­тӑнаҫҫӗ. Малаш­лӑхра республикӑри ытти районта ҫавнашкал тата 8 центр тумалла.

Чӑваш Енӗн чӑннипех пысӑк туризм вӑй-хӑвачӗ пур: сайра тӗл пула­кан ҫутҫан­та­лӑк, хӑйнеевӗрлӗ культура тата йӑла-йӗрке, эп­ир вӗ­семпе пӗ­тӗм Раҫҫее тата ют ҫӗршывсене те паллаштарма хатӗр.

Чӑн ӗҫсем тума вӑхӑт ҫитрӗ. Туризма аталантарни мӗнпур шай­ри влаҫ орга­нӗсемшӗн, эко­но­­ми­кӑн чӑн секторӗпе пулӑшу ӗҫӗсен сфе­ри­шӗн: хӑна ҫурчӗсемшӗн, ту­ризм тата рек­лама ком­панийӗсемшӗн, са­на­торисемпе об­щест­­вӑл­ла апатлану пред­прия­ти­йӗ­семшӗн, массӑллӑ ин­фор­маци хатӗрӗ­семшӗн, ҫавӑн пекех рес­публи­кӑра пу­рӑ­накан тӗрлӗ про­­­фесси ҫыннисемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Ачасен вӗренӳ туризмӗн программине Чӑваш Ен чи малтан хут­шӑн­нӑ реги­о­нсен шутӗнче. 2015 ҫулта истори тата культура ет­керӗн объек­чӗсемпе 45 пин ытла ача паллашнӑ.

«Чӑваш Енри халӑх ушкӑ­нӗсем» туризмпа кану кластерне тӑ­васси» инвестици проектне пурнӑҫлас ӗҫ малалла пырать. Кӑҫалхи ҫулла халь тӑвакан «Амазония» этнокультура паркӗнче велосипед ҫулӗ­семпе ҫуран ҫула, уҫӑлса ҫӳремелли тро­туарсене туса пӗтерӗҫ. «Шыв арманӗ» ад­ми­нистраци-йӑпану комплексне тума пуҫ­ланӑ, ун тытӑмӗнче чӑваш апа­чӗ­пе сӑйлакан рес­торан та пулмалла. Аквапарк тума пуҫӑнаҫҫӗ. Шу­пашкар хули 550 ҫул тултариччен тата тӑватӑ ҫул юлать. Ҫак вӑхӑт тӗлне «Чӑваш Енри халӑх ушкӑ­нӗсем» проекта предпри­ни­ма­тельлӗх пӗр­лӗхӗпе пӗрле пурнӑҫа кӗртмелле.

Атӑл леш енне газ кӗртни, Атӑл ҫыранӗн хӗррисене тата Хӗрлӗ тӳ­реме юсаса ҫӗнетни, юханшыв туризмне аталантарни пире Раҫҫей ҫын­нисене тата ытти ҫӗр­шывран килекен туристсене Чӑваш Енпе Шу­пашкар илемне туллин кӑтартма май парӗҫ.

Асӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлас тӗлӗшпе ӗҫленӗ чухне татса памалли тӗп ыйту – Чӑваш Ен территорийӗнче туризм инфратытӑмне туса ху­расси тата ата­лан­тарасси. Ҫитменнине тата вӑл пӗр харӑсах ҫӗр ҫын килнине кӑ­на мар, пин-пин ҫын килнине те ҫӑмӑллӑнах чӑтса ирттерме пул­та­ра­кан инфратытӑм пултӑр.

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем, ӗҫтешсем, юлташсем, туссем!

Республика ертӳҫин должноҫне уйӑрса лартнӑ кунран пуҫласах эпӗ Чӑваш Ен­ӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерни пысӑк пӗлте­рӗшлӗ пул­нине ҫине-ҫине палӑртатӑп. Ин­вес­тицисем конкурентлӑ, хальхи сама­нара кирлӗ та­варсем кӑ­лар­ма май параҫҫӗ тата вӗсемех предп­рия­ти­сене ӑнӑҫуллӑ тӑваҫҫӗ.

Пирӗн республикӑра экономикӑн промышленноҫ, ял хуҫалӑхӗ, стро­и­тельство тата ытти отраслӗсем лайӑх аталаннӑ. Анчах та хальхи са­мана ҫӗнӗ требованисем палӑртать. Пирӗн пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗ­сем йӗркелемелле, экономикӑн малашлӑхлӑ енӗсене аталан­тар­малла, ӗҫ тухӑҫлӑхне тӗллевлӗн ӳстерсе пымалла тата ӑна кура – ӗҫ укҫи шайне те.

Ку тӗлӗшпе палӑртса хунӑ тӗллевсемпе килӗшӳллӗн тата тӗплӗн тӑвакан ӗҫ хӑ­йӗн ырӑ кӑтартӑ­вӗсене кӳрет тата чи ҫӳллӗ шайра тивӗҫлӗ хак илет. Пӗлтӗр Петербургри пӗтӗм тӗнчери экономика фо­ру­мӗнче ҫӗр­шыв Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ене бизнеса тытса пы­малли чи лайӑх регионсен шутӗнче асӑнчӗ. Республика Раҫ­ҫей Фе­дерацийӗн субъек­­чӗсенчи инвестици климачӗн тӑрӑмне па­лӑр­такан Наци рейтин­гӗн­че 9-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Унсӑр пуҫне эпир Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен инновациллӗ аталанӑвӗн рейтин­гӗнче пил­лӗкмӗш вырӑнта тӑратпӑр. Управлени ӗҫӗнче ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курас енӗпе те республика Раҫҫейӗн чи лайӑх регионӗсенчен пӗри шутланать.

Эпир ҫӳллӗ шайри вырӑнсене сыхласа хӑварасси вӗсене ҫӗнсе илес­­­­синчен чылай йывӑртарах пулнине лайӑх ӑнланатпӑр. Инвестора явӑҫта­рас енӗпе ҫӗршыври регион­сен хушшинче пыракан конкуренци ту­пӑшӑвӗ па­ян нихҫанхинчен те ҫивӗчрех. Ин­вестор валли май килнӗ таран хӑтлӑрах та­та илӗртӳллӗрех майсем туса пама мӗнпур резерва явӑҫтармалла.

Чӑваш Енре малашлӑх тӗллевӗллӗ тата ҫӗнӗ йышши таварсем туса кӑ­ла­ракан предприятисем валли лайӑх майсем туса параҫҫӗ. Иннова­цил­лӗ эко­номика инфратытӑмӗ лайӑхланать. Инжиниринг, ҫам­рӑксен инно­ва­цил­лӗ пултарулӑхӗн, про­тотипировани, сертификаци цен­т­рӗ­сенчен, ин­дустри­­ паркӗсенчен тӑракан анлӑ сеть туса хунӑ.

2015 ҫулта Чӑваш Республикин се­р­тификаципе стандартизаци тата тӗрӗс­лев центрӗ уҫӑлчӗ. Вӑл электротехника кластерӗн пред­прия­ти­йӗ­сене тата ытти отрасль предприятийӗсене хӑйсен таварне тӗрӗс­лев ирт­тернипе тата серти­фикациленипе пулакан тӑкакӗсене чакарма кӑна мар, ҫавӑн пекех Раҫҫей энергетикин наци стан­дар­чӗсене йӗркелес ӗҫре те хӑйсен пози­цийӗсене вӑйлатма май парать. Эпир малашлӑхлӑ наукӑна тата ҫӗнӗ экономика валли кадрсем вӗрентсе хатӗрлес ӗҫе укҫа-тенкӗ хы­ватпӑр. Ҫӗнӗ ресурс центрӗсем уҫӑлаҫҫӗ, вӗренӳ органи­за­цийӗсемпе учрежденийӗсем тата бизнес пӗр-пӗринпе тачӑрах та та­чӑрах хутшӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Ку ҫав тери лайӑх!

Ҫӗнӗ йышши ӗҫсене инвестицисем хывас ыйтусем ҫине тимлӗн пӑх­ни хӑйӗн кӑтартӑвне кӳрет.

Пӗлтӗр производство ӳсӗмне шӑпах наукӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ тата ин­новациллӗ предприятисем тивӗҫтерчӗҫ. Хими таварӗсем туса кӑларасси –10,7 процент, электрооборудовани, электрон тата оптика оборудо­ва­ни­йӗ туса кӑларасси – 6 процент чухлӗ ӳсрӗ. Ҫав предприятисем импорта улӑштармалли туртӑмпа килӗшӳллӗн ӗҫлеҫҫӗ. Хи­ми отраслӗнче пирӗн предприятисем Китайран, Украинӑран тата Слова­кирен кӳрекен тавар­сене хамӑрӑннипе улӑштараҫҫӗ, электротехникӑра вара – Сименс, То­шиба, АББ, Шнайдер Электрик евӗр пысӑк фирмӑсен таварӗсене.

Чӑваш Ен компанийӗсене Крым Республикине хывакан энерги кӗ­перне хута янӑ ҫӗре хутшӑнма шаннине уйрӑммӑн палӑртса хӑва­ратӑп. Реле хӳтӗлевӗпе автоматика комплексне, энерги кӗперне технологи тӗ­лӗ­­шӗнчен тытса пымалли автоматланӑ тытӑмӑн пысӑкрах пайне «ЭКРА» наукӑпа производство предприятийӗ тӑратнӑ.

Производствӑна модернизацилени чылай предприятире ӗҫ тухӑҫ­лӑхне пысӑклатма пулӑшрӗ. Ҫакӑн пек ӗҫлени производство калӑ­пӑш­не ти­вӗҫлӗн ӳстерме май парать, ӗҫ­­шӗн кирлӗ пек тӳлеме тата хӑтлӑ ӗҫ ус­ловийӗсем йӗркелеме пулӑ­шать.

Уйрӑммӑн илсен, ӗҫ тухӑҫлӑхӗн пысӑк шайне «Перкарбонат» ак­цио­нерсен обществи, унти кӑ­тарту пӗр ҫын пуҫне 6,3 млн тенкӗпе тан­ла­шать, Ҫӗмӗрлери ятарлӑ ав­томо­би­ль­сен завочӗ – 4,3 млн тенкӗ, «Бре­­с­­лер» наукӑпа-произ­вод­ство пред­приятийӗ – 3,9 млн тенкӗ, «ВН­ИИР» ак­цио­нерсен обществи – 3,4 млн тенкӗ чухлӗ кӑтартупа тивӗҫ­те­реҫҫӗ. Асӑннӑ пред­приятисенче пысӑк ӗҫ тухӑҫлӑхне кура ӗҫшӗн тӳле­кен укҫа-тенкӗ те регионти экономи­кӑри вӑтам ӗҫ укҫи ша­йӗнчен 2-2,5 хут пы­сӑкрах.

Халӑх программине хатӗрленӗ шайра республика Правитель­стви умне лартнӑ пысӑк тӗллевсенчен пӗрне – 2020 ҫул тӗлне 250 миллиард тенкӗрен кая мар инвестици явӑҫтарассине, кашни ҫулах 5-рен кая мар ҫӗнӗ производство уҫассине – эпӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

2015 ҫулта Чӑваш Енре Раҫҫейшӗн ҫӗнӗ шутланакан пысӑк техно­логиллӗ темиҫе производство уҫӑлчӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗ Дмитрий Ана­тольевич Мед­ведев хутшӑннипе «Хӗвел» заводра хӗвел мо­дулӗсем туса кӑларакан ҫӗршыври пӗрремӗш производствӑна хута янӑ.

Шупашкарта «Фуджикура Аутомотив РУС Шупашкар» яппун компа­нийӗн Раҫ­ҫейри пӗрремӗш завочӗ ӗҫлеме пуҫларӗ, унта Volkswagen ав­томобильсем валли кабельсемпе жгут туса кӑларассине йӗркеленӗ. Предприятин малашлӑхӗ пысӑк. Яппун бизнес­менӗсем каланӑ евӗр, вӗ­сем час килсе ҫитеймеҫҫӗ – йышӑну тӑвиччен нумай шухӑшлаҫҫӗ, ан­чах та вӑрахлӑха килеҫҫӗ. Предприятие уҫни регио­нӑн инвестици вӑй-хӑ­ватне яппунсен пысӑк компанийӗсемпе банкӗсен умӗнче пре­зен­та­цилени пулчӗ. Япо­нирен килнӗ 30 яхӑн биз­несмен Чӑваш Енре бизнес валли йӗр­келенӗ май­сене тивӗҫлипе хак пачӗ. Шанатӑп: «Фуджикура» ком­пани завочӗ – пирӗн рес­пуб­ликӑпа Япони хушшинчи ту­хӑҫлӑ ҫы­хӑ­нӑвӑн пуҫ­ламӑшӗ кӑна.

«Экоклинкер» предприятин клинкерлӑ брусчатка тата кир­пӗч туса кӑ­ла­ракан иккӗмӗш линийӗ хута кайнӑ. Унччен ку продукцие пирӗн ҫӗр­шыва Европа ҫӗр­шывӗсенчен кӳнӗ.

«Спектр» наукӑпа производство предприятийӗнче инновациллӗ си­ли­конпа акрил по­лимерӗсем тата эмальсем, эмульсисемпе сӑмаласем туса кӑларассине ан­лӑ­латнӑ, «Динамика» предприятире наукӑпа произ­вод­­ствӑн ҫӗ­нӗ корпусӗн пӗрремӗш черетне хута янӑ. Ҫаксем произ­водство отче­тӗн­чен илнӗ йӗркесем кӑна мар. Ку кӑтар­тусем ҫӗнӗ пысӑк тех­нологиллӗ ӗҫ вы­рӑнӗсем, кон­курентлӑ ӗҫ укҫи ҫинчен пӗл­тереҫҫӗ, рес­­публикӑра пурӑ­на­кансен инҫете тухса ҫӳре­ме­сӗрех хӑйсен ҫемйине ти­вӗҫ­терме чӑн май­сем пулнине ҫирӗпле­теҫҫӗ.

Ҫавнашкал инвестици проекчӗсем ытларах пулмалли майсем йӗр­келемелле. Эпир малалла каяс тесен мӗнлерех мерӑсем йышӑнмаллине лайӑх ӑнла­нат­пӑр. Ку шута ки­лӗшӳ йӗр­кисене туса ирттерме палӑртнӑ вӑхӑта кӗскетни те, электронлӑ майпа па­ракан пулӑшу ӗҫӗсен йышне, ҫав шута строи­те­ль­ство валли ирӗк илессине те кӗрт­се, пысӑк­латни те кӗреҫҫӗ.

Ятарлӑ инвестици контракчӗн мелӗсемпе усӑ курассине пурнӑҫа кӗрт­­мелле, ун шайӗнче тупӑшран илекен налук ставкине нуле ҫитич­че­нех чакарма май пулать.

Раҫҫей Президенчӗн хушӑвне пурнӑҫласа республикӑра йӗркелӳ штабне тата проект офисне туса хунӑ, вӗсен тӗп ӗҫӗ – пысӑк пӗл­те­рӗшлӗ проектсене пур­нӑҫлассине пулӑшса пыма Чӑ­ваш Рес­пуб­ли­кин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче проект управленине ӗҫе кӗртесси.

Проектсене пӑхса тухассин шай­не тата вӗсене пурнӑҫланин па­халӑхне ӳс­те­рес шутпа республика Правительстви умне Чӑваш Рес­публикин ӗҫ тӑвакан влаҫ орга­нӗсенче проект управленийӗн ты­тӑмне пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫле­ттерес­сине ти­вӗҫ­терме тӗллев лар­татӑп.

Иртнӗ ҫул Шупашкарта Индустри паркӗн инфратытӑмӗн объекчӗсен строи­тельствине вӗҫлени паллӑ пулӑм пулса тӑчӗ. Кунта ҫитес икӗ ҫулта ку чухнехи вунӑ производство вырнаҫтармалли промышленноҫ пло­щадкине туса хунӑ, вӗсен ви­тӗмӗпе 1180 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленмелле. Паркӑн мӗнпур резиденчӗ хывакан инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 1 млрд ытла тен­­кӗпе танлашать. Кӑҫал Индустри паркӗн терри­торийӗнче «Энерго­Маш» завод», «БИРС Арматура», «Прес­с­де­таль» предпри­яти­сем ӗҫ­­­леме тытӑнаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫченӗсен вӑтам ӗҫ укҫи, шут­ласа па­лӑрт­нӑ тӑрӑх, 25 пин тенкӗрен кая мар пул­малла.

Производство компанийӗ­сене ҫавнашкал тулли хатӗрлӗхлӗ вырӑн­сем кирлӗ пулни Индустри паркӗн иккӗмӗш черетне тӑвасси ҫинчен йы­шӑну тума хис­терӗ – хальхинче вунултӑ резидент валли. Ку проекта икӗ ҫулта пурнӑҫа кӗртмелле. Унти инвестици проекчӗсем 910 ҫӗнӗ ӗҫ вы­рӑнӗ йӗркелеме тата ин­вестицисен прогноз­лакан калӑпӑшне 900 млн тенкӗ виҫепе палӑртаҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне кӑҫал пысӑк та пӗлтерӗшлӗ темиҫе проекта пурнӑҫ­лама палӑртса хунӑ. Таварсен ҫӗнӗ тӗсӗсене «Граве­на Акрил», «Шу­паш­карти ҫурт-йӗр тӑвакан ком­бинат» предприятисенче ту­са кӑларма тытӑ­наҫҫӗ, ҫавӑн пекех «ЧЭТА», «ЭКРА», «Бреслер», «Дина­мика» пред­прия­тисен ҫӗ­нӗ про­­из­водство площадкисем уҫӑлаҫҫӗ. Ҫак про­ект­сене пурнӑҫ­ла­нине пула кӑна вӑтам ӗҫ укҫи ша­йӗ 27-30 пин тенкӗпе танлашакан 1500 ытла ҫӗнӗ хушма ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленмелле, вӗ­сенчен 850-шӗ шалу виҫи 35 пин тенкӗрен те ир­текен пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ.

Промышленноҫ политикине тытса пынӑ чухне пирӗн федераци вла­ҫӗ им­порта улӑштармалли политикӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе туса хунӑ мелсемпе тата инфратытӑмпа тухӑҫлӑ усӑ кур­малла. Вӗсенчен пӗ­ри – Промышленноҫа аталан­тармалли фонд. Паянхи кун тӗлне Фонда рес­пуб­ли­кӑ­ри 15 организацирен 23 заявка тӑратнӑ. «Хим­промӑн» Ни­кама Пӑ­хӑн­ман Патшалӑхсен Пӗрлӗхӗнче пӗрремӗш шут­ланакан, ҫул­талӑкне 30 пин тонна хӑватпа глифосат туса кӑларма па­лӑртакан произ­вод­ст­вине ту­малли проекта Фондӑн Сӑнав кана­шӗ ырланӑ. Пред­прияти ӑна пур­нӑҫлама ҫулталӑкне 5 процент тӳле­мел­ли майпа 500 мил­лион тен­кӗлӗх кредит илет, ку ставка паян кредит организацийӗсем сӗнекен шай­ран 4 хут пӗчӗкрех.

Нумаях пулмасть туса хунӑ Федерацин вак тата вӑтам пред­принима­тель­лӗхе ата­лан­тармалли корпорацийӗпе те эпир туслӑ ҫыхӑну­сем йӗр­келӗпӗр. Мӗншӗн тесен вак тата вӑтам бизнес экономикӑн чӑн секторӗн ӳсӗм майӗсене тивӗҫтерет.

Пысӑк предприя­тисем мар, шӑпах вак тата вӑтам предпри­ниматель­лӗх ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем ытларах йӗркелет тата хальхи кӑткӑс усло­ви­сенче эко­номика ӳсӗмне ти­вӗҫ­терме пултарать. Пӗчӗк тата вӑтам пред­при­я­тисен вӑйлӑрах енсем пур: вӗсем ку­ҫӑмлӑрах шутланаҫҫӗ, ту­хӑҫ­лӑрах ӗҫлеҫҫӗ тата ҫӗннине ҫӑмӑлрах йы­шӑнаҫҫӗ.

2013-2015 ҫулсенче кӑна республикӑра вак тата вӑтам предприни­мательлӗхе патшалӑх пулӑшӑвӗ пама 1,5 миллиард тенкӗ ытла янӑ. 3,5 пин ӗҫ вы­рӑнӗ йӗр­ке­ленӗ вак тата вӑтам предпри­ниматель­лӗхӗн 22 пине яхӑн субъекчӗ пат­ша­лӑх кӳрекен пулӑшӑвӑн тӗрлӗ майӗпе усӑ курнӑ.

Республикӑра ӗҫе пуҫӑнакан бизнесменсем валли 2 ҫуллӑх «налук канику­лӗсем» палӑртнӑ. Пӗчӗк кредитсем уйӑрса паракан тата поручи­тельлӗхе гарантиле­кен тытӑм ӑнӑҫлӑ ӗҫлет, вак тата вӑтам пред­при­ни­ма­тельлӗх субъекчӗсен про­из­водство проекчӗсем тӑрӑх обо­рудование ҫӗ­­нетме каякан тӑкаксен пӗр пайне саплаш­та­раҫҫӗ.

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекен бизнеса малалла та пулӑшса пырӑпӑр, вӑл вара пред­принимательсен тата пӗтӗм республика экономикин ый­тӑвӗ­сене те туллин­рех тивӗҫтерӗ.

Республика Правительствине Вак тата вӑтам предпринима­тельлӗхе 2030 ҫулччен аталантар­малли стра­тегие туса хатӗрлеме тата унта вак тата вӑтам пред­приятисен ҫаврӑ­нӑш­не, 2014 ҫулхипе тан­лаштарсан, 2,5 хут ӳстермелли, вӗсем туса кӑ­ла­­ра­кан тавар ка­лӑ­пӑшне, ҫавӑн пекех ӗҫ тухӑҫ­лӑхне 2 хутран кая мар ӳстер­мелли тӗл­лев­сене пурнӑҫлама май паракан пайӑр ҫул-йӗре палӑрт­са хӑ­варма хушатӑп.

Пирӗн хамӑр бизнесӑн конкуренци пултарулӑхне ӳстермелле, ҫав шутра фе­дерацин пысӑк компанийӗсен туяну рынокӗсенче те. Патшалӑх са­ккасӗсемпе тивӗҫ­тернӗ патшалӑх кор­пора­ци­йӗсемпе предприятийӗсем валли тавар тӑра­такансен спи­сокӗнче ют ҫӗршыв компанийӗсене улӑш­тарни – Чӑваш Ен вак биз­несӗшӗн малалла аталанмалли лайӑх мел. Ку тӗлӗшпе ӗҫлеме тытӑннӑ та ӗнтӗ.

Влаҫпа бизнес хушшинчи ӑнӑҫлӑ ҫыхӑну – икӗ енлӗ ҫӳрев. Ҫавна май тепӗр ҫивӗч ыйту ҫинче чарӑнса тӑрас тетӗп, ӑна татса парассипе Чӑ­ваш Енре пурӑнакансем пурнӑҫра хӑйсене мӗнлерех ту­ясси тӳрре­мӗнех ҫыхӑннӑ, ку вӑл – халӑха ӗҫе сӑмах вӗҫҫӗн калаҫса йышӑнни тата «сӑрӑ» ӗҫ укҫин калӑпӑшӗ ӳсни.

Саккунлӑ майпа тӳлекен ӗҫ укҫи фондне тивӗҫтерессине пе­рекет­леме хӑтланса хӑшпӗр ӗҫ паракансем патшалахӑн социаллӑ обяза­тель­ствисене пурнӑҫлама кирлӗ укҫа-тенкӗ шӑпах налукран тӳлекен тата ыт­ти тӳлеврен пухӑннине манса каяҫҫӗ.

Ҫав шута вара пулас пенсисем, чирленине пула ӗҫе тухманшӑн тӳ­лени кӑна мар, ҫавӑн пекех ачана пӑхнӑшӑн паракан тӳлев те, пурӑн­мал­ли ҫурт-йӗр ус­лови­йӗсене лайӑхлатма ҫӑ­мӑллӑхлӑ кредит е ҫурт-йӗр туяннӑ чухне на­лук­ран тавӑрса паракан укҫа-тенке илес­си те кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ача сачӗсенчи вы­рӑнсем, шкулсенче тивӗҫлӗ пӗлӳ памалли май­сем те.

Эсир ҫак цифрӑсем пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха: кашни кун эпир вӗ­ренӳ валли республика бюджетӗнчен 60 млн тенкӗ ытла уйӑ­ратпӑр. Ҫак суммӑн вара мӗнрен те пулсан пухӑнмалла вӗт! Паллах ӗн­тӗ, кунта чӑн малта налукран уйӑракан укҫа-тенкӗ тӑрать.

Раҫҫей Федерацийӗн Пенси фончӗ хаклавӗ тӑрӑх, республикӑра 162 пин ҫын ӗҫ хутшӑнӑвӗсене ҫырса йӗркелемесӗр вӑй хурать тата ӗҫ ук­ҫине «конвертпа» илет. Бюджет ҫапла майпа ҫухатакан тупӑш, тӗрлӗ хак­лав тӑрӑх, ҫулталӑкне 2 мил­лиарда яхӑн тенкӗпе танлашать!

Унсӑр пуҫне официаллӑ ӗҫ паян вӑл – ватлӑх ҫулӗсенчи финанс ҫи­рӗп­лӗхӗн никӗсӗ. «Сӑрӑ схемӑсемпе» ӗҫлекенсемпе кӗрешме тытӑн­мал­ла, ҫы­н­­­сене хӑйсен пуласлӑхӗ, рес­публика ырлӑхӗ ҫинчен тарӑнрах шу­хӑш­ласа пӑхма ӳкӗте кӗртмелле. Ҫакӑ Прави­тельство вырӑнти хӑйты­тӑмлӑх органӗсемпе тата налук службипе пӗрле татса памалли тӗп ый­тусенчен пӗри. Ӑна тивӗҫтерме управлени ӗҫӗнчи пур пек май­семпе ту­хӑҫлӑрах усӑ курмалла.

Хисеплӗ депутатсем, ентешӗмӗрсем!

Чӑваш Ен – агропромышленноҫ регионӗ. Пурнӑҫӑн кӑ­ра чӑнлӑ­хӗ­се­не шута илсе, эпир хамӑр ҫӗр ӗҫченӗсен умӗн­че мӗнле йы­вӑрлӑхсем тӑ­нине, апат-ҫимӗҫ хӑруш­сӑрлӑхӗн сферинче ыйтусем еп­ле­рех ҫивӗч пул­нине лайӑх ӑнланатпӑр.

Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене производство калӑпӑ­шне тата ту­хӑҫ­лӑхне ӳсте­рес, ял пурнӑҫӗн йӗркине сых­ласа хӑварас шутпа пулӑшу парасси рес­публи­кӑшӑн тӗп тӗллев шутланать.

Патшалӑх аграри секторне кӳрекен пулӑшу калӑпӑшӗ ҫулсерен пы­сӑкланать, ку тӗлӗшпе 2015 ҫул ытти ҫулсенчен уйрӑлса тӑмарӗ. Чӑваш Ен ҫӗр ӗҫченӗсем республика тата федераци бюджетӗнчен 2,8 млрд тенкӗлӗх пулӑшу илнӗ, ку вӑл, 2014 ҫулхипе танлаштарсан, 15,4 про­цент ытларах. Ку пысӑк укҫа-тенкӗ! Финанс лару-тӑрӑвӗ ҫӑмӑлах пул­ман­нине пӑхмасӑр 2016 ҫулхи бюджетра пат­шалӑх пулӑ­шӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗ­сене мӗнпур формӑллӑ хуҫалӑхсем валли сыхласа хӑварнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Апат-ҫимӗҫ хӑ­рушсӑрлӑхӗн докт­рининче па­лӑртнӑ шал­ти рынока хамӑрӑн продукципе тивӗҫтермелли шай чик­ки­сене чылай кӑтарту енӗпе пы­сӑк­латнӑ.

Эпир ял хуҫалӑх производствин ӳсӗмне, 2014 ҫулхипе танлаш­тар­сан, 107,9 про­цент шайӗнче тивӗҫтертӗмӗр. Республика 100 гек­тар ҫӗр ҫинче выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк туса илессин калӑ­пӑ­шӗпе фе­дерацин Атӑлҫи округӗнче 3-мӗш вырӑн, сӗт туса илессин калӑпӑшӗ енӗпе – 2-мӗш вырӑн йышӑнать, ҫакӑ пур пек ресурс­семпе тухӑҫлӑн усӑ курнине кӑ­тартса парать. Асӑннӑ ҫи­тӗ­нӗве пирӗн ял ҫын­нисем тунӑ. Вӗ­сене уншӑн пысӑк тав!

Хамӑр туса кӑларакан ял хуҫалӑх продукцийӗн производствине ма­лалла та ӳстерсе пы­малла. Тӗллев – 2020 ҫул тӗлне ытти регион­сем­пе пӗрле Раҫҫейӗн шалти ры­нокне хамӑр ҫӗршывра туса кӑларакан апат-ҫимӗҫпе туллин ти­вӗҫтересси. Ял ху­ҫалӑх таварӗсем туса илекен­сене майлӑ самантпа усӑ курма тата рынокра хӑйсен вырӑнне йышӑнма чӗнсе калатӑп.

Паян ҫӳл­лӗ шайри ҫӗр ӗҫ культури шучӗпе тухӑҫа ӳстерме мӗнпур май пур. Ку шута биологизаци ӗҫӗ те, удобренисемпе тухӑҫлӑрах усӑ кур­­ни те, ме­лио­раци мелӗпе усӑ курни те кӗреҫҫӗ. Технологи ӗҫӗсен ком­п­лексне тул­лин пур­нӑҫлани пире ял хуҫалӑх культурисене туса илессин калӑпӑшне ма­лашне сахалтан та 30 процента ҫити ӳстерме май парать.

Хамӑн ҫырусенче эпӗ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе усӑ курас ӗҫре йӗрке туса ҫитерме кирлине, тӳрӗ мар кӑмӑллӑ харпӑрлӑхҫӑсемпе арен­даторсенчен хӑтӑл­маллине, ҫӗрпе саккунсӑр тата ултавлӑ майпа усӑ курма тата унпа спекуляци тума ирӗк памалла маррине пӗр хут кӑна мар палӑртнӑччӗ. Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе мӗнле усӑ курнине муниципалитет енчен ҫӗр тӗрӗс­левне тухӑҫлӑ йӗркелени ку тӗлӗшпе тумалли пӗрремӗш утӑм тесе шутлатӑп. Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ информаци уҫӑ тата уҫӑмлӑ пулмалла. Чӑваш Ре­с­­­публикин Министрсен Кабинетне гео­сервис майӗ­­семпе усӑ кур­са кашни ял поселенийӗнче ял хуҫалӑх пӗл­терӗшлӗ ҫӗрсем мӗн чух­лӗ пурри тата вӗсемпе мӗнлерех усӑ курни ҫинчен тӗрӗс, ҫӗнетнӗ све­де­нисем кӗртнӗ пӗрпӗтӗм информаци тытӑмне туса хурас ыйтӑва ха­тӗр­лесе ҫитерме хушатӑп.

Ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрсене 2016 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри Ял хуҫалӑх ҫыравӗн ша­йӗнче шута илсе тухни управлени ӗҫӗнче тӗрӗс йы­шӑ­нусем тума пулӑшӗ. Эпир ялта ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсене лару-тӑ­рӑва лайӑх пӗлсе, ятран пулӑшу кӳме пулта­рӑпӑр.

Ют ҫӗршыв технологийӗсемпе усӑ курассине чакарасси уйрӑмах пӗл­терӗшлӗ пулса пырать. Ҫӗрулмин тата пахчаҫимӗҫ вӑрлӑх матери­алӗсен ыт­ларах пайне чикӗ леш енчен кӳрсе килеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хамӑр ҫӗршывра туса хатӗрлекен пахалӑхлӑ вӑрлӑхсемпе тивӗҫтерме вӑрлӑх ӗрчетекен ятарлӑ центрсем туса хурасси пирӗншӗн стратеги пӗлтерӗшлӗ шутланать. Ку ӗҫе республикӑри наука тата вӗренӳ орга­низа­цийӗ­сене хас­тартарах хутшӑнтармалла.

Импорта улӑштармалли тата ҫитӗнтернӗ продукципе сезон вӑхӑ­тӗнче кӑна мар, ҫулталӑк тӑршшӗпех тивӗҫтерсе тӑмалли тӗллеве пур­нӑҫлас тесен про­дукцие упрассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса памалла. Пирӗн ҫӗрулми тата пахчаҫимӗҫ упрамалли ку чухнехи хранилищӗсем тӑвас ӗҫ хӑвӑртлӑхне ӳстермелле, ҫӗрулми упрамалли хамӑр хӑват­сем­пе тивӗҫтерессине пухса кӗртнӗ продукцин хальхи 60 процентӗнчен 75-80 процента ҫити, пахчаҫимӗҫ енӗпе 50 процентран 70 процента ҫити пы­­­сӑк­латмалла. Ҫӗнӗ теплицӑсем туса тата халь ӗҫлекеннисене ан­лӑлатса ху­пӑ ҫӗр ҫинче туса илекен пахчаҫимӗҫ производствине ӳс­термелле.

Пирӗн республикӑна продукцие упрама, ӗҫлесе тирпейлеме тата сутлӑха ха­тӗрлеме май паракан агропарк кирлине палӑртса хӑварас те­тӗп. Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин, Чӑваш Ен Эконо­ми­ка аталанӑвӗн министерствипе, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх орга­нӗсемпе, ял ху­ҫалӑх та­варӗсене туса илекенсемпе пӗрле кӳршӗ ре­гион­сен опытне тиш­кер­мел­ле тата ҫавнашкал агропарк тума тытӑнмалла.

Вырӑнти тавар туса кӑларакансен рынокне посредниксемпе тата та­вара сутма илекенсемпе ҫыхланмасӑрах кӗме пултармалли майсене ҫӑ­мӑллатас те­се Чӑваш Рес­публикин Министрсен Кабинетне апат-ҫимӗҫ суту-илӗвӗн электронлӑ площад­кине йӗркелеме хушатӑп.

Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем ҫинче ял хуҫалӑх про­извод­ствипе ҫыхӑнман тӗрлӗ объектсем туса лартнӑ тӗслӗхсем са­х­ал мар тӗл пулаҫҫӗ. Час-часах ҫакӑ предпринимательсем саккунсене пи­тех пӗлсе кайманнипе пулса иртет. Ҫавна пула вӗсем ҫӗр лаптӑ­кӗ­сем та­та унта вырнаҫнӑ куҫ­ман пурлӑх объекчӗсем тӗлӗшпе юридици доку­менчӗсене ҫырса йӗр­ке­ленӗ чухне йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ.Тӳрӗ кӑмӑллӑ предприни­ма­тель­сене бизнеса легализацилеме тата ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене урӑх категориллӗ ҫӗрсен шутне куҫарнӑ хыҫҫӑн куҫман пурлӑха хар­пӑрлӑха ҫавӑрмалли правӑна ҫырса йӗр­келеме пу­лӑшас тӗллевпе 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗсен тӗлӗшпе «ам­нисти» палӑртма сӗ­нетӗп. Ҫав вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн тӗллевсӗр усӑ ку­ра­кан ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене вӗсен тӳрӗ мар кӑмӑллӑ хуҫисенчен туртса илӗҫ тата аукционсем урлӑ сутма тытӑнӗҫ.

Тата тепӗр стратегилле тӗллев – сӗте, аш-какая тата ял ху­ҫалӑхӗн ытти продукцине хамӑр рес­пуб­ли­­кӑрах тарӑннӑн ӗҫлесе тирпейлессине тивӗҫтересси. Ӑна пур­нӑҫлас тесен усӑ курман производство хӑвачӗсене ӗҫе кӗртмелле тата ҫӗнӗ ком­плекссем тумалла, ҫапла майпа вара на­луксем те хамӑр бюджета пу­янлатӗҫ, ҫынсем те пахалӑхлӑ та экологи тӗлӗшӗнчен таса, ха­мӑр рес­публикӑра туса хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ ту­ян­ма пултарӗҫ.

Аграри комплексӗсене ҫӗнетни хӑшпӗр ӗҫченсене ирӗксӗрех ӗҫрен хӑтарма хистет. Пирӗн тӗллев – ҫынсене, вӗсем валли пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсене ата­лантарма лайӑх майсем туса парса, ҫӗр ӗҫӗнчех вӑй ху­ма пулӑ­шас­си.

«АПК аталанӑвӗ» приоритетлӑ наци проектне пурнӑҫлама тытӑн­нӑ­ранпа пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсем 26 млрд ытла тенкӗлӗх кредит ре­сурсӗсем явӑҫтарнӑ, вӗсене бюджетран 4 миллиард та 600 миллион тенке яхӑн субсиди уйӑрса панӑ. Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх мини­стерствине муници­па­ли­тет­семпе пӗрле бюджет укҫи-тенкипе тӗллевлӗн тата тухӑҫлӑн усӑ курнине тӗрӗслесе тӑрассине тивӗҫтерме хушатӑп.

Ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсемпе усӑ курнӑ чылай хушма хуҫалӑх, фермер хуҫа­лӑхӗсем йӗркелесе, тавар туса илекен пысӑк производствӑна ҫав­рӑн­чӗ. Ҫакӑ вӗсене агропромышленноҫ комплексне аталантармалли па­т­шалӑх программи шайӗнче пӑхса хӑварнӑ пулӑшӑвӑн ытти мелӗпе усӑ курма май туса пачӗ.

Ҫамрӑксене ял ҫӗрӗнче ҫирӗплетсе хӑвармалли тӗп майсенчен пӗ­ри ял ҫын­нисен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатни шутла­нать. Тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи илмелли, ялти социаллӑ пурнӑҫ ин­фра­тытӑмне ата­лан­тармалли экономикӑн лайӑх майӗсене йӗркелесе ялти ӗҫӗн чыс-сум­не ӳстерсе пыни уйрӑ­мах пӗлтерӗшлӗ.

Ялӑн социаллӑ аталанӑвӗн программине тата ял тер­риторийӗсене ҫирӗппӗн аталантармалли программӑсене ялта пурӑ­накан пиншер ҫын, ҫав шутра ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк спе­ци­алистсем те хутшӑннӑ. Паян черетре 1,5 пин ытла ял ҫӗрӗнчи специалист тӑрать. Ялти ҫамрӑк ҫемье­сем­пе ҫамрӑк специалистсене, чӑн малтанах агропро­мыш­лен­ноҫ ком­плексӗн ӗҫченӗсене, ҫурт-йӗр­пе тивӗҫтерме уйӑракан пат­шалӑх пу­лӑшӑвӗн калӑпӑшне сыхласа хӑварма тӗл­лев лартатӑп, ял ҫын­нисен пурӑнмалли ҫурт-йӗр ус­ло­вийӗсене лайӑх­латма палӑртса ху­нӑ укҫа-тенкӗн 70 процен­тӗн­чен кая мар пайне ҫав тӗллевсем вал­ли ямалла.

Паллӑ ӗнтӗ, пирӗн республика пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе ял ҫӗрӗнче ҫитӗнӳ тунипе кӑ­на палӑрса тӑмасть. Чӑваш Ен федерацин Атӑл­­ҫи округӗнче пӗр ҫын пуҫне пу­рӑн­малли ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе малта пыракансенчен пӗри шут­ланать.

Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗр строи­тельствинче кал-кал аталанӑва сыхласа хӑварма май килчӗ, унӑн калӑпӑшӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 119 процент шайӗнче. Ку кӑ­тарту – пирӗн строительсемпе архитекторсен, проект тӑвакансен, Чӑ­ваш Ен строительство отраслӗнче ырми-канми тӑрӑшакан мӗнпур ҫын ҫитӗ­нӗвӗ. Вӗсене лайӑх ӗҫӗшӗн тата ҫӳллӗ шайри ӑста­лӑхӗшӗн тав тӑ­ватӑп!

Ҫапах та паян нумай ҫурт-йӗр туни кӑна ҫителӗксӗр. Тӗп тӗллев­сен­чен пӗри – пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе пурте усӑ курма пултармалли май­се­м йӗркелесси тата вӗсене пур­нӑҫа кӗртесси. Чӑваш Енре ҫурт-йӗр стро­ительстви малалла нумай хваттерлӗ пу­рӑн­малли ҫуртсем, ҫав шут­ра эконом-класс йышши ҫурт-йӗр туни шучӗпе аталанӗ. Ҫакӑ строительство комп­лексӗн организацийӗсене муниципалитет нушисем валли пурӑн­мал­ли пӳлӗмсем тӑвас ӗҫе хутшӑнма, ҫавӑн пекех пурӑн­малли ҫурт-йӗр кир­лӗлӗхне ӳстермелли условисем йӗркелеме май парать.

2014 ҫултан пуҫласа республика «Раҫ­ҫей ҫемйи валли кил-ҫурт» программӑна пурнӑҫлама хутшӑнать. Программӑна хутшӑнакансен йы­шӗн­че 1644 ҫемье, малтанхи ҫӗршер ҫемье вара пу­рӑнмалли пӳ­лӗмсем туяннӑ та ӗнтӗ.

Экономикӑри кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑр Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑр­ҫин ветеранӗсене, тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесемпе ҫамрӑк ҫемьесене тата халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗхсӗр ытти ушкӑнӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ парас енӗпе йышӑннӑ пурӑнмалли ҫурт-йӗр программисене пурнӑҫлас ӗҫ ма­лалла пырать.

2016 ҫулта асӑннӑ тӗллевсем валли 2,7 млрд тенкӗ уйӑрма па­лӑр­тнӑ. 4700 яхӑн ҫемье хӑйӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗр ус­ловийӗсене ла­йӑх­латма пултарӗ. Ҫавӑн пекех ҫурт-йӗре харпӑрлӑхра тытакансен ук­ҫи-тенки шучӗпе 429 нумай хваттерлӗ пурӑн­малли ҫуртра тӗп юсав ӗҫӗсем ирт­мелле.

Республика Правительствишӗн граждансене ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫармалли программа чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри. Чӑваш Енре пурӑ­накан 13100 ҫынна хӑтлӑ ҫурт-йӗре пурӑнма куҫармашкӑ­н 5 млрд тенкӗ яма па­лӑр­т­нӑ.

Ҫак пӗлтерӗшлӗ программӑна пурнӑҫланӑ чухне тунӑ пирӗн ҫитӗнӳ­сене фе­дераци шайӗнче те палӑртаҫҫӗ. Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич Чӑваш Енре ку енӗпе, округри ытти ре­гионпа танлаштарсан, лару-тӑру лӑйӑх­хине ҫирӗплетрӗ.

Чӑваш Ен Правительстви, муниципалитетсен умӗнче 2017 ҫулта про­г­­раммӑна вӗҫлемелли тӗл­лев тӑрать: ишӗлекен 847 ҫуртра пу­рӑ­на­кан­ мӗнпур ҫынна хӑтлӑ хваттерсене пурӑнма куҫармалла.

Ҫӗнӗ хваттерсем туянасси палӑрмаллах чакнӑ тапхӑрта строитель­ство компа­ни­йӗсемшӗн ҫынсене урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалли прог­раммӑна пурнӑҫлама хутшӑнни пулӑшу мелӗ­сен­чен пӗри пулнине те ман­малла мар, ҫавӑнпа та тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйсене лайӑх енчен кӑтартса панӑ подрядчиксемпе кӑна килӗшӳсем тумалла.

Правительство ҫул-йӗр строительствинчи лару-тӑрӑва уйрӑм­мӑн тӗрӗс­лесе тӑрать.

Поселенисем патне илсе пыракан ҫулсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва эпир татса паратпӑр пулсан, ял поселенийӗсен шалти ҫулӗсене тӑвас ӗҫе вара пуҫӑнма кӑна тивет. Ҫул-йӗр фончӗн 2016 ҫулхи тӑка­кӗсем 2,7 млрд яхӑн тенкӗпе тан­лаш­малла, ҫав хушӑрах укҫа-тенкӗн 20 процентӗнчен ытларах пайне шӑпах ял ҫӗрӗнче ҫулсем тума тата вӗсене тӗпрен юсама ямалла.

Ҫакна палӑртас тетӗп: кӑҫал вырӑнти хӑйтытӑмлӑх орга­нӗсем вы­рӑнти пӗл­терӗшлӗ автомобиль ҫулӗсене проектлас, тӑвас, юса­са ҫӗне­тес енӗпе пурнӑҫ­лакан полномочисене патшалӑх влаҫӗн ор­га­нӗсене па­нӑ. Асӑннӑ йышӑнӑва ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенчи авто­мо­биль ҫу­лӗсем тумалли тата вӗсене юсаса ҫӗнетмелли программӑна йӗр­келемелли мел­сене централизацилес тӗллевпе тунӑ. Вӑл ҫул-йӗр ӗҫӗ­сене мӗнлерех пурнӑҫланине те, унӑн пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрас­си­не те вӑйлатма май парать.

Ку ӗҫре ырӑ туртӑмсем пуррине пӑхмасӑр, ҫул-йӗрсен тӑрӑмӗ паян, пӗтӗмӗшле илес пулсан, лайӑх шайрах мар. Вырӑнти влаҫсем ҫул-йӗр ӗҫ-хӗлӗнчи ыйтусем ҫине пур чухне те кирлӗ пек яваплӑхпа пӑхмаҫҫӗ. Депутатсем, общество организацийӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗ­сем ҫак ла­ру-тӑру ҫине айккинчен пӑхса тӑма тивӗҫ мар! Ҫулсем туни тата вӗсене юсани ҫинчен калакан отчетсем час-часах чӑнлӑхпа тӳр кил­меҫҫӗ, тепӗр чухне тӗлӗнтереҫҫӗ те. Муниципалитет тӳ­ри­сем ҫапла май­па кама улталама пӑхаҫҫӗ? Вырӑнти ҫын­сене-и, хӑйсен кӳр­­шисене е пӗлӗ­шӗсене-и? Ҫынсем ҫакна ним шар­ла­масӑр чӑтса ирт­те­рессе ша­наҫҫӗ-ши? Унашкал вӑхӑтсем иртрӗҫ ӗнтӗ. Ҫынсен ша­нӑҫне чӑн ӗҫсемпе ҫӗнсе ил­мелле тата хӑвӑн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламалла!

Унсӑр пуҫне картишсен территорийӗсене тӗпрен юсас тата юсас енӗпе те ма­лалла ӗҫлӗпӗр. Асӑннӑ тӗллевсем валли республика бюд­жетӗнче 80 млн тенкӗ пӑхса хӑ­варнӑ, ку укҫа-тенкӗ 150 картиш терри­тори­йӗ­пе вӗ­сем патне пымалли ҫулсене юсаса йӗркене кӗртме май парать. Ҫав ӗҫ­сен шайӗнче йывӑҫсемпе тӗмсем лартма, ача-пӑча площад­кисем выр­наҫ­тарма, спортпа туслашмалли тата куль­ту­рӑл­лӑ канмалли вырӑн­сем йӗр­келеме палӑртнӑ. Вырӑнти ертӳҫӗсен тӗллевӗ – кашни тенкӗпе тӗллевлӗн усӑ кур­нине ҫирӗппӗн тӗрӗслесе тӑмалла, картишсен территорийӗсене тир­пей-илем кӗртес ӗҫе унта пурӑнакан ҫынсене хӑйсене те явӑҫ­тар­малла.

«Мускав – Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул магистральне тумал­ли ин­вестици проектне пурнӑҫлани Чӑваш Ен аталанӑвне ҫӗнӗ вӑй кӳрӗ тесе шутлатӑп. Асӑннӑ магистралӗн республика территорийӗ тӑрӑх ир­текен тӑршшӗ – 118 ҫухрӑм.

Хальхи вӑхӑтра проект организацийӗсем инженерипе геодези тӗпче­вӗсене туса ирттереҫҫӗ, пулас ӗҫсене планлассипе тата пысӑк хӑвӑрт­лӑхлӑ трассӑна выр­наҫ­тар­малли территорисене чикӗлессипе ҫыхӑннӑ проект­сем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫакна шута илме ыйтатӑп: магистраль рес­пуб­лика тер­риторийӗнче мӗнлерех вырнаҫасси проект до­ку­менчӗсене ҫи­рӗп­летнӗ хыҫҫӑн паллӑ пулать.

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистрале тунӑ ҫӗре Чӑваш Ен электротехника, промыш­ленноҫ тата строительство кластерӗсен предприятийӗсен ресур­сӗ­сене явӑҫтараҫҫӗ.

Пирӗн республикӑра ҫак инвестици проектне пурнӑҫлани халӑхӑн ӗҫлӗхлӗ хас­тарлӑхне ӳстерме, регион экономикин тӗрлӗ секто­рӗ­сене ата­­­­лан­тарма, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парать.

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Чӑваш Енре аслӑ ӑру ҫыннисем яланах хисепре. «Ватӑ ҫын – тӑватӑ ҫын», – тесе ӑс панӑ пирӗн мӑн асаттесем.

Паян пирӗн ветерансен пурнӑҫ опычӗ, тӗплӗн шухӑш­ласа йышӑ­ну­сем тума пӗлни, принциплӑхӗ тата тӳрӗ кӑмӑллӑхӗ питех те кирлӗ. Шӑ­пах ҫавӑнпа 2015 ҫулта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫумӗнче Ваттисен канаш­не туса хутӑмӑр. Унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ Чӑваш Республикин экономика, об­щест­во та­­­та куль­тура пурнӑҫӗнче ӗҫ ветеранӗсен витӗмне ӳстерме пулӑшасса шан­са тӑратӑп. Ваттисен канашӗн членӗсен сӗнӗвӗсене ҫак Ҫырӑва ха­тӗр­ленӗ чухне те шута илнӗ.

Республика Правительстви граждансене социаллӑ хӳтлӗх парас енӗ­пе хӑй ҫине илнӗ бюджет тивӗҫӗсене пурне те пурнӑҫласа пырать. Уй­рӑмах эпир ватӑ ҫынсем валли пурӑнма лайӑх майсем йӗркелесси ҫине тимлӗн пӑхатпӑр.

Аслӑ ҫулсенчи ҫынсене социаллӑ пулӑшу пама рес­публика бюдже­тӗнчен юла­шки 6 ҫулта уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 12 миллиард тенке яхӑн.

Чӑваш Енре нумай пурӑнакансен шучӗ ӳсни патшалӑхӑн социаллӑ политикин тухӑҫлӑхне ӗненмелле ҫи­рӗп­летет. Пӗлтӗр республикӑра, Чӑ­вашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 85 ҫула ҫитнӗ е унран та аслӑрах 16 655 ҫын пурӑн­нӑ. Ку вӑл пилӗк ҫул кая­рахри кӑтартуран 42 процент чухлӗ ыт­ларах.

Халӑха паракан социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑхлат­мал­ла, ҫакна тӑ­вас тесен вара социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен сфе­рӑра ко­н­куренци хутлӑхне йӗр­келемелле.

Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫ­лекен органӗсене ха­лӑха социаллӑ пулӑшу пама уйӑракан бюд­­жет ук­ҫи-тенкипе, федераци саккунӗ­сене кӗртекен улшӑ­ну­се­не шута ил­се, коммерцисӗр орга­низаци­сене те усӑ курма май­сем ту­са парса ӗҫе тухӑҫлӑн йӗркелеме хушатӑп.

Хисеплӗ депутатсем тата ӗҫтешсем!

2016 ҫулхи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри Раҫҫей Федерацийӗн Пат­­шалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫитес суй­лавӗсем пулӗҫ. Малта пире хӗрӳ политика кӗрешӗвӗ кӗтет, ҫа­вӑнпа та эпӗ республикӑри мӗнпур политика вӑйӗсен представите­лӗсене чӗнсе ка­латӑп: суйлавсене тӳрӗ кӑмӑлпа йӗр­келесе ирт­терме тата ява­п­лӑхлӑ ӗҫе хатӗр пулӑр.

Хӑшпӗр политика деятелӗ республикӑра пул­са иртекен ӗҫсене пӗр чарӑнмасӑр критиклесси, пикетсемпе ма­ни­фес­тацисем йӗркелесе ирт­терес­си хӑйӗн тӗп тӗллевӗ тесе шутлать. Харпӑр хӑйӗн политика ам­би­цине Чӑваш Енре пурӑнакансен интере­сӗсенчен ҫӳле хума кирлӗ мар.

Суйлав умӗнхи ӑмӑртура ху­шма балсем пухас шутпа Ҫӗнӗ Шу­паш­кар ҫын­нисене экологи инкекӗ пулассипе еплерех хӑратнине эпир пурте астӑватпӑр. Халӗ кунта йӑлари хытӑ каяшсене тирпей­лемелли тата упрамалли техника тӗлӗшӗнчен те, экологи тӗлӗшӗнчен те ҫӗр­шыв­ри чи ҫӗнӗ йышши полигон уҫнӑ.

Граждансене тӗп юсавшӑн тӳлеме кирлӗ мар тесе пӑтраштарнине, ҫакӑ вара, юлашкинчен, федерацин тивӗҫлӗ саккунне пӑсни патне илсе пынине те палӑртса хӑва­ратӑп. Анчах эпир паянах ҫак ӳкерчӗке ку­рат­пӑр: нумай хваттерлӗ ҫуртсен­че пу­рӑнакансенчен ытларах та ытла­рах пайӗ хӑйсен харпӑрлӑхӗ ҫине явап­лӑн пӑхни палӑрать. Енчен те пӗл­тӗрхи ҫул варринелле тӗп юсавшӑн ҫынсен 55 проценчӗ кӑна тӳленӗ пулсан, ҫулталӑк вӗҫ­нелле ку хисеп 98 про­центпа танлашнӑ. Халӗ укҫа-тенке пухнине тата ӑна тӗллевлӗн тӑкак­ланине тӗрӗслесе тӑма кашни ҫыннӑнах майсем ҫителӗклӗ.

Ҫынсене вӗсен хитре сӑмахӗсемпе янравлӑ йыхравӗсем тӑрӑх мар, ӗҫ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх хаклаҫҫӗ. Эпир суйлава чӑн отчетсемпе тата план­­семпе, ҫавӑн пекех тӗп тӗллевсене уҫҫӑн палӑртса хутшӑнтӑмӑр, ҫа­вӑн­па та пире суйлав­ҫӑсем шанчӗҫ.

Паян пирӗн Чӑваш Республикине малалла тухӑҫлӑн аталан­тар­ма та­та ӑна илемлӗрех те пуянрах тума пулӑшакан мӗнпур ӗҫе пур­нӑҫа кӗрт­мелле!

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Эпир пурте ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ ҫынсем.

Кашни тӗрлӗ сферӑра вӑй хурать, кашнин хӑйнеевӗр тавракурӑм.

Ҫапах та эпир пурте тӑнӑҫлӑ та вӑйлӑ республикӑра пурӑнасшӑн, Раҫ­ҫей, Чӑваш Ен, тӑван халӑх ырлӑхӗшӗн, пуласлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесшӗн.

Ҫирӗппӗн аталанакан республикӑра, вӑйлӑ ҫӗршывра пурӑнас ӗмӗт – пирӗн тӗп тӗллев.

Ҫак шухӑш кашни ҫын чӗрине кӗрсе вырнаҫасса шанатӑп.

Итленӗшӗн пысӑк тав!

Теги: