Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Медицина ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

17 Çĕртме, 2016

Медицинăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем!

Сире професси уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп.

Кун-çулăра çынна халалланăскерсем ăна çут тĕнчене килме пулăшатăр, чи йывăр самантра та унпа юнашарах эсир.

Медицинăра ыркăмăллăх, ыттисемшĕн хыпса çунни, тÿсĕмлĕх тата тивĕçе чĕре хушнă пек пурнăçлани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Паян çирĕплетсех çапла калама пултаратпăр: республика çыннисене медицинăн пахалăхлă пулăшăвĕпе хăйсем пурăнакан вырăнтах тивĕçтернĕ. Медицина ĕçченĕсен пысăк профессионализмне, ăсталăхне, вĕсем курăмлă кăтартушăн ăнтăлнине, диагностикăн тата сиплевĕн çĕнĕ меслетлĕхĕсене хăюллăн алла илнине Раççей шайĕнче тивĕçлипе хакларĕç.

Иксĕлми пултарулăхăр пулăшнипе Чăваш Енре тăваттăмĕш çул демографи лару-тăрăвĕ ырă улшăнусемпе савăнтарать, вăрăм ĕмĕрлисем йышланса пыраççĕ. Республикăн тин çуралнă ачасем вилессипе çыхăннă кăтартăвĕ — Раççейре чи пĕчĕкки. Пирĕн хутлăхри клиникăсенче медицинăн пысăк технологиллĕ операцийĕсем тăвасси 2010 çултанпа икĕ хут ÿснĕ. Сирĕн ăнăçлăхăрăн тĕп хаклавĕ — медицина пулăшăвĕпе кăмăллă пулнисем нумайланни.

Хаклă туссем! Сывлăх сыхлавĕн тытăмне çĕнетсе улăштарас, медицина ĕçченĕсене тата пациентсене хăтлă условисемпе тивĕçтерес енĕпе малашне те тимлĕ пулăпăр.

Пархатарлă та сăваплă ĕçĕршĕн чĕререн тав тăватăп.

Кăмăл-туйăм çирĕп пултăр, ĕçĕрсем ăнăçчăр. Сире тăнăçлăх, иксĕлми телей тата ырлăх-сывлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.