Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕм тăваттăмĕш сессийĕ çинчен

22 Юпа, 2014

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ çирĕм тăваттăмĕш сессийĕ 2014 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Правительство çурчĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче /Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт/ 10 сехетре ĕçлеме тытăнать.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе чĕннĕ хăнасене 2014 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Правительство çурчĕн ларусем ирттермелли Пысăк залĕн фойинче 9 сехетрен пуçласа регистрацилеççĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефон: 64-21-65.