Чăваш Республикин экспорт потенциалĕ пысăк
22 Jul, 2016

Çапла палăртнă «Раççей экспорт центрĕн» ертÿçи Петр Фрадков Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Мускавра тĕл пулсан. Тĕлпулура çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Раççей экспорт центрĕ» АО экспорт ĕçĕ-хĕлĕн ыйтăвĕсемпе пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунă.

«Раççей экспорт центрĕ» обществăна «Внешэкономбанк» тытăмĕнче «пĕр чÿрече» мелĕпе экспортерсемпе ĕçлекен, экспорт ыйтăвĕсемпе консультаци паракан, экспорт ĕç-хĕлне йĕркелеме пулăшакан ятарлă организаци пек йĕркеленĕ. Стратеги пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ-хĕлне шута илсе центра РФ Правительствин шайĕнче экспорта тĕрев паракан патшалăх институчĕн статусне пама йышăннă.

Петр Фрадков палăртнă тăрăх — килĕшĕвĕн тĕп тĕллевĕ экспорта тĕрев паракан тытăма йĕркелесси, пысăк предприятисен продукцийĕн шучĕпе çеç мар, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб±екчĕсене тулаш рынока тухма условисем туса парса та экспорт виçине ÿстересси пулса тăрать. Михаил Игнатьев Чăваш Енри предприятисемпе организацисенче конкуренцие çĕнтерекен продукци туса кăларни çинчен каланă. Республикăн суту-илÿ партнерĕсен шутĕнче — тĕнчери 85 çĕршыв. Кондитер изделийĕсене, общество апатланăвĕн оборудованине, электричество механизмĕсене, хими продукцине шалти тата тулаш рынокра ыйтакан нумай. «ЭКРА» предприятин, «АККОНД» фабрикăн продукцийĕ тĕнчере ырă ят çĕнсе илнĕ. 2015 çулхи кăтартусемпе Чăваш Республикин тулаш суту-илÿ çаврăнăшĕ — 365,1 миллион долларпа, экспорт тавар çаврăнăшĕ 143,1 миллион тенкĕпе танлашнă.

Килĕшÿре палăртнисене пурнăçласан суту-илÿ çаврăнăшĕнче регионăн экспорт виçи чылай ÿсĕ.

И.СЕРГЕЕВА.