Чăваш полицейскийĕсен командировкăсене кайма тивет: «шурă вилĕм» тапăнать

Республикăра кăçал наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 737 преступление, вĕсемшĕн айăплă 199 çынна тупса палăртнă. Ку преступленисен пысăк пайне – 71,4% — каварлашнă ушкăнсем тунă. Хăрушлăх чăннипех пысăккине çирĕплетекен çак тата ытти цифрăна паян Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссин ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ШĔМĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров пĕлтерчĕ.

Чылай ушкăн йышĕнче – тĕрлĕ регион, çĕршыв çыннисем. Çавна май чăваш полицейскийĕсен тĕрлĕ региона командировкăсене кайма тивет. Çапла ĕçлесе преступниксен пысăк пĕрлĕхне сиенсĕрлетнĕ. Çак пĕрлĕхре пулнă 13 çын кĕçех суд умне тăрĕ.

Саккунсăр ĕçре «пирвайхи утăмсем» тăвакансем кÿрекен хăрушлăх та пысăк. Çак шута çул çитменнисем те кĕреççĕ. Кăçал кăна çавнашкал 12 çамрăка уголовлă майпа явап тыттарнă. 

Михаил Игнатьев та тумхахлă çул çине шăпах çамрăксем тăрасран сыхланассине тĕпе хумалли пирки асăрхаттарчĕ. Наркотик сарнă тĕслĕхсене пытарма юраманни пирки уйрăм калаçу пулчĕ. Республика Пуçлăхĕн шучĕпе, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене унашкаллишĕн явап тыттарни вырăнсăр, ку ырă тумĕ — «киревсĕр тĕслĕхсем пирки шарлас мар» тейĕç çеç. Тен, пачах тепĕр майлă ĕçлени вырăнлăрах пуль: тупса палăртрĕç тĕк — çакна ĕçри «плюс» вырăнне хурса хакламалла: «Патшалăх демографие лайăхлатас енĕпе мĕн чухлĕ тăкакланать, çав вăхăтрах наркотиксене пула çамрăксене, вăй питти çынсене çухататпăр».

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас