Чăваш паттăрĕсен тĕнчи

13 Çу, 2014

Амазонка, Укаслу, Пăрттас, Аспарух, Некей, Вырăк, Алмуш хан, Валем хуçа, Катрак... Атăл хĕрринче чăваш-пăлхар историйĕнче тарăн йĕр хăварнă паттăрсен çирĕме яхăн кĕлетки "ÿссе" ларчĕ. Пурте вĕсем - хăйăртан.

"Чăваш Енĕн тĕп хулинче çакăн йышши мероприяти йĕркелесси - манăн тахçанхи ĕмĕт, - тет проект авторĕ Андрей Молоков. - Историре палăрнă ятсене аслă ăрурисем манса пыраççĕ, çамрăксем вара чылай чухне вĕсем пирки пĕлмеççĕ те. Хăш сăнара суйласси пирки Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăсчахĕсемпе, тĕпчевçĕсемпе канашларăм. Вĕсем сĕннине тĕпе хурса çак темăна йĕркеленĕ".

Тĕплĕнрех - çитес номерте.

Рубрика: