Чăваш парламенчĕ Игорь Кушева асра тытса фотокурав уçнă

3 Ака, 2017

Паян Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕ Игорь Кушев депутата асра тытнине палăртса фотокурав уçнă. Республика парламентне икĕ хутчен - виççĕмĕш тата пиллĕкмĕш суйлавсенче - суйланнă Игорь Анатольевич пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче йывăр чире пула вилчĕ. Пурăннă пулсан паян вăл 52 çул тултаратчĕ.

Игорь Кушевăн пурнăçне, çемйине, унăн тĕрлĕ енлĕ кăсăкланăвне çутатакан фотоматериалсенчен пухнă курава Шупашкарти Президент бульварĕнчи 17-мĕш çуртра вырнаçнă Правительство çурчĕн фойинче уçнă. Хăйсен ывăлне манманшăн экс-депутатăн ашшĕпе амăшĕ, Анатолий Яковлевичпа Римма Иустиновна, куççуль витĕр тав тунă. Астăвăм мероприятийĕнче Игорь Анатольевичăн мăшăрĕ Наталья Николаевна тата ывăлĕсем те пулнă.

Парламентарие сума суса йĕркеленĕ фотокурава уçма ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Петр Краснов, Юрий Попов тата ытти депутат хутшăннă.

www.hypar.ru

ФОТОРЕПОРТАЖ

Комментари хушас