Чăваш кино: унăн пуласлăхĕ пур-и?

1 Ака, 2016

Пур! Ку тĕлĕшпе республикăри кино ĕçĕн хастарĕсем — вĕсен шутĕнче çак сферăра нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă «шурсухалсем» тата мал ĕмĕтлĕ, хăйнеевĕрлĕ шухăшлавлă çамрăксем — иккĕленмеççĕ. Чăваш кинематографĕн кун-çулĕ нихăçан та çăмăл пулман: XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йăл илсе аталанма пуçланăскер темĕн те курнă. Энтузиастсен вăй-хăватне пула çеç вăл хальхи вăхăта пурăнса çитнĕ. “Паян чăваш кино ыйтăвĕ пĕтĕм халăх ыйтăвĕ пулса тăрать. Çĕнĕ ĕмĕрте кино капăрлăх мар, чăннипех те кирлĕ япала”, — çапла шухăшлать Чăваш Республикинчи Кинематографистсен союзĕн председателĕ Олег Цыпленков. Раççей Президенчĕн 2016 çула Кино çулталăкĕ пек ирттерессине çирĕплетекен указĕ те ку ыйтăва патшалăх шайĕнче пăхса тухма вăхăт çитнине ăнланнине кăтартать.

...Чăваш кино малашлăхĕн аякра мĕлтлетекен çутине хĕмлентерес тесен мĕн тумалла? Çак ыйту хуравне “Чăвашкино” ĕçне çĕнĕрен чĕртсе тăратас текенсем “çавра сĕтел” хушшинче пĕрле шырарĕç.

Олег ЦЫПЛЕНКОВ, Чăваш Республикинчи Кинематографистсен союзĕн председателĕ:

— Кино пуянлăхне упраса хăварасси, çĕнĕ ĕçсемпе вăйлатасси, çак пуянлăхпа халăха паллаштарасси — паян çак тĕллевсем тĕпре. Республикăра пулса иртекен паллă пулăмсене документлă кино никĕсне хурса хăварма май килсен пулас ăрусем пирĕнпе чăннипех те мухтанма пултарĕç. Ачасене пĕчĕкрен чăвашла мультфильмсем кăтартса хавхалантармалла: чăваш халăх паттăрĕсем вĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулччăр. Шел те, ку енĕпе эпир кÿршĕсенчен — тутарсенчен, якутсенчен, пушкăртсенчен — чылай юлса пыратпăр. Асăрхăр: пирĕн режиссерсем начар ĕçленипе çыхăнман çакă. Чăваш Енре «Чăвашкино» ĕçне чарса лартнă вăхăтра кÿршĕ регионсенче кинона аталантарма май паракан саккунсем йышăннă, указсем кăларнă, хальхи вăхăтра вĕсем патшалăх пулăшăвĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.

Юрий СЕРГЕЕВ, режиссер:

— Кино вăл — производство. Çавăнпа та пĕр çын харăсах темиçе ĕç пурнăçласан пахалăх пирки мĕн калаçмалли? Çавăнпа та профессионал кинематографра тивĕçсене çирĕп пайламалла: сценарист сценари çыртăр, режиссер режиссурăпа ĕçлетĕр... Кадрсем кирлĕ. Эпĕ хамăн укçапа вĕреннĕ, Якут Республикинчен килнĕ ачасем бюджет шутĕнчен вĕренетчĕç. Диплом илсен вĕсен тăван çĕршывне каялла таврăнмаллаччĕ. Кинора ĕçлес текен чăваш ачисене çапла майпа вĕрентсен аванччĕ. Вĕсем республикăна таврăнса кино аталанăвне пысăк тÿпе хывнă пулĕччĕç.

Эпĕ тахçан «Чăвашкино» вырнаçнă çуртра темиçе хутчен те пулнă. Ăна чăннипех те çак ĕç валли хута янă. Унта оператор цехĕ, художниксемпе декораторсен, ÿкерÿ ĕçне, ытти ĕç-хĕле йĕркелеме пÿлĕмсем юрăхлă тата çителĕклĕ. Производствăна йĕркелеме пĕлсен пĕр харăсах темиçе проектпа ĕçлеме пулать. Уйрăм тăракан ыйту — прокат ĕç-хĕлĕ. Кинона ÿкернипе кăна мар, ăна куракан патне çитермелле.

Мая ГАВРИКОВА, 1989-1998 çулсенче «Чăвашкино» патшалăх учрежденийĕн директорĕ:

— Билет! Акă мĕн чи кирли. Билет сутассине йĕркелесен чылай ыйтăва татса пама май килĕ. Çавăнпа прокат пункчĕсене /тĕслĕхрен, «Çеçпĕл» кинотеатра чĕртсе тăратмалла/ çĕнĕрен уçмалла. Çак шухăша пурнăçа кĕртме, паллах, пĕрре те çăмăл пулмĕ: йăлтах сутса пĕтернĕ. Мĕншĕн? Паян кунччен те ăнланмастăп. «Юность», «Октябрь», ытти кинотеатрсем те аванах ĕçлесе пыратчĕç. Вĕсем нумай тупăш кÿмен пулччăр, анчах хăйсене валли ĕçлесе илетчĕç. Эпир çав билетран килекен процент укçипех пурăннă: çĕнĕ фильмсем тунă, пурлăх никĕсне пуянлатнă, режиссерсене пулăшнă...

Халăх вара кино пăхасшăн. Пĕркун телевизорпа куртăм: куçса çÿрекен кинотеатр яла кайнă. Çынсем клуба туллиех пухăннă. «Ĕлĕкхи пекех. Епле аван çапла пĕрле пухăнса фильмсем пăхма», — теççĕ вĕсем. Паян чи кирли, ман шухăшпа, прокат ĕçне йĕркелеме пурлăх никĕсне тупасси, вара çивĕч чылай ыйту татăлĕччĕ.

Василий ПАВЛОВ, режиссер-мультипликатор:

— Ку сферăра эпĕ — 1988 çултанпа. Ун чухне те, халĕ те влаç органĕсем кино ыйтăвĕсемпе кăсăкланнине туйман. Вĕсен шухăшĕпе кинематограф вăл — коммерци структури, ăна бизнесменсемпе менеджерсем аталантарма тивĕç. Анчах патшалăх чиновникĕ хутшăнмасăр эпир хамăр тĕллĕн киноиндустрипе çыхăннă пĕр ыйтăва та туллин татса параймастпăр. 25 çул каялла манăн професси чун киленĕçне çаврăнчĕ. Çак киленĕç çĕнĕрен професси пулса тăрасса питĕ кĕтетĕп. Эпĕ тахçанах патшалăха шанма пăрахнă. Меценатсене явăçтармалла.

Леонид ТРИФОНОВ, режиссер:

— Пĕр-пĕр продукци /тĕслĕхрен, район историйĕпе паллаштаракан документлă фильм е тата урăххи/ валли патшалăх саккасĕ пулмасан чăннипех те йывăр.

 

 

Антон ФЕДОСЕЕВ, мультимедиа режиссерĕ:

— Пирĕнтен кашниех темĕн те тăвасшăн, кашнин — хăйĕн шухăшĕ, тĕллевĕ. Пĕрлешмелле пирĕн! Вара тин пысăк ĕçсем тума пултарăпăр! Тискер капитализм, кăткăс система тата ытти те, тата ытти те... Йĕрсе ларнипе малалла каяймăн. Чăннипе, пирĕн татса паман ыйту темĕн чухлех. Анчах патшалăха шанса ларнинче уссине курмастăп. Унран пÿлĕм е ятарлă çурт ыйтса илсен кăна.

Юрий МИХЕЕВ, продюсер:

— Совет саманинче мĕнпур халăх пĕрешкел условире пурăннă, аталаннă. СССР арканнă тапхăрта Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем тупăнни кăна хăшпĕр халăхăн ырă йăли-йĕркине упраса хăварма пулăшнă. Пирĕн мĕнле пулса тухнă-ха? Аркатнă, çаратнă, нимсĕр тăратса хăварнă. Мана, киноиндустрирен аякра тăракан çынна, укçа-тенкĕне, вăй-хала шеллемесĕр çак ĕçе хутшăнма мĕн хистерĕ-ха? Халăхшăн чун ыратать. Çавăнпа хамăн мĕн пуррине унăн пуласлăхĕшĕн пама хатĕр. Шанатăп: кĕçех влаçа «сире мĕнпе пулăшмалла?» тесе ыйтакан çынсем те килĕç.

Юрий СПИРИДОНОВ, режиссер, продюсер:

— Кино — калаçу чĕлхи, хутшăну хатĕрĕ. Кино урлă халăх историне, пĕр çын чунĕн савăнăçне, пăшăрханăвне кăтартма пулать. Анчах çав ĕçсем тусан пуçтарса выртни пăшăрхантарать. Манăн, сăмахран, 30 ытла документлă фильм. Вĕсене куракан патне çитерейместĕп. Сăлтавĕ манра мар, халăха кăтартма майсем çукки ура хурать. Республикăра прокат ĕç-хĕлĕ аталанман. Акă, пĕр организаци манăн «Битва за новоюжку» фильмăн 1-мĕш серине экрансем çине кăларма сĕнчĕ. Килĕшрĕм. Нумай та вăхăт иртмерĕ прокуратурăран, полици участокĕсенчен шăнкăравлама пуçларĕç, манпа калаçу ирттересшĕн. Прокат ирĕкĕ пур-и манăн? Акă мĕн кăсăклантарать вĕсене.

Алексей ИВАНОВ, режиссер, «Аксар» студи ертÿçи:

— Патшалăх «симĕс çутă» парсан, паллах, ĕçлеме те кăмăллă, ансат. Киноиндустрире нумай çул ĕçлетĕп, çавăнпа аван пĕлетĕп: дипломат пулмалла, вăйлă çиле хирĕç сураймăн. Çавăнпа патриотизм туйăмне вăйлатмалла, патшалăха сахалрах шанмалла — çапларах пĕтĕмлетÿ турăм. Энтузиастсем яланах тупăнаççĕ. Чи кирли — халăх ăнлантăр, эс ÿкернĕ фильмсене пăхтăр тата влаç ура ан хутăр. Вара малалла кайма пулать.

Владимир ГАЛОШЕВ, художник:

— Çемье пĕрле пухăнсан çурт лартма пултарать. Кино — патшалăх строительстви. Эпир чăваш халăх культуришĕн тăрăшатпăр. Нивушлĕ патшалăх çак ĕç валли укçа тупаймасть? Хальхи вăхăтра хамăра хамăр шанмасан вырăнтан та хускалаймастпăр. Эпĕ, сăмахран, хамах сценарист, режиссер, монтажне те хамăнах тума тивет. Специалиста явăçтарас тесен ăна укçа тÿлемелле. Анчах пурте менеджер мар, укçа тупма пĕлмеççĕ.

Федор МАДУРОВ, скульптор:

— Кĕсьешĕн ĕçлеме май килмесен халăхшăн ĕçлемелле. Çынсем театрсене çÿреме юратаççĕ. Кинотеатрсем вара çук. Ку тĕлĕшпе чан çапмалла. Анчах никам та ирĕк памасть. Апла-тăк урăх çул-йĕр шырамалла. Польшăра курнăччĕ: унта çынсем пĕчĕк залсене пухăнса кино пăхаççĕ. Пысăк пÿлĕмсем кирлех-ши?

Николай САХАРОВ, оператор, режиссер:

— Кĕрешмесĕр çĕнтереймĕн, çĕнтерÿсĕр хисеп илеймĕн, такăр çулпа çитĕнÿ патне çитеймĕн. Ăнăçу çулĕ тумхахлă, кукăр-макăр. Эпĕ ку таранччен 192 ĕç ÿкернĕ. Мана уншăн укçа тÿленĕ — ун чухне урăх самана пулнă. Хăрамалла мар. Çынсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Вĕсем санăн ĕçне пысăк хак пани — сана хисепе хуни. Анчах, шел те, кирек хăçан та тăван тăрăхра хисеп çĕнсе илме йывăртарах пулнă. Халĕ те çаплах.

Николай ЯКОВЛЕВ, оператор:

— Чăваш Енре ÿкернĕ фильмсене мĕншĕн республикăра кăтартма май çук? Прокат удостоверенине республикăрах парассине каялла тавăрмалла

 

 

Алексей ЕФРЕМОВ, Чăваш Республикинчи Кинематографистсен союзĕн председателĕн çумĕ:

— Хальхи вăхăтра аван фильм хăть мĕн чухлĕ ÿкер — ниçта та кăтартаймăн. Шел, киносетьре патшалăх прокачĕ çук. «Чăвашкино» чылай çул ăнăçлă ĕçлесе пынă. 2007 çулта технотрон документацийĕн архивĕпе пĕрлештернĕ хыççăн чăваш киноиндустрийĕ арканнă. ЧР патшалăх электрон тата кинодокументаци архивне реорганизацилесе «Чăвашкино» учрежденине çĕнĕрен йĕркелеме сĕнетĕп. Анчах чăваш кинематографине пулăшакан ятарлă саккунсăр палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ниепле те май килмест. Республика Пуçлăхĕн указĕ, Правительство йышăнăвĕсем, тĕллевлĕ программăсем вăя кĕрсен пĕтĕмпех хăй вырăнне вырнаçĕ.

 

Çак калаçусем ирĕксĕрех И.Максимов-Кошкинский «Чăвашкино» ĕçне йĕркелесе янă çулсене аса илме хистеççĕ. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕ, çамрăк совет влаçĕ ура çине кăна тăрать-ха, выçлăх, вăрçă-харçă — çине-çинех йывăрлăх, кĕтменлĕх. Анчах çакнашкал саманара та патшалăх кино ĕçне пулăшма хевте çитернĕ. Паян — урăх самана, халĕ те çăмăл мар. Анчах ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркене хисеплесе, çĕнĕ ĕмĕрти шухăш-ĕмĕте шута илсе патшалăх пулăшу алли тăсса пама вăй-хал çитерни чăваш кино ăстисемшĕн чăн-чăн çăлăнăç пулĕччĕ. Чăваш киноне чĕртсе тăратни — истори пĕлтерĕшлĕ пулăм, çулсем иртсен те çак ĕçе тÿпе хывнă çынсене ырăпа аса илĕç.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.