Чăваш картти мĕншĕн çухалчĕ?
Республикăра пурăнакансене хамăр чăваш тăрăхĕн чикки, вăл ăçта тата мĕнле вырнаçнă, унти хула-ялсем, юханшыв-çул-йĕрсем чылайăшне интереслентереççех ĕнтĕ. Епле-ха унсăрăн - хăвăн ене пĕлмесĕр?
Унчченхи вăхăтсенче республика картти таçта та куç умĕнче пулнă: патшалăхăн кирек хăш органĕн кантурĕнче, пуçлăхсен пÿлĕмĕнче, тĕрлĕ хуçалăх правленийĕнче, клуб-библиотекăра, обществăлла вырăнсенче, Хĕрлĕ кĕтессенче - таçта та çакăнса тăнă. Уйрăм çынсен килĕнче те пулнă. Кирлĕ пулсан киоска е почтăна кайса хăвăртах туянма пултарнă. Халĕ чăваш карттине ниçта та шыраса тупаймăн. Илес тесен те - çук. Эпир, аслă пусăмрисем, ăнкаратпăр-ха хăш район, хула, ял ăçта вырнаçнине, анчах хальхи çамрăксенчен, шкул ачисенчен çав хула е ял, район е юханшыв ăçтарах тесе ыйтсан вĕсем калама пултараймĕç, мĕншĕн тесен вĕсем чăваш карттине курман, унпа паллашман.
Ман питĕ пĕлес килет: мĕншĕн халь вĕсене кăлармаççĕ? Питĕ кирлĕ, пуриншĕн те меллĕ те усăллă пулĕччĕ.
Анатолий АЛЕКСЕЕВ.
Вăрнар районĕ,
Хура Çырма ялĕ.
Комментари хушас