Чăваш кадечĕсем тĕнчери слета хутшăннă

28 Нарăс, 2018

Нарăс уйăхĕн 11-20-мĕшĕсенче Пермь хулинче Тĕнчери çамрăк патриотсен XVI слечĕ иртнĕ. Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕн тата милицин генерал майорĕ В.А. Архипов ячĕллĕ 14-мĕш кадет шкулĕн вĕренекенĕсем хутшăннă кунта.

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче милицин генерал майорĕ В.А.Архипов ячĕллĕ кадет шкулĕнче пресс-конференци иртрĕ. Тĕл пулăвăн хисеплĕ хăни — Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Дмитрий Захаров. Мероприятие 14-мĕш кадет шкулĕн директорĕ Светлана Иванова уçрĕ: «Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм ку пирĕншĕн. Кадетсем хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç. Эпир вĕсене чунтан саламлатпăр».

Унтан Дмитрий Анатольевич сăмах илчĕ: «Палланă сăнсем нумай. Сирĕн хушăра иккĕмĕш çул каякансем те пур. Команда туслă пулни куç кĕретех. Çамрăклах йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренни кирлĕ. Тĕллевсем патне çитме ăнăçу сунатăп. Эсир ăна тивĕç».

Слета 10 кадет кайнă. 11-мĕш класран — 8 вĕренекен. Вĕсем иккĕмĕш çул ĕнтĕ слетра чăтăмлăхне тĕрĕслеççĕ. 10-мĕшĕнчен 2 кадет кайма тивĕçнĕ. Шкул ачисемпе пĕрле ОБЖ вĕрентекенĕ Валерий Васильев пулнă. 20 градус сивĕре палаткăра пурăнса хăйсене чăн-чăн салтак евĕр туйнă çамрăксем. Юра Егоров «Кун паттăрĕ» палла тивĕçнĕ. Слет усăллă иртнĕ. Кадетсем ушкăнра ĕçлеме, йывăрлăхсекне çĕнтерме, уçă кăмăллă çын пулма вĕреннĕ.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас