Чăваш художникĕсем - Китай куравĕнче тата нумай томлă энциклопедийĕнче

28 Кăрлач, 2014
«Хĕвеле ăсатакансем»

2014 çул пуçланас умĕн Китай Халăх Республикин Раççей живопиçне тĕпчекен ассоциацийĕн председателĕ Чэнь Фэнюэ тата унăн çумĕ Фу Цзяожэнь пуçарăвĕпе Харбин хулин издательстви пысăк калăплă, илемлетсе хатĕрленĕ ÿнер энциклопедийĕ пичетлесе кăларчĕ. Виçĕ томра - пин ытла картина репродукцийĕсем.

Харбин хули Сунгари юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Унăн шăпи XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Раççей Хĕвел тухăç Китайра чукун çул хывнипе çыхăннă. 1932-1945 çулсенче Япони пусмăрĕнче пулнă. 1945 çулта Совет Çарĕ ăна ирĕке кăларса Китай правительстви ыйтнипе хăй патшалăхне çĕнĕрен кĕме пулăшнă. Халĕ Харбинра 3 миллиона яхăн çын пурăнать.

Чукун çул хывнă чухне те, совет салтакĕсем çак хулана ирĕке кăларнă çулсенче те, кайрантарах заводсемпе фабрикăсем тунă вăхăтра та сахал мар чăвашăн шăпи Харбинпа çыхăннă.

Сăмахран, Шупашкар районне кĕрекен Хачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ Г.И.Кондратьев /М.Г.Кондратьев искусствовед ашшĕ/, СССР Çул-йĕр министерстви янипе иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Чанчунь, Мукден хулисенче инженер-строительте ĕçленĕ, Харбин хулинче тăтăшах пулнă. Вăл КНР правительствин медальне тивĕçнĕ.

2013 çулхи чÿк уйăхĕнче Харбин хулин музейĕнче виçĕ томлă ÿнер энциклопедийĕн презентацийĕ иртнĕ. Унта Раççей художникĕсен пысăк куравне йĕркеленĕ. Экспозицире чăвашсен икĕ ÿнерçин - А.П.Рыбкинпа А.Н.Федоровăн - картинисене вырнаçтарнă. Хэйлунцзян Ÿнер академийĕ вĕсене презентацие академин укçи-тенки шучĕпе чĕнсе илнĕ.

* * *

Энциклопедин пĕрремĕш кĕнеки «Паянхи Раççей художникĕсем. Санкт-Петербург томĕ» ятлă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш кĕнекесем - «Хальхи Раççей графикĕсем». Икĕ чĕлхепе - китайла тата вырăсла - çырнă. Ум сăмахĕсене Хэйлунцзян Ÿнер академийĕн президенчĕ Чэнь Гуй, Хэйлунцзян провинцийĕн Культура департаменчĕн ертÿçи Сун Хунвэй, Культура çыхăнăвĕпе Раççей живопиçне тĕпчекен ассоциаци председателĕ Чэнь Фэнюэ хатĕрленĕ. Раççей енчен Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн О.Ю.Яхин профессорăн ум сăмах статйине пичетленĕ.

Китайăн сумлă виçĕ çынни хăйсен çĕр-шывĕпе Совет Союзĕ çинчен çырнипе пĕрлех паянхи Раççей хушшинчи хутшăнусем пирки каласа кăтартнă. Санкт-Петербург профессорĕ вара хальхи вăхăтри искусство пулăмĕсене, аталану çул-йĕрне çутатнă.

Энциклопедие чăваш художникĕсен А.П.Рыбкинпа А.Н.Федоров произведенийĕсен репродукцийĕсем кĕнĕ.

Анатолий Петрович Рыбкин - Чăваш халăх художникĕ, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, Раççей Ÿнер академийĕн корреспондент членĕ, Санкт-Петербург Наука-искусство академийĕн академикĕ. Вăл тĕрлĕ шайра ирттернĕ 150 яхăн курава хутшăннă. Энциклопедире унăн сăн ÿкерчĕкĕ тата ун çинчен китайла тата вырăсла çырни пур. Художник картинисен ретĕнче çак ĕçсем: «Хĕвеле ăсатакансем», «Çуркуннене çывхартакан», «Гиацинтсен утравĕ çинчи çăлтăр çумăрĕ», «Тăван кил-çуртăн ăшă юрĕ», «Чукотка çыннисем», «Тусен тÿпинчи юр» тата «Аннем. Атте-аннен кил-çурчĕ».

Пысăк мар статьяра авторăн пур ĕçне те хаклаймăн. Çакна асра тытса унăн хăш-пĕр картини пирки çеç мехел çитнĕ таран чарăнса тăрасшăн. Произведение ăнланас тесен виçĕ саманта чуна хумалла. Пĕрремĕшĕ: художник мĕн калас тенине ăнланса илмелле. Иккĕмĕшĕ: сăнара калăпланă чухне автор мĕнле меслетсемпе усă курнине ăнланмалла. Виççĕмĕшĕ: художникăн произведение хывнă шухăш-ĕмĕчĕ металл шăратакан вутпа хĕрсе хĕвел сĕмне илнине пĕлмелле. Пиçмен çырлан тĕсĕ, пиçмен çăкăрăн техĕмĕ, хĕрмен хурçăн вăйĕ çук.

Чи сумлă, тарăн сăнарлă ĕçĕсенчен пĕри - «Хĕвеле ăсатакансем». Унта пурĕ вун пĕр çынна ÿкерсе кăтартнă. Метафорăпа шухăш тĕлĕшĕнчен - пур халăх та пур темелле. Кĕрхи кичем çулçăсенчен çаралнă нумай-нумай туратлă вăрман ăшĕнчи çынсем - хĕвеле ăсатса яракансем - пĕрле пуçтарăнса чÿк уявĕ ирттереççĕ. Куçĕсене пурте хупнă. Йăла-йĕрке тăрăх - хĕвел çути, ташши те çук имĕш, çут çанталăкра йăлтах тĕттĕм. Ваттисем те, çамрăксем те хурлăхлă, вĕсем салху та асамлă чăтăмлăх самантĕнче. Малти ретре, илем пикинчен инçе мар, ватă ăсчах - чÿке ертсе пыраканĕ - хĕвеле халалланă авалхи, ĕмĕртен килекен юрра кĕвĕлет. Вăл та вăхăтлăха çут çанталăкран уйрăлнă евĕр мăшăр куçне хупса хĕвелĕн асамлă гимнĕн ăшне путнă. Анчах та мăчавăр килес çуркунне хĕвел каялла таврăнасса лайăх ăнланать. Вăл гимн сассипе хĕвеле ăсатать те, кĕтет те.

Авторăн тепĕр ĕçĕ - «Гиацинтсен утравĕ çинчи çăлтăр çумăрĕ». Пир çинче грексен мифологийĕпе çыхăннă асамлă гиацинт чечекĕсем çывăхĕнче хăйĕн çине шап-шурă тум уртса янă илем пики тăрать. Вăл пачах та асăннă картинăри евĕр мар. Ăслă куçĕсем куракана илĕртеççĕ. Мăнаçлăн усăнса аннă çÿçне вĕттĕн-вĕттĕн, нумай-нумай, темиçе хутчен çивĕтленĕ. Хăй çав тери салхуллă. Унăн чун-чĕрине, ăс-хакăлне тарăн шухăш çавăрса илнĕ. Çÿлти тÿперен илем пики çине çăлтăр çумăрĕ çăвать. Ярăнса анакан чунсене çухатнă çăлтăр йĕрĕ-çулĕ тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕслĕ. Халăх ăнлавĕпе - çĕр çинчи çыннăн тÿпере хăйĕн çăлтăрĕ пур. Вăл ÿксен çын пурнăçран уйрăлать. Апла пулсан илем чечекĕ гиацинта мĕн авалтан килекен мифпа çыхăннă утрав çинчи илем пики çине тăкăнакан çăлтăрсем мĕне пĕлтереççĕ-ши? Ку кăткăс ыйту ÿнерçе мар /вăл ăна лайăх ăнланать/, çак ыйту, вулаканăм, картинăна кураканăм, сана.

Анатолий Петровичăн паянхи пурнăçăн хăш-пĕр енне сăнарлакан тепĕр ĕçĕ - «Аннем. Атте-анне кил çурчĕ». Картина композицийĕ виçĕ пайран тăрать. Пĕр енче - чечеклĕ, сар çулçăллă кĕрхи çанталăк. Сылтăмра - сивĕ хĕл. Çурт тÿпинче юр выртать. Ĕмĕр ларса тăракан «венски» çавра тенкел тарăн юр ăшне путнă. Ун çинче тин çеç татса кĕнĕ пан улмисем. Композицин варри пайĕнче виçĕ куçлă кантăк, краççын лампипе юнашар нумай пулмасть пуçтарнă вăрман кăмписем выртаççĕ. Пÿлĕмре килти пуянлăх та, чухăнлăх та куç умĕнчех: çăм атă, типĕтнĕ пулă, хачăпа çип çăмхи, килте тĕртсе илемлетнĕ тăхар т.ыт.те.

Картина тытăмне автор виçĕ жанр çине таянса тунă /портрет, пейзаж, натюрморт/. Çакăнпа пĕрлех унăн тепĕр енĕ пур: композицире интерьер та, экстерьер та çук темелле. Вĕсене юри пăтраштарни куç кĕретех. Пĕр сăмахпа - пурнăçри арпашулăх, йĕрке çукки. Амăшĕ инçене тинкерсе ларать. Никама та кĕтсе илеймен пуль. Йĕпписемпе тем çыхса хатĕрлесшĕн, тен, мăнукĕсем валлиех-и? Паян ялсенче ватăлса çитнĕ пĕччен юлнă амăшсем мĕн чухлĕ.

Художникăн картинисем пурнăçпа тачă çыхăннă, вĕсен сăнарлăхпа илемлĕх вăйне час-часах метафорăпа урăхлатса каланă мелсемпе усă курса кăтартать. А.П.Рыбкинăн ăсталăхĕ те, тавра курăмĕ те çивĕч.

Энциклопедие кĕнĕ пысăк талантлă тепĕр художник - А.Н.Федоров. Александр Николаевич Раççей Ÿнер академийĕ çумĕнчи И.Е.Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура тата архитектура институтĕнчен вĕренсе тухса аспирантурăна кĕнĕ. Ăна вĕреннĕ чухнех ăсталăхри пысăк çитĕнÿсемшĕн академин ылтăн медальне панă. Александр Федерацин Культура министерствин тата Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илсе тăнă. Ентешĕмĕр Раççейре тата Евразире ирттернĕ 60 ытла курава хутшăннă. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ.

Энциклопедире унăн çуллă сăрăпа ăсталанă ултă картинине /«Декамерон», «Машинăпа çÿç касни», «П.Г.Кипарисов портречĕ. Шахмат вăййи», «Вут-шанкă хатĕрлекен çинчен хывнă хайлав», «Хăрах куçлă салтак-снайпер», «Сочири Михаил Архангел чиркĕвĕ»/ тата литографи енĕпе 9 ĕç /«Кĕрешÿ», «Каялла пулни», «Çапăçу», «Малтанхи юр», «Киле илсе çитерекен çул», «Авăн çапни», «Çурçĕрти тĕп хула» ярăмри «Çил-тăман», «Кашкăра йĕрлени», «Рыцарь» ярăмри «Тивĕçлĕ парне»/ вырнаçнă.

А.Федоровшăн пурнăçпа искусствăри ăслăлăх тата кĕрешÿ - пĕр туртара. Çакна вăл хăйĕн автопортретĕнче - «Вут-шанкă хатĕрлекен çинчен хывнă хайлав» ĕçĕнче уçăмлă сăнарласа кăтартнă. Хĕллехи каç. Янкăр тÿпене çăлтăрсем паçăрах тухнă. Пир çинчи çамрăк тарăн юр ашса тин çеç касса хатĕрленĕ вут-шанкăн йывăр çыххине йăтса малалла талпăнать. Çак çĕклемре - унăн çамрăклăхĕ, амăшĕпе ашшĕн юратăвĕ, вăрăм çула тухса Шупашкартан Санкт-Петербурга çитни т.ыт.те, т.ыт.те. Ку çеç те мар пуль. Унăн сăнарĕ тарăн философипе çыхăннă: чунĕпе илемлĕхпе йывăрлăха туйса кăткăс пурнăç çулĕпе хăйĕн халăхĕ патне утать. Вăл çак вут-шанкăпа ашшĕпе амăшĕн, тăванĕсен çурчĕсене, халăхăмăрăн килне ăшăтасшăн. Çав ăшша иртнĕ ĕмĕрсенче аслă Н.Я.Бичурина йышăннă Китай та, Хэйлунцзян Ÿнер академийĕ те туяççĕ пулĕ.

Энциклопедири чи лайăх ĕçсенчен пĕри - «П.Г.Кипарисов портречĕ. Шахмат вăййи». Портрет хăйĕн композицийĕпе тата усă курнă меслетпе философи тĕлĕшĕнчен - пысăк пĕлтерĕшлĕ картина. Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура тата архитектура институтĕнче ĕçленĕ художник, доцент Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишши чунĕсене ăнланнă тата вĕсен тăшманĕсемпе картинăри сăнарсем урлă кĕрешетчĕ. Художникăн, уйрăмах пирĕнтен уйрăлса каяс умĕн, пурнăçĕ йывăрланчĕ, сывлăхĕ начарланчĕ. А.Федоров сăнарланă авалхи Индирен килекен «шахмат вăййи» пачах та уяв вăййи мар. П.Г.Кипарисов тĕллевĕ пурнăçра та, искусствăра та «короле» çĕнтерсе илессиччĕ.

А.Федоров хăйĕн ĕçĕсенче халăхăмăрăн паянхи пурнăçĕпе иртнĕ саманари пулăмĕсене тата мифсемпе легендăсене сăнарлать. Çавăнпа пĕрлех вăл историри ĕмĕрлĕх цивилизацийĕсене çутатса пама тăрăшать. Энциклопедири унăн тепĕр картини «Декамерон» ятлă. Ăна художник XIV ĕмĕр варринче Итали çыравçи Джованни Боккаччо пухса хатĕрленĕ 100 новеллăллă кĕнекене халалланă. Унта чаплă та илемпе пуян Ренессанс ĕмĕрĕн çыравçи Флоренцире пурăннă тапхăра, унăн ытарлă юратăвĕпе пысăк трагедине сăнарлать. Новеллăсенче эротизм пысăк вырăн йышăнать.

А.Федоров ĕрĕхсе ăнтăлакан урхамах çинчи хĕç-пăшаллă юлан утçа сăнласа кăтартнă. Унăн хăмач тĕслĕ мухтавпа чап палли çиле май мăнаçлăн варкăшать. Пурнăç йывăçĕ çумне çылăха кĕме ĕлкĕреймен пике йăпшăнса чăмăртаннă. Вăл вăрăм çÿç пайăркипе турă панă илемне, хăйĕн хĕр чыслăхне упрасшăн. Анчах... анчах юлан утран кая юласшăн мар ыткăнакан синкер палли те - дог йытă - пур-çке.

Картина сăнарĕ уçăмлă, çÿллĕ туйăм шайне çĕкленнĕ. Кунсăр пуçне произведение ăсталанă меслете те палăртас килет. Картина сăрри нумай тĕслĕ мар, кăштах графикăна та аса илтерет. Ятарласа çапла тунă. Çак мелпе автор сăнарлăх вăйĕпе пĕрлех аваллăхри Флоренцин живопиç виçине тытса пырасшăн, ăна палăртасшăн. Сăмах май, Ренессансăн малтанхи тапхăрĕнче живопиçре икĕ меслет пулнă: Флоренцире - йĕрсемпе витĕмли, Венецире - нумай тĕслĕ сăрă лаптăкĕсене тĕпе хуни. Кайрантарах вĕсем пĕрлешсе, иккĕшĕ пĕр пулса Ренессанс искусствине малалла аталантарнă.

А.Н.Федоров ĕçĕсенче илемлĕх тĕнчипе юнашар унăн тĕпчев ăс-хакăлĕ вырнаçнă тесе калас килет. Ку - амăшĕпе ашшĕ пани те, турă хушни те, академи вĕрентĕвĕ те.

Энциклопедире художникăн литографи ĕçĕсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. «Çурçĕрти тĕп хула» ярăмри «Çил-тăман» ĕçне пысăка хурса хакласшăн. Унта ытлашши пĕр йĕр те çук. Композици иртнĕ ĕмĕрсене те, паянхи куна та аса илтерет. Техника енчен те çÿллĕ шайра.

Хальхи вăхăтра литографи мелĕпе ĕçлекен художниксем питĕ сахал. Ку енĕпе Александр Николаевич Раççейре те, Хĕвел анăç Европăра та, Хĕвел тухăçĕнче те малти ретре. Вăл - литографи искусствине тепĕр хут чĕртсе тăратакансенчен пĕри.

Çакна шута илсе унăн тепĕр ĕçне - «Кĕрешÿ» ятлине - асăнса хăварас килет. Композицире икĕ çамрăк кĕрешет. Хăшĕ çĕнтерĕ - калама йывăр. П.П.Хусанкай каларăшĕ асра тăрать: «Вăй пухăр, кĕрешĕр, урăрсем çĕре лексенех пĕр-пĕрне алă парăр». Ку ăнлану та авалтан килекен ăсчахсен вĕрентĕвĕпе çыхăннă. Литографири кĕрешÿ - ăсчахсен, мăчавăрсен, философсемпе поэтсен вĕрентĕвĕпе пĕр туртара. Вăл ĕмĕрсен пурнăç йывăçĕ умĕнче пулса иртет. Сăнарта - этемлĕх аталанăвĕнчи ĕмĕрсен кĕрешĕвĕ. Вăл нихăçан та чарăнма пултараймасть. Ырă çĕнтерессе ĕненес килет.

А.П.Рыбкинпа А.Н.Федоров - хальхи вăхăтри художниксем. Вĕсем хăйсен ĕçĕсенче тăван халăхăмăрăн пурнăç шăпине, ăс-хакăлне, шухăшне тĕпе хурса, малашлăха пăхса Европăра пулса иртнĕ Ренессанспа çыхăнтарса кĕрешÿпе илемлĕх тĕшшине шыраççĕ. Çакă - паянхи ăслă интеллигенцин ырă туйăмĕ, туртăмĕ.


Алексей ТРОФИМОВ,
искусствоведени докторĕ,
профессор

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.