Чăваш хресченĕн ÿсĕмĕ пур савăнмалăх

31 Юпа, 2014

Ĕнер ЧР аграрийĕсен элчисем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов агропромышленноç комплексĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

"Пирĕн хресченсем федераципе республикăн апат-çимĕç туса илес тĕлĕшпе йышăннă программисене пурнăçа кĕртме хастар хутшăнаççĕ, - терĕ вăл. - Кăçал патшалăх хыснинчен вĕсене 2,2 млрд тенкĕлĕх субсиди уйăрма пăхнă. Ÿлĕм ăна ытларах парĕç. Ял ĕçченĕсене пулăшу кÿнĕрен çĕнĕ техника туянаççĕ, паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологисене, производствăн халĕччен усă курман меслечĕсене ĕçе кĕртеççĕ, ял хуçалăх культурисен çĕнĕ сорчĕсене акаççĕ. Чăваш Енре çу е типĕ килет, е утă-авăн уйăхĕсенче çанталăк çумăра каять. Республикăна тĕветкеллĕ çĕр ĕçĕн регионĕсен йышне ахальтен кĕртмеççĕ. Кăçалхи çу та тÿнтерлĕхне ытлашшипех кăтартрĕ. Шăрăха пула Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенче пысăк тăкак тÿсрĕç. Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен умне тĕрлĕ йывăрлăх тухса тăчĕ пулин те аграрисем пысăк тухăç илессишĕн мĕн кирлине пурне те турĕç. Минерал удобренийĕ - самаях, çунтармалли-сĕрмелли япаласем çителĕклĕ туянчĕç. Çурхи культурăсене вăхăтра акрĕç, мĕн пур тухăçа тăкаксăр пухса кĕртрĕç. Пÿлмене 530 пин тонна ытла /ампар виçипе/ тырă хыврĕç. Ку - пĕлтĕрхинчен 3-4% нумайрах. Кĕлетсенчи тыр-пул хресчен умĕнчи производство-экономика, социаллă пурнăç ыйтăвĕсене татса пама май парĕ".

Вице-премьер килес çулхи тухăçшăн çурла-авăн уйăхĕсенчех пысăк ĕç тунине пĕлтерчĕ. Кĕрхи культурăсене 90 пин гектар - пĕлтĕрхинчен 18 пин гектар нумайрах - акнă. 184 пин гектар çинче /иртнĕ çулхинчен 30% ытларах/ кĕрхи çĕртме тунă. АПК ЧР халăхне апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерет. Выльăхшăн паха апат шутланакан культурăсен лаптăкне çуллен пысăклатаççĕ. Сăмахран, кăçал 5,5 пин гектар çинчен тĕшĕлĕх куккурус пухса кĕртнĕ. Малашне ăна ытларах акасшăн. Доклад тăвакан çĕр улмипе пахча çимĕç тупăш аван панине, çавна май вĕсен лаптăкне ÿстермеллине палăртрĕ. Чăн та, çĕрулми пĕлтĕрхинчен сахалрах пухса кĕртнĕ. Сăлтавне ял ĕçченĕсен вăрлăх çитменнипе, 2012-2013 çулсенчи çурла-авăн уйăхĕсенче "иккĕмĕш çăкăр" йÿнĕлле сутăннипе ăнлантарчĕ. ЧР Пуçлăхĕ ăна ытларах туса илес тĕллевпе тивĕçлĕ йышăну тунă. Çĕр улмине хĕл каçармалли 20 управ проектне федераци шайĕнче ырланă. Çав объектсене ĕçе кĕртме хыснаран субсиди уйăрĕç. Федерацин Ял хуçалăх министерстви пахча çимĕç çитĕнтермелли теплицăсем тумалли программа йышăннă. Аграрисем çакăншă бюджетран субсиди илĕç.

Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче кăçалхи 9 уйăхра 70 пин тонна аш-какай - пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 5,1% нумайрах - туса илнĕ, сĕт 2013 çулхи çав хушăри чухлех сунă. Ял хуçалăх организацийĕсенче аш - 16,3%, сĕт 4% ытларах хатĕрленĕ. Кăçал республикăра кашни ĕнерен вăтамран - 4600, "Ольдеевская" агрофирмăра - 7276, Елчĕк районĕнчи "Победа" хуçалăхра 7085 килограмм сĕт сăвасшăн.

Министр аграрисене кăсăклантаракан тепĕр ыйтăва уçăмлатрĕ. 2012-2014 çулсенче илнĕ кредитсен процент ставкине саплаштарма федераци бюджетĕнчен укçа куçарма пăрахнине лайăх пĕлетпĕр. Октябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Ял хуçалăх министерствин АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, инвестици кредичĕсен процент ставкине çĕршыв хыснинчи укçаран субсидилессине тишкернĕ. "Çавна май республикăна кĕмĕл килессе шанатпăр", - терĕ ведомство ертÿçи. Çитес çулсенче производствăна ÿстерессишĕн пурнăçа кĕртме палăртнă инвестици проекчĕсемпе паллаштарчĕ. Шел те, иртнĕ çулсенче Улатăр, Куславкка, Çĕмĕрле районĕсенче агропрома модернизацилес тĕлĕшпе курăмлă пĕр ĕç те пурнăçламан. С.Павлов фермерсемпе килти хуçалăхсен ĕçне те хак пачĕ. Продукци туса илессипе ÿсĕм тунисене ырларĕ.

Уява пухăннисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. "Телейлĕ пурнăç сунатăп, эсир пурнăçа лайăхлатассишĕн малашне те çине тăрса ĕçлессе шанатăп, - терĕ. - АПК ĕçченĕсемшĕн 2014 çул ăнăçлă иртет. Сирĕн производство кăтартăвĕсем аван. Çапах та хăвăртан: "Кăçал лайăхрах ĕçлеме пултарнă-и?" - тесе ыйтма пултаратăр. Эпĕ Правительство членĕсене те çак ыйтăва хуравлама сĕнетĕп. Ман шухăшпа, эсир кăçал лайăхрах кăтартусем тума пултарнă. Чăваш Ен çĕр улми туса илессипе Раççейре чи малтисен йышĕнчеччĕ. Анчах юлашки çулсенче хăш-пĕр регион пирĕнтен иртессишĕн тапаçланать. Вĕсем пире хăваласа çитсе иртсе каясшăн. 2013 çулта çутçанталăк сăлтавне пула çĕрулмин пысăк тухăçне пухса кĕртеймерĕмĕр, вăрлăх çителĕклĕ хываймарăмăр. Анчах çитĕнÿ тăвассишĕн ăнтăлакансем ниме пăхмасăр банкран кредит илсе вăрлăх туянчĕç, "иккĕмĕш çăкăра" хĕл каçарма управ турĕç. Унран пысăк тупăш илеççĕ. Çакă пуриншĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче пултăр. Малашне çĕрулми туса илекен ятарлă хуçалăхсене вăйлатмаллах. Вĕсем ура çинче çирĕп тăрсан çеç республикăра млн тонна "иккĕмĕш çăкăр" пухса кĕртес шанăç çирĕпленĕ. Ку тĕллеве пурнăçласан кăна ĕç укçине ÿстерĕпĕр. Хальхи вăхăтра ял çамрăкĕсем 10 пин тенкĕ укçашăн фермăра е машина-техника паркĕнче пилĕк хуçмаççĕ".

М.Игнатьев ял хуçалăх ĕçченĕсене сутлăх хак тивĕçтернине, çавна май аграрисен производствăна вăйлатмаллине, Европăран Раççее апат-çимĕçĕн халăха куллен кирлĕ темиçе тĕсне кÿме чарнăран ÿсĕм тĕллевне пурнăçлама ансатраххине палăртрĕ. Канашри сыр хатĕрлекен завода ĕçлеттерсе яма ыйтрĕ. Çĕнĕ производство йĕркелекен тирпейлекен предприятисем банкран илекен кредит проценчĕн ставкине пĕтĕмпех республика хыснинчи укçаран саплаштарнине аса илтерчĕ.

Апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисене тÿрремĕнех пырса тивекен ыйтăва пысăк вырăн уйăрчĕ. Хăшĕ-пĕри çурма фабрикат тунă чух пăсăк ашпа усă курать. "Ку - ултав, - пĕтĕмлетрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. - Çынсене начар пахалăхлă апат-çимĕç туянма сĕнмелле мар. Хăвăр ĕçе палăрмаллах лайăхлатмалла. Пахалăха ÿстерсен кăна сирĕн апата çынсем тупăшсах туянĕç".

Михаил Васильевич биологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçе халăха уççăн тата туллин кăтартассишĕн тăрăшма, унпа паллаштаракан информаци технологийĕсемпе тухăçлă усă курма ыйтрĕ. Юлашки çулсенче республикăра ресторансем мар, вун-вун заводпа цех хута яни, уйрăммăн илсен Китай предпринимателĕсем Чăваш Ене темиçе млрд тенкĕлĕх инвестици хывасси, ытти проектсем çинчен хавхаланса каларĕ. Производствăра пысăк ÿсĕм тунисене Раççей тата республика наградисене пачĕ.

Юрий СЕРГЕЕВ.

Рубрика: