«Чăваш хĕрарăмĕ» 29 (1104) № 03.08.2019

Вун тăваттăри Дима картишĕнчи прицепа симĕспе сăрланă. Хуçалăхра кирлĕ хатĕр çĕнĕ пекех курăнать. «Халĕ трактора сăрласа сăн кĕртес пулать. Кайран унпа хăвах усă курăн», — ывăлне хавхалантарать кил хуçи. Çав вăхăтрах арçын ача амăшне чечек шăварма пулăшать. Дима лартнă иçĕм тĕмĕ çимĕç пама пуçланине уйрăммăн палăртаççĕ Константиновсем. Вĕсен кил таврашĕ темĕн тĕрлĕ чечекпе, улма-çырлапа илĕртсе çăтмах вырăнне аса илтерет.
«Çапах мĕн-ха вăл — телей?» — çак илемпе киленсе утнă май сăмах пуçартăм Димăпа. «Чунра канăç хуçаланать тăк — çын телейлĕ», — ăнланарать мана арçын ача. «Эсĕ телейлĕ-и?» — хăпмастăп унран. «Паллах. Урăхла пулма та пултараймасть», — кашни сăмаха виçсе калать Дима.
Телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнă теççĕ унашкал ачасем çинчен. Валерипе Людмила Константиновсем ăна, çулталăк çурăран иртнĕскерне, Ача çуртĕнчен илсе килнĕ. Çакăн çинчен Дима хăй те пĕлет. Уншăн çак килте чун ăшшине шеллемеççĕ. Вăл хăй те ыталанине, ачашланине юратать.
Пулăшма тĕллев тытнă
Константиновсен килĕнче икĕ хĕрача çитĕннĕ. Çемье пуçĕ йăх тăсмашкăн арçын ача кирли çин-чен сăмах хускатнă. Çавăнпах пĕр пепкене хăйсен çунатти айне илме йышăннă килĕшÿллĕ çак мăшăр.
«Пĕчĕк арçын ачасене пукан çине лартса тухрĕç. Шеллесе пурне те хамăрпа пĕрле илсе каяс килчĕ. Çапах эпир пĕрне кăна илес шухăшпа çитнĕ-çке. Унта чирлĕ ачасем хăтлăх тупнине малтанах пĕлнĕ. Эпир хăшне те пулсан пулăшма тĕллев тытрăмăр», — каласа кăтартать Йĕпреç район администрацийĕн информатизаципе социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Константа. Хăшне пулăшу ытларах кирли тавра воспитательпе канашланă.
«Дима ыттисенчен айккинче ларатчĕ, питĕ салхуччĕ...» — малтанхи тĕл пулăва аса илет хĕрарăм. Вăл, Йĕпреçре çитĕннĕскер, унпа вырăсла калаçма хăтланнă. Анчах ача ăна ăнланман. Воспи-тательсем Людмила Юрьевнăна пĕчĕкскерпе чăвашла калаçма ыйтнă. Çынсенчен ютшăнакан Дима пĕрремĕш хут куракан мăшăр патне туртăнни çакăнта ĕçлекенсене те тĕлĕнтернĕ. Ахăртнех, арçын ача пулас ашшĕпе амăшĕ хăйне пулăшма хатĕррине ăнланнă-туйнă. Ун чухне Дима куç, пĕвер чирĕсемпе асапланнă. Унăн пуçĕ кукшаланнă. Вăл хăй тĕллĕн утайман.
Пĕр чĕлхе тупсан çак мăшăр темиçе тĕрлĕ тетте — пысăк, вăтам тата пĕчĕк машинăсем — парнеленĕ арçын ачана. Вăл, тен, килте пысăк тетте пулманран пĕчĕккипе выляма пуçланă.
«...Хутса ăшăтман кăмака умĕнче пĕр витре çĕр улмине ыталаса ларать. Хырăмĕ выçнăран çуса тасатман çимĕçе чĕрĕлле çиет...» — суд докуменчĕсемпе паллашнă май çакнашкал ÿкерчĕк тухса тăнă хĕрарăмăн куçĕ умне. Ача çуртне илсе кайман, çак килте хăтлăх тупман пулсассăн мĕнле çырăнĕччĕ-ши унăн шăпи?
Димăна операци сĕтелĕ çине темиçе хут вырттарнă. Турра ĕненекенскерсем арçын ачана тĕне кĕртнĕ.
Канăç кÿрекен çул çÿрев
«Хамăрăн пĕтĕм юратăва хывнине кура Дима пирĕн хĕрсем пекех пулассăн туйăнатчĕ. Çук иккен, ген тытăмĕ хăватлă çак туйăмран та вăйлăрах», — арçын ачана пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма çăмăл маррине палăртать Людмила Юрьевна. Тĕрлĕ кружока çырăнса пăхнă, анчах кăмăла каяканнине тÿрех тупайман. Халĕ Дима ирĕклĕ кĕрешÿ секцийĕнче хăйне хăтлă туять. Пĕр ăмăртура медале тивĕçнĕ вăл. Киле таврăнсан çĕнтерни çинчен балкона тухсах кăшкăрнă. Çак тĕслĕх, паллах, тăрăшни харама кайманнине ĕнентерет.
Ача шкул программине йывăррăн ăша хывнине пытармасть амăшĕ. Сăмахран, çывăх çыннисем пĕрремĕш класа кайиччен вăйă урлă пĕтĕм сас паллине вĕрентнĕ, анчах темле тăрăшсан та вулама хăнăхтарайман. Çав вăхăтрах Дима тĕрлĕ йышши конструктор пуçтарма юратни савăнтарать ашшĕ-амăшне. Кам пĕлет, тен, чун киленĕçне тĕпе хурса механик е строитель ĕçне суйлĕ вăл?
Ача садне кайсан Димăн туалета каяс енĕпе йывăрлăх сиксе тухнă. Психиатртан та пулăшу ыйтнă — усси пулман. Çакăн хыççăн амăшĕпе ывăлĕ çĕршыври çветтуй вырăнсене çулсерен çÿреме пуçланă. Кăçал Геленджика кайса килесшĕн. Çакă канăç, лăпкăлăх кÿнине палăртать Людмила Юрьевна. Ку çул çÿрев чуна тасатма кăна мар, тавра курăма аталантарма та пулăшать.
Шăпах çывăхри Ирçе Çармăсри чиркĕве кайса килнĕ хыççăн чире çĕнтернине калать хĕрарăм. Унта Турă амăшĕн турăшĕ упранать. «Çав кун эпир кая юлса çитнĕрен çылăх каçарттарма та ĕлкĕреймерĕмĕр. Çавăнпах тепĕр хут кайса пулăшу ыйтма шухăшланăччĕ. Апла пулин те пачăшкă пире хăйĕн патне чĕнсе илчĕ, кĕлĕ вуларĕ», — аса илет Людмила Юрьевна. Тăван амăшĕ пăхман пулсан та Турă пăрахманнине лайăх ăнланать Дима. Çавăнпах чиркĕве кăмăлтан çÿрет. Амăшĕпе ывăлĕ тĕн уявĕсенче пушшех кĕлле каяççĕ.
Димăна ĕçе явăçтарма тăрăшни куç кĕрет. Темиçе çул каялла Константиновсем Березовкăран Йĕпреçе куçнă. Поселокри хваттерте тĕпленнĕ пулин те ялти çурта пăрахмаççĕ. Килĕшÿллĕ çак мăшăрăн хĕрĕсем Кристинăпа Марина хăйсен çулне тупнă ĕнтĕ. Вĕсем Мускав облаçĕнче тĕпленсе ĕçе вырнаçнă. Нумаях пулмасть Дима та аппăшĕсем патĕнче хăналаннă. Вăл çул çÿреве кайса килнине хăпартланса каласа кăтартать
(Çĕнтерни çинчен балкона тухса кăшкăрнă. Марина ТУМАЛАНОВА)

* Çын нумай пурăнни начар-и вара? Анчах та, шухăшлатăн та, çак кăтартăва тата ÿстерме май пур. Ăна валли вышкайсăр пысăк укçа та кирлĕ мар, квалификациллĕ кадрсем хатĕрлесе те тăкакланмалла мар. Нумай та мар, сахал та мар — çынлăх пирки пырать сăмах. Кăтартусем хыççăн хăваласа шăпах çакăн пирки манса кайрăмăр паян.
…Çулталăк каялла Республикăри кардиологи диспансерĕнче чĕре çывăхĕнчи артери çинче кăткăс операци тÿссе ирттерчĕ пĕлĕшĕм. Шăпах çак диспансер медицинăри чи çĕнĕ йышши оборудованипе, сиплев меслечĕсемпе, тепĕр тесен, кадрсемпе мухтанма пултарать. Чăнах та, ăнăçлă иртрĕ операци. Тăванĕсем, паллах, чи малтан тухтăрпа канашларĕç: мĕнлерех иртнĕ, миçе шунт вырнаçтарнă, чирли хăйне мĕнле туять?.. «Виçĕ шунт, — пĕр шухăшсăр лаплаттарса хунă çамрăк тухтăр, — ăна хăйĕн уринченех касса илтĕмĕр». Унтан пĕр тăхтаса тăмасăр хăйĕн ĕçĕсемпе васканă. Пĕлĕшĕмсем аптрасах ÿкнĕ. Ара, урине ниçтан та касман… Лару-тăрăва уйрăм заведующийĕ, операцие хăй пурнăçланăскер, уçăмлатнă: чирлине виççĕ мар, икĕ шунт вырнаçтарнă, халĕ кунта май пур таран протеза чирлин уринчи венăран мар, кăкăр артерийĕнчен илме тăрăшаççĕ — ку мел юн çаврăнăшне сыхласа хăварма май парать...
Çынлăх пирки ахальтен мар сăмах хускатас килет. Çак лару-тăрура та çамрăк тухтăр — çапла, ун çинчен питĕ пултаруллă хирург, медицина хăвăрт çĕкленекен çăлтăрĕ теççĕ — чарăнса тăрса чирлипе унăн тăванĕсене лăплантармашкăн виçĕ ăшă сăмах тупайман-ши вара? Чунри лăпкăлăх кĕлеткене те куçать, стресс вара сывлăха пĕтерет. Çак чăнлăха — чи малтан стреса сирмеллине — çамрăк çăлтăра кам ăнлантарĕ-ши?
«Чирли ялан тухтăр сăмахне кĕтет. Çак чăнлăха нимĕнпе те улăштараймăн», — тет Раççей тĕп кардиологĕ Евгений Шляхто «Российская газета» кăларăма панă интервьюра.
Ăшă сăмах, чирли тухтăра шанни хăех — ăнăçлă сиплевĕн çур пайĕ. Çакăнпа Шупашкарти Хула больницин тĕп тухтăрĕ Т.Маркелова та килĕшет. «Медицина факультетне вĕренме кĕрекенсене малтанах тест витĕр кăлармалла, — сĕнет вăл, — ăшăлăх, çынна юратасси пур-и вĕсенче? Çакăнсăр пирĕн ĕçре ăнăçу пулаймĕ»
(Технологисене шан та…)

* «Манăн юн пусăмĕ пĕрре хăпарать, тепре чакса каять. Юн пусăмне чакармалли эмеле эпĕ юн пусăмĕ пысăклансан çеç ĕçетĕп», – тесе калаççĕ теприсем. Галина Геннадьевна ăнлантарнă тăрăх, çакă шăпах пысăк йăнăш пулса тăрать те. Артери гипертензине /юн пусăмĕ пысăккине/ палăртса тухтăр эмел çырса парсан ăна пĕр вăхăтра ĕçмелле. Юн пусăмне ир-каç виçмелле. Анчах кунта пĕр саманта асăнса хăвармалла. Виçĕ теçетке çул ытла тухтăрта тăрăшакан специалист ăнлантарнă тăрăх, хăшĕ-пĕри тонометр систола /урăхла каласан, çÿлти/ юн пусăмĕ 120 е 130 кăтартсан лăпланать. Анчах çак цифра эмел кирлĕ маррине пĕлтермест. Таблетка организмра пуçтарăннипе усси пĕр вăхăта тăсăлнин палли çеç вăл. Организмран эмел тухса пĕтсен каллех асап пуçланать. Препарат йĕркеллĕ ĕçме пăрахсан юн пусăмĕ е ÿссе каять, е кĕтмен çĕртен чакса ларать.
Чыса çамрăкран упрамалла теççĕ. Чыса кăна мар. Шупашкар районĕнчи тĕп больницăри кăнтăрлахи стационарăн терапевтĕнче ĕçлекен Галина Семенова юн тымарĕсене те çамрăкран упрама сĕнет. Пуян опытлă, пациентсене ялан ăшă кăмăлпа йышăнакан тухтăрпа юн пусăмĕ мĕншĕн выляни çинчен калаçрăмăр
(Юн тымарне çамрăкран упрамалла)

www.hupar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.