«Чăваш хĕрарăмĕ» 25 (1100) № 06.07.2019

8 Утă, 2019

* «Исванкă ялĕ халĕ те урăхларах маншăн. Чи телейлĕ вăхăтсем унта иртнĕ. Унта мана ытти çĕртинчен ытларах хисеплеççĕ, ытларах юратаççĕ. Пирĕн ялта — тăватă урам. Вĕсем хĕресленнĕ вырăнта вырнаçнăччĕ атте кил-çурчĕ. Халĕ унта кивĕ хуралтă кăна тăрса юлнă. Ăна пăсмаççĕ ял çамрăкĕсем. «Пирĕншĕн вăл сан ятупа лартнă палăк пекех», — теççĕ. Ачалăх иртнĕ ял асамлăх утравĕ пекех туйăнать. Унта çыннисем те урăхларах, ырăрах пек. Çуралнă ялăмра чунпа канатăп эпĕ, тăвансен хушшинче пекех туятăп хама. Анне 80 çул тултарнине ялĕпе пухăнса уявларăмăр. Шел, тăватă çул каялла ăна та ĕмĕрлĕхех çухатрăмăр.
Халĕ те пулма тăрăшатăп тăван кĕтесре. Кăнтăрла çынсемпе хутшăнатпăр. Каç пулсан вара урамсем тăрăх чун каниччен юрласа çÿретпĕр. Çакă кăсăклă. Юрланине пурте илтеççĕ, паллах, анчах никам та урама тухса чăрмантармасть. Тепĕр кунне кăна калаçаççĕ: «Алина килнĕ…»
(«Атте пулăшăвне халĕ те туятăп». Рита АРТИ)

* «Хĕрпе кĕрÿ килĕштерсе пурăннишĕн те эпир, тăванĕсем, хĕпĕртетпĕр. Çавăнпах çакăнта килсе çÿреме кăмăллă. Мăнуксене прививка тума вăхăт çитет-и? Эпир хаваспах хулана килетпĕр. Виççĕн /амăшĕ, кукамăшĕ, асламăшĕ/ пĕрер ача йăтса больницăна каятпăр.
Сăнатăп та, хĕрачасем питĕ туслă. Сăмахран, вĕсем валли тÿрех виçĕ кĕленче сĕт тултармалла. Пĕчченшерĕн ĕçмеççĕ. Хăшĕ те пулсан кашнинех валеçсе парать», — калаçăва тăсать Ирина Николаевна.
«Виçĕреш хĕрачасем уçăлма тухнă», — иртен-çÿрен пăшăлтатнине пĕрре мар илтнĕ. Ан тив, çывăрса тăранайман пултăр. Çапах Пÿлĕхçĕ пире мĕнешкел пысăк парне тунине никамран лайăх ăнланатăп», — телей тавра сăмах пуçарнă май çирĕплетсе калать тăватă ача амăшĕ.
Пĕрешкел сăнлă хĕрачасен кăмăлĕ тĕрлĕрен. Пĕр минут маларах çуралнă Валерия — командир вырăнĕнче. Урама тухсан та ыттисене ертсе пырать вăл. Кутăнлашакан Миланăпа Соньăна та лăплантарма пултарать. Пĕчĕк пулсан та йăлтах сăнать, тишкерет
(Пулас мăшăрне шывран туртса кăларнă)

* Ватти пур тăк латти пур теççĕ. Милютинсен килĕнче — виçĕ ăру, аслисене итлесси йăлара.
— Ардальон сывлăхĕ юлашки çулсенче кăшт йăшрĕ çав... Хама вара лайăхах туятăп. Алă усса епле ларас? Халĕ ав ывăлпа кин кайăк-кĕшĕк тĕрлĕ тĕсне çитĕнтерессипе тимлеме пуçларĕç. Кашни çулах 100-150 чĕпĕ кăлараççĕ инкубаторпа. Кăвакал, чăх, хур, кăркка-кăвакал чĕпписен мĕнле кăна ăратне кăларса хăтланмастпăр-ши! Андрей Мускаври кайăк-кĕшĕк пасарĕнчен çăмарта илсе килет те — аппаланатпăр вара. Яра куна вĕсем ĕçре те, хамăнах апатлантарма тивет. Утатăп вара пĕр маршрутпа кунне 10-20 хутчен — физкультура мар-и? — каллех шÿтлесе илет сывă пурнăç йĕркине мала хураканскер.
Килти кайăк тенĕрен, вĕсене пăхасси хăйне евĕр хобби пулнине ăнлантарать Надежда Николаевна, Муркаш пасарĕнче тĕп бухгалтерта вăй хураканскер. Тата çакă çемье бюджетне кăшт пуянлатма та май парать. «Холмогорский» ăратлă хурсене, сăмахран, Тула, Самар, Хусан тăрăхĕсенчен килсе туяннине те калать вăл.
— Пирĕн кÿршĕ Вениамин Васильевич — ял старости — килти хушма хуçалăха аталантарассипе питĕ кăсăкланать. Çапла пире те «чирлеттерсе» ярать пĕр-пĕр ĕçпе. Курăр, еплерех капăр хÿреллĕ павлинсем утаççĕ пÿрт умĕнче, унăн кайăкĕсем вĕсем. Пахчи — чечекленекен çăтмах. Унран юлмасăр эпир те тахçан курăк акнă лаптăкра чечек оранжерейи турăмăр. Мăшăр та кăсăкланса кайрĕ, халĕ миçе тĕрлĕ чечек ÿснине хамăр та пĕлместпĕр, — Милютинсен кинĕ те хăйсем майлах ĕçчен, уçă чунлă пулни сисĕнет.
— Кинсем те, кĕрÿ те — пархатарлă çынсем. 6 мăнук, кĕçĕн 2 мăнук хисепе хураççĕ, юратаççĕ. Кирек мĕнле уявра та пĕрле пухăнатпăр. Халĕ çамрăк ăру туслă хутшăнса пурăннишĕн хĕпĕртетпĕр. Çакă темĕнле пысăк мулран та хаклăрах пуянлăх. Мăшăрпа, тăнăçлă кил-йышпа пурăнма пÿрнĕшĕн шăпана тав тумалла, — савăнăç куççульне вăрттăн шăлать ял-йышра чыс-хисеп çĕнсе илнĕ, «кĕмĕл» ÿсĕмри хĕрарăм
(Тар тăкса туптанă телей)

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.