«Чăваш хĕрарăмĕ» 22 (1097) № 15.06.2019

* Тĕлĕнмелле пурнăç… Радио- телекурав çук. Хаçат-журнал асăрхамарăм. Кунĕпе йывăр ĕçре. Каçсерен е пушă вăхăтра мĕн тăваççĕ кунта? Пирĕн патри пек пултарулăх е фольклор ушкăнĕсем пур-ши? Спектакль кăтартаççĕ-и? Çук иккен нимĕн те. Уявсенче тăвансемпе, кÿршĕсемпе пухăнса кăвар çинче çавăркаласа тăрса сысна çури ăшалаççĕ. Сăмакун хатĕрлеççĕ-тĕр. Çитрĕ савăнăç.
(Сывă-и, океан? Рита АРТИ)

* Пирĕн кÿршĕре пĕр мăшăр пурăнатчĕ. 6 ача çуратса, ÿстерсе, вĕрентсе çын турĕç. Ывăл-хĕрĕ хулана кайса тĕпленчĕ. Ашшĕ-амăшĕ сывлăхлă чухне килсех тăратчĕç. Ваттисем выльăх-чĕрлĕх усрамасăр пурăнман, ачисене пулăшнă. Вĕсем уйрăлса кайрĕç те — халĕ пÿрчĕ-çурчĕ пушă ларать. Ывăлĕ-хĕрĕ пурте пенсире ĕнтĕ. Каланă çав: «Пĕчĕк пÿрт — ача ÿстерме, пысăкки — салатма» тесе. Тивĕçлĕ канури çынсен ашшĕ- амăшĕн çуртне мĕншĕн килсе пурăнмалла мар-ши?
(Манăн кил-çурт та хупăнĕ-ши?)

* Пурнăç хÿри пăрăнăç теççĕ. Ĕмĕр, чăнах та, тикĕс килмест. Таканари шыв евĕр вылянать вăл.
Ултă теçетке урлă каçнă çырă çÿçлĕ, типшĕмрех сăн-питлĕ Луиза Николаевнăшăн та пурнăç каçалăкĕ тип-тикĕс килсе тухаймарĕ. Элĕк районĕнчи Яккушкăнь ялĕнче çуралса çитĕннĕскер аса илĕвĕнче ачалăхпа çамрăклăх ытамне çаклансан тÿсеймест — тăруках салхуланать
(Кăмăла пурнăç çирĕплетсен)

www.hupar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.