«Чăваш хĕрарăмĕ» 20 (1095) № 01.06.2019

3 Çĕртме, 2019

* — Хальлĕхе ку лаптăка кайса курма май килмерĕ-ха. Çитес вăхăтра çаврăнса килĕпĕр. Çавал шывĕ хĕррринчи лаптăксем тÿрем вырăнта пулнине каларĕç. Эппин, çурт лартма меллĕ. Вăрăмçут ялĕ /çĕр пайĕсем çавăнта валеçнĕ. — Авт./ хуларан аякра мар — ку питĕ пĕлтерĕшлĕ, — мĕн çинчен ĕмĕтленнипе чунри савăнăçне пытармасть тăватă ача амăшĕ Ольга Чебанева («Анне» паллă, çĕнĕ пÿрт кĕреки... Ирина ИВАНОВА)

* Океан… Шап-шурă хăйăр. Çыран хĕрринче — каяк, катамаран, паруслă кимĕ. Вĕсемпе пуринпе кунне пĕр сехет тÿлевсĕр ярăнма пулать. Паллах, эпир пурне те тĕрĕслĕпĕр. Отелĕн — виçĕ пляж. Вĕсенче хула çыннисем те канаççĕ. Вырăнти халăх питĕ чухăн пурăнать. Вăрласси те часах. Çакăн пирки малтанах асăрхаттарчĕç. Хăвăнне йăлтах пĕрле çĕклесе çÿресен шанчăклăрах. Чухăнлăх агресси çуратать. Пире çула тухичченех асăрхаттарчĕç — якăлтатса ан кайăр, ылтăнсемпе йăлтăртаттарса ан çÿрĕр (Сывă-и, океан? Ăçталла
хум хăвалан?)

* «Смоленскра пирĕн ентешĕн Андриян Николаевăн палăкĕ пуррине пĕлтĕм. Вăхăт хĕсĕкрех пулнăран кăнтăрлахи апата каймасăр çак вырăна çитсе килтĕм», — калаçăва тăсать Лариса Ивановна. Шухăшланине пурнăçа кĕртме хăнăхнăскере виççĕмĕш космонавта сума суни те хăпартлантарнă.
Лариса Егорова çитес çулсенче шкул ачисене тăнăçлăхшăн хăйсен пурнăçне шеллемен офицерсемпе салтаксен йĕрĕпе илсе кайма ĕмĕтленет
(324-мĕш дивизи йĕрĕпе)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.