Чăваш хĕрачи Максим Галкин ертсе пыракан кăларăма хутшăнать!

Канаш хулинчи 1-мĕш шкулта иккĕмĕш класра вĕренекен Мария Хушкина пирки хăюллăнах сенкер экран çăлтăрĕ теме пулать — хĕр пĕрчи çак кунсенче телевизор умне тăванĕ-пĕтенне, тус-юлташне кăна мар, Чăваш Енри нумай-нумай çынна пухасси пачах та иккĕлентермест. Мария нумаях пулмасть Мускавран таврăннă. Унта вăл Максим Галкин ертсе пыракан “Лучше всех” кăларăма хутшăннă. Пултаруллă шăпăрлансен кăларăмне кăмăлла-кансен йышĕ чăваш хушшинче тăруках ÿсессе систереççĕ. Хĕрачан амăшĕ Мария телекăларăма хутшăнни пирки Интернета хыпар лартнă хыççăнах социаллă сетьсенчи форумсем çĕнтерÿ сунса çырма тытăннă. Çакна палăртмалла — Хушкина “фаначĕсен” хушшинче республикăра пурăнакансем кăна мар. Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Мускавран тата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен Марийăна ăнăçу сунаççĕ. Чăваш хĕрачи çинчен хыпар туххăмрах 2000 ытла “класс” пухнă.

Çак кунсенче Мария амăшĕпе Татьяна Хушкинăпа çыхăнтăмăр.

— Телекăларăма хутшăнмашкăн Мария хăй тĕв турĕ. Чăн та, ку шухăша вăл пĕлтĕрех, çулталăк пуçламăшĕнчех, палăртнăччĕ, хăйĕн те унта хутшăнас килнине каланăччĕ. Паян Интернет пурри лайăхах çав. Пĕрремĕш канал сайтне уçса онлайн мелĕпе ыйту ярса патăмăр. Нумай кĕттермерĕç. Хурав 1-2 эрнерех çитрĕ. Кастинга йыхравларĕç. Çу уйăхĕнче пултăмăр Мускавра. Суйланă-и пире е çук-и — çакăн хуравне тата икĕ уйăх майлă кĕтрĕмĕр. Савăнăçлă хурава аранах кĕтсе илтĕмĕр.

Çĕршывăн тĕп хулинчен, паллах, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр. Марийăна питĕ килĕшрĕ. Хама та Максим Галкин кăмăла кайрĕ. “Çăлтăр” пулни сисĕнмест те унăн тыткаларăшĕнче. Ачасемпе калаçма, вĕсене лăплантарма пĕлет, вĕçĕмсĕр шÿтлет. Класра пĕрле вĕренекенсем Марийăна телевизорпа кăтартассине питĕ савăнса йышăннă. Паянхи ачасен чĕлхи питĕ хăйне евĕрлĕ вĕт: “О, круто! О, прикольно!” — кĕрлесе кăна тăрать паян вăл вĕренекен класс.

Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет теççĕ. Мария Хушкина тĕслĕхĕ ыттисене те хавхалантарнă. Нумаях пулмасть Шупашкарта пурăнакан тепĕр ача Галкин кăларăмĕн кастингне хутшăннă, унăн пĕтĕмлетĕвĕсене кĕтеççĕ. Елчĕк тăрăхĕнчи тепĕр шăпăрлан вара кастинга кайма хатĕрленет кăна-ха.

 

 

Маргарита ИЛЬИНА. Хушкинсен архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.