Чăваш хастарĕсен проекчĕсене ырланă

Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин делегацийĕ Мускавра «Рыбаков Фонд» ертÿçисемпе тĕл пулнă.

Çак фонд предпринимательсен, вĕрентÿ тата социаллă сферăри проектсене пурнăçа кĕртме пулăшать.

Тĕлпулура чăваш делегацийĕ тата «Рыбаков Фонд» хăйсен проекчĕсемпе паллаштарнă. Фонд Вĕрентÿ программисен дирекцийĕн, Социаллă Палата, «Нацин ăс-тăн аталанăвĕ» фондсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннисем çинчен каласа кăтартнă. Чăваш Ен представителĕсен проекчĕсем çул-йĕрпе транспорт сферинчи лару-тăрăва улăштарма май паракан «Хăрушсăрлăх» корпункт туса хурассине, халăх патне информаци çитермелли çĕнĕ меслетсене пурнăçа кĕртессине, çамрăксемпе шкул ачисен хушшинче предприниматель компетенцине аталантарассине, хĕрарăмсен обществăри пĕлтерĕшне ÿстерессине, хулари шкулсен телекуравне йĕркелессине тĕпе хураççĕ.

Мероприятие 2017-2018 çулсем валли ĕç планне йышăнса пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Енĕн хăш-пĕр проекчĕ «Рыбаков Фонд» представителĕсене килĕшнĕ. Вĕсене методика, информаци тата укçа-тенкĕ пулăшăвĕ парассине пĕлтернĕ.

Ирина СЕРГЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.