Чăваш хăмлин чапĕ таврăнĕ

18 Çурла, 2016

Иртнĕ эрнере Чăваш Ене РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Джамбулат Хатуов килсе кайнă. Вăл «Акконд-агро» фирма тата «Юрма» агрохолдинг ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Сĕт, аш-какай туса илессине сÿтсе явнă.

Раççейре 8 млн тонна сĕт çитмест. Пысăк комплекссем пурри çивĕч ыйтăва татса пама пулăшать. Унччен патшалăх ферма тăкакĕн 20 процентне саплаштарнă. Малашне вара вăл 35 процент пулĕ. «Акконд-агро» фирмăра хальлĕхе мăйракаллă шултра выльăх йышĕ - 1554 пуç. Çывăх вăхăтра вăл палăрмаллах ÿсмелле. Мĕншĕн тесен кунта 2,5 пин ĕне усрамалăх комплекс тума палăртнă.

Джамбулат Хизирович Чăваш ял хуçалăх наука-тĕпчев институтĕнче хăмла çитĕнтерекенсемпе тĕл пулнă, «симĕс ылтăна» туса илес ыйтăва хускатнă. Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Институт директорĕ Андрей Фадеев каланă тăрăх - йывăрлăха пăхмасăр кунта хăмлан 250 сортне упраса хăварнă. Тепĕр 8 çĕнĕ сорт кăларнă. Техĕмлĕ чĕртавара сăра вĕретекенсем уйрăмах кăмăллаççĕ. Анчах ĕç-хĕле йĕркелеме института çĕнĕ техника, оборудовани кирлĕ. Патшалăх пулăшăвĕсĕр производствăна аталантарма йывăр.

Темиçе çул каялла Раççейре 20 регионра хăмла çитĕнтернĕ. Халĕ Чăваш Енре çеç ытларах туса илеççĕ. Кÿршĕри регионсенче пур-ха, анчах унăн лаптăкĕ сахал. Çавна май институт шăпи те çип çинче çакăнса тăнă темелле. Республика ертÿçисем çине тăнипе кăна ăна упраса хăварма пултарнă.

Çĕршывĕпе чапа тухнă чăваш хăмлин ырă ятне тавăрма çăмăл пулмĕ. Çапах ку енĕпе ĕçлеççĕ темелле. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - республикăра чĕртавар калăпăшне тапхăр-тапхăрпа ÿстерсе пырасшăн. «Хăмла туса илесси - вăрах вăхăтлăх инвестици проекчĕ, унта вăй-хал, укçа-тенкĕ самай хывмалла, çапах кайран унăн тупăшĕ 70 процента çитет», - тенĕ Михаил Игнатьев.

«Чăвашхмельпром» пĕрлешÿ продукцине çĕршыври сăра завочĕсем те туянаççĕ. 30 çул ытла ĕнтĕ вăл хăмлана пĕрчĕлесе кăларать. Иртнĕ çул вара çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Кăçал хăмлана унпа пĕрчĕлесшĕн.

Джамбулат Хатуов каланă тăрăх - Раççейре хăмла отрасльне аталантарасси çивĕч тăрать. Хăй вăхăтĕнче çĕршыври сăра завочĕсем, фармацевт компанийĕсем ют çĕршыв чĕртаварĕ çине куçни те рынокра вырăнти продукци çулне пÿлчĕ темелле. Паян вара ăна чикĕ леш енчен турттарма самай хака ларать. Халĕ вĕсем партнерсем шыраççĕ. Федерацин аграри ведомствин ертÿçин заместителĕ палăртнă тăрăх - вунă çулта хăмла отрасльне чĕртсе тăратнипе пĕрлех Европа çĕршывĕсене экспортпа тухмалла.

Джамбулат Хизирович çĕрулмине тарăннăн тирпейлессипе инвестици проектне пурнăçа кĕртмеллине те каланă. «Иккĕмĕш çăкăра» Чăваш Ен тата Брянск облаçĕ ытларах туса илеççĕ. Чăн та, вĕсен кăтартăвĕ пысăкрах, анчах пирĕн республика та ăна хăваласа çитме пултарнине палăртнă хăна. Çавăн пекех уй-хире минерал удобренийĕ хывассине ÿстермеллине те асăннă. Аграрисем умĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри - ял хуçалăх производствин тупăшлăхне ÿстересси, конкуренцие юрăхлă продукци туса илесси, тĕнче рынокне тухасси, вăрлăх, селекци ĕçне аталантарасси, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси.

Лариса НИКИТИНА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.