«Чăваш халăхĕ хăйĕн историне пĕлмест»

22 May, 2020

Чăваш Ен историйĕпе тата культурипе 40 ытла вĕренÿ пособийĕ хатĕрленĕ, ачасем валли кĕнекесем çыракан Елена Енькка тĕпчев ĕçĕпе тарăннăн кăсăкланать. Унсăр пуçне вăл — художник та.
Елена Викторовна, эсир чĕрĕк ĕмĕр ытла учительте ĕçленĕ. Паян ялта та ачасем вырăсланаççĕ. Çавăншăн чун ыратмасть-и?
– Чăваш чĕлхишĕн чун ыратни пирки тахçантанпах нумай калаçатпăр. Çав темăпа ирттерекен тĕрлĕ мероприяти /конференци, «çавра сĕтел»/ пĕр евĕрлех вĕçленет: калаçатпăр-макăратпăр, кăмăл-туйăма ирĕке яратпăр та хамăрăн чăвашла калаçман ачасем патне саланатпăр. Чăваш чĕлхипе çыхăннă лару-тăру – катастрофăллă. Ял шкулĕсем валли кăларнă чăваш букварĕн тиражне /вăл чăваш чĕлхине пĕлекен 6-7 çулсенчи ачасен йышне кăтартать/ илер. 1991 çулта унăн тиражĕ 31 пин пулнă, 2000 çулта – 16 пин, 2015 çулта – 3 пин. Унтанпа букварь кăларман. Чăвашла калаçакан ачасен йышĕ халĕ тата сахалрах пулĕ. Кун пек вăхăтра чун пирки калаçма кая юлнă. Халĕ çине тăрса тĕплĕн пурнăçламалли мерăсен комплексĕ кирлĕ. Чи малтан пирĕн çакна ăнланмалла: 10 çул чăваш чĕлхипе литературине ăса хывса, ялта чăвашсен хушшинче ÿссе чăваш чĕлхи учительне вĕреннисем, ученăй-филолог, культура ĕçченĕсем пулса тăнисем хулара тĕпленсен ачисемпе мĕншĕн вырăсла çеç калаçаççĕ?
– Ача шкулта епле ĕлкĕрсе пырасси учительтен те нумай килет. Эсир епле ĕçленĕ: хăратса та ятласа-и е «иккĕлĕх» пĕлекене — «виççĕ», «виççĕлĕх» тавçăракана «тăваттă» лартса хавхалантарса-и?
– Лайăх учителĕн воспитани меслечĕсем анлă тата пĕр пек мар. Кашни ачапа расна ĕçлемелле. Тепĕр чухне палла ÿстерсе хавхалантарма тивет, тепĕр чухне – чакарма тата ятлама. Учителĕн чăн ăсталăхĕ – Ваньăна, Таньăна тата Васьăна кашнине уйрăммăн мĕн кирлине ăнланни. Анчах ку меслетпе пысăк мар классенче, сăмахран, ял шкулĕсенче, çеç ĕçлеме май пур. Хула шкулĕнче кашни кун 6 урок, кашни класра – 30 ытла ача. Кунне – 200-е яхăн вĕренекен. Вĕсен ячĕсене астуса юлма та мĕне тăрать… Ялта кашни ачана, унăн çемйине темиçе ăру таранах пĕлетĕн, çавна май чи вăйлине уйрăм ĕç хушатăн. Кашни урокрах кашни ача ĕçленĕ, çавна кура кашни вĕренекен ĕçне хакланă.
– Ялта учитель питех те хисеплĕ çынччĕ. Юлашки вăхăтра вĕрентекенĕн ячĕ чакнăн туйăнмасть-и?
– Учитель сумĕ чакман. Ялта вăл халĕ те хисеплĕ. Ят-сумсăр юлас тесен учителĕн хăйĕн «тăрăшмалла»: ĕçке сулăнмалла, калăпăр. Упăшкапа Çĕрпÿре утнă чухне пире час-часах сывлăх сунаççĕ. Манăн та, унăн та вĕренекен йышлă пулнă. Халĕ вĕсем ÿссе çирĕпленнĕ, палласа илме йывăр. Вĕсем вара манман, çакă кăмăллă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.