Чăваш Енри хуçалăхсем вăрлăх хатĕрлеççĕ

18 Нарăс, 2019

Çур аки ĕçĕсене хатĕрленесси — ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тивĕçлĕ ведомствăсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăвăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулнă.

«Россельхозцентр» хысна учрежденийĕн республикăри филиалĕн ертÿçи Николай Малов пĕлтернĕ тăрăх, тырăллă тата пăрçа йышши культурăсене 47,2 пин тонна тĕрĕсленĕ. Тасатса кондицие çитерни — 35 пин тонна /74%/.

Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕрпÿ тата Елчĕк районĕсенчи хуçалăхсем пур вăрлăха та тĕрĕслев витĕр кăларнă. Иртнĕ эрнерипе танлаштарсан кондицие лартнă вăрлăхăн тÿпи 6 муниципалитетра ÿснĕ. Республикăри ÿсĕм — 2%.

Хуçалăхсенче 57 звено ĕçлет. Вăрлăх хатĕрлес ĕç малалла пырать.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас