Чăваш Енри арçынсем хĕрарăмсенчен 12 çул сахалрах пурăнаççĕ

18 Нарăс, 2019

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ эрнере Сочири инвестици форумĕнче форумра тишкернĕ чылай темăпа хăйĕн шухăшне палăртрĕ.

Калăпăр, сывлăх ыйтăвĕ. Михаил Васильевич калаçăва хутшăннă май Чăваш Ен Правительствин пĕр членĕ те, районсемпе хуласен администрацийĕсен пĕр пуçлăхĕ те табак туртманни пирки каланă. Ларура РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова сывлăхшăн чи малтан кашни çын хăй яваплă пулнине çирĕплетни шăпах çакнашкал пулăмсем çинче никĕсленмелле. ЧР Пуçлăхĕ çавăн пекех ĕç паракансем хăйсен ĕçченĕсен сывлăхĕне çирплетмелли пирки те пайăррăн каларĕ — Сочире кун пирки те сăмах пулнă.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов Чăваш Енре çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 73,5 çула çитнине палăртнипе пĕрлех арçынсемпе хĕрарăмсен хушшинчи уйрăмлăх пысăккине çирĕплетрĕ — этемлĕхĕн вăйлă пайĕн представителĕсем хĕрарăмсенчен 12 çул сахалрах пурăнаççĕ. Çакăнпа, паллах, çырлахма юрамасть.

Михаил Васильевич сывлăх çирĕплĕхне сăлтавлакан кашни саманта шута илмелли пирки сăмах пуçарчĕ. Çав шутра — спорт. Ку енĕпе те лару-тăрăва улăштармалла: «Сăмах чемпион пуласси пирки пымасть. Кахалланмалла мар, уçăлса çÿремелле — сывлăх çирĕпрех пулĕ». Е тата — апатлану. Ача сачĕсемпе шкулсенчи совет саманинчен юлнă пысăк хурансене çĕнĕ технологиллĕ оборудованипе улăштарни ахальтен мар. «Повар пĕр çупах нумай хут катлет ăшалани пулмалла мар — çĕнĕ оборудовани çавнашкаллинчен сыхланма та пулăшать», — общество апатланăвĕнчи киревсĕр «вăрттăнлăхсене» чухланине çирĕплетсе каларĕ регион ертÿçи.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас