Чăваш Енре ректорсем пухăнчĕç

25 Авăн, 2015

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче сентябрĕн 22-мĕшĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи аслă шкулсен ректорĕсен канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна канаш председателĕ, Чулхулари Н.И.Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университечĕн президенчĕ Р.Стронгин профессор ертсе пычĕ.

Ларура пăхса тухнă пĕрремĕш ыйту Патшалăх управленийĕн кĕçĕн академийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Регионсенчи вĕренÿ заведенийĕсен опычĕ çинчен Хусан /Атăлçи/ федераци университечĕн Патшалăх тата муниципалитет управленийĕн аслă шкулĕн директорĕ И.Привалов, Пушкăрт патшалăх университечĕн проректорĕ, Пушкăрт Республикин Патшалăх управленийĕн Кĕçĕн академийĕн директорĕ Ю.Янбаев, Киров облаçĕнчи Патшалăх управленийĕн Кĕçĕн академийĕн директорĕ Е.Карякина, Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ И.Голышев, Пермь патшалăх наци тĕпчев университечĕн стратеги аталанăвĕ, экономика тата право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен проректорĕ, Пермь крайĕн Патшалăх управленийĕн Кĕçĕн академийĕн ăслăлăх ертÿçи Д.Красильников, Атăл тăрăхĕнчи патшалăх технологи университечĕн ректорĕ Е.Романов, Чулхулари Н.И.Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университечĕн президенчĕ Р.Стронгин паллаштарчĕç.

Докладсене итленĕ хыççăн канаш членĕсем федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчи Патшалăх управленийĕн кĕçĕн академийĕсен ĕç-хĕлне лайăхлатмалли çул-йĕре палăртса çирĕплетрĕç.

«Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патриотизм воспитанийĕ парасси» патшалăх программине пурнăçлани - канаш членĕсем пăхса тухнă иккĕмĕш ыйту. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра патриотизм воспитанийĕн ĕç-хĕлне мĕнле йĕркелени çинчен аслă шкул ректорĕ А.Александров каласа кăтартрĕ. Чулхулари Н.И.Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университечĕн çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç-хĕлĕпе Е.Чупрунов ректор паллаштарчĕ. Хусан /Атăлçи/ федераци университечĕн çамрăксен политикин, социаллă ыйтусен тата физкультурăпа спорт воспитанийĕн тытăмĕн аталанăвĕн департаменчĕн директорĕ Ю.Виноградова Хусан университетĕнчи волонтерсен юхăмĕн хальхи вăхăтри пурнăçĕпе тата малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

Ларура федерацин Атăлçи округĕнчи аслă шкулсен ректорĕсен канашĕсене вырăнсенче «Раççей Федерацийĕн гражданĕсене 2016-2020 çулсенче патриотизм воспитанийĕ парасси» программăна пăхса тухма, вĕренÿ заведенийĕсене ыркăмăллăх юхăмне хутшăнмалли проектсем хатĕрлеме сĕнсе хăварчĕç.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра канаш ларăвне хутшăннисем валли тĕрлĕ енлĕ культура программи хатĕрленĕ, экскурси ирттернĕ.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.