Чăваш Енре - Раççей МЧСĕн пуçлăхĕ Владимир Пучков

5 Кăрлач, 2016

Кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре Раççей МЧСĕн пуçлăхĕ Владимир Пучков ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Визитăн тĕп тĕллевĕ - регионăн çăлав службисем хĕллехи тапхăрти ĕçсене - автомобиль трассисем çинче пысăк "пăкăсем" вăхăтĕнче водительсене пулăшасси, ЖКХ объекчĕсенчи пысăк аварисен сиенне пĕтересси - пурнăçлама хатĕррипе хатĕр маррине тĕрĕслесси.

Министра Шупашкарти аэропортра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕ шалти служба генерал-полковникĕ Игорь Паньшин, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ генерал-майор Станислав Антонов кĕтсе илчĕç.

Владимир Пучков чăваш çăлавçисен аэромобильлĕ ушкăнĕн вăйĕсемпе хатĕрĕсене пăхса çаврăнчĕ. Раççей МЧСĕн тĕп аппарачĕн делегацийĕ çавăн пекех Шупашкарти 6-мĕш пушар-çăлав чаçне çитсе курчĕ: çăлавçăсемпе пушарнăйсен ĕç условийĕсемпе паллашрĕ, вĕсем усă куракан техникăпа оборудованисене тĕрĕслерĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей МЧСĕн пуçлăхне регионри службăсемпе ведомствăсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ăнăçлă ĕçлени, çынсен сĕнĕвĕсемпе асăрхаттарăвĕсене вăхăтра шута илни Чăваш Енре тăнăçлă лару-тăрăва сыхласа хăварма май панине пĕлтерчĕ. Владимир Пучков 6-мĕш пушар-çăлав чаçĕн йышĕ синкерсене сирме тата кăткăс лару-тăрура тĕллевĕсене пурнăçлама яланах хатĕр пулнине палăртрĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Сергей Журавлёв сăнÿкерчĕкĕсем