Чăваш Енре пурне те хăтлă пулмалла

4 Нарăс, 2017

Йăлана кĕнĕ тăрăх, республика ертÿлĕхĕ çулталăк пуçламăшĕнче тĕрлĕ районта пурăнакансемпе тĕлпулусем йĕркелет.

Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Элĕк район социаллă-экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкернĕ пухăва хутшăннă. Районти предприятисене çитсе курнă.

Михаил Васильевич район 2016 çула лайăх кăтартусемпе вĕçленине палăртнă. “Элĕксен вăй пур, çавăнпа малашне тата тăрăшарах ĕçлемелле, — тенĕ республика Пуçлăхĕ. — Района эпир ку таранччен те пулăшнă, малашне те пулăшăпăр”.

Çитменлĕхсене те асăнмасăр хăварман. ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, тырă-пулă туса илес енĕпе Элĕксем хÿрере пыраççĕ-ха. Михаил Игнатьев тăван çĕр çинче капла ĕçлеме юраманнине палăртнă. “Района та, республикăна та чыс кÿмест ку”, — сăмах тивнĕ Элĕксене.

Йĕпреç районĕн тата администрацийĕн ертÿçисемпе Александр Яковлевпа тата Сергей Горбуновпа республика Пуçлăхĕ муниципалитет аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкернĕ

Сергей Горбунов районта пурнăçламалли çĕнĕ проектсемпе паллаштарнă — мăйракаллă шултра 200 выльăх вырнаçмалли ферма тумалла, качака фермине юсаса унти выльăх шутне 800 пуçа çитермелле, сĕт завочĕ çĕнĕ лини уçма хатĕрленет, унсăр пуçне промышленноç та вырăнта тăмасть, чукун çул валли саппас пайĕсем кăларма палăртнă.

Активпа тĕл пулнă май Михаил Игнатьев çавăн пекех район аталанăвне, социаллă, демографи ыйтăвĕсене тишкернĕ. Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çакă.

Районта пурăнакансем больницăри черетсем, ФАПсем, ял хуçалăхĕнчи шалу, çул-йĕр ыйтăвĕсене хускатнă. Республика ертÿлĕхĕ вĕсене пурин те пĕрле татса памаллине палăртнă. “Тĕллев лартма хăрамалла мар, — тенĕ Михаил Васильевич. — Ăна пурнăçлас тесе пĕрле тăрăшмалла. Чăваш Ен пуриншĕн пурăнма хăтлă регион пулмалла”.

Районсен активĕсемпе тĕл пулма çавăн пекех “Единая Россия” партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ-финанс министрĕ Светлана Енилина, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тата ыттисем хутшăннă, пурнăç шайне çĕклес ыйтусене хускатнă.

Йĕпреç районĕнче Михаил Игнатьев нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулнă.

Тăватă пĕр тăван Кошелевсенчен Ксения Михаил Васильевича çамрăксене пулăшнăшăн тав тунă, уйрăмах — хастар яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа тивĕçекен стипендишĕн. Вăл, шалу çумне хушăнса, çамрăксене малтанлăха алă-ура çавăрса ямашкăн питех та пулăшнине палăртнă.

Ефремовсем ял хуçалăх аталанăвĕ пирки пăшăрханнине, хăйсене грант тата çăмăллăхлă кредит кăсăклантарнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Правительстви ку енĕпе те яланах пулăшма хатĕррине палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Евдокимовсене вара тăван чĕлхе пуласлăхĕ канăç памасть. Михаил Игнатьев çак енĕпе кашнин хăйĕн тăрăшмалли çине пусăм тунă. Сăмахран, социаллă сетьсенче те чăвашла хутшăнма пулать вĕт. Унсăр пуçне республикăра наци кăларăмĕ сахал мар. Кĕçех наци телекуравĕ те тĕнчипех хумне сарĕ.

Михаил Игнатьев çемьесем хускатнă ыйтусене малашне те куçран вĕçертмессе шантарнă.

М.МИХАЙЛОВА.

ЧР ПА сайтĕнчи сăнÿкерчĕксем.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.