Чăваш Енре - ислам реликвийĕсем

16 Çĕртме, 2015

Ĕнер Махачкаларан Шупашкар аэропортне ятарлă рейспа ислам тĕнĕн сăваплă япалисене кÿрсе килчĕç. Дагестан Республикин тĕп хулинче Ахмат Абдулаев Хаджи патĕнче упранакан реликвисене Чăваш мăсăльманĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçин заместителĕ Сеетзида Хазрат Гимаев тата Чечен Республикин Пуçлăхĕн представителĕ Салман Султанович Майрукаев кĕтсе илчĕç. Аэропортра мăсăльмансем йышлăн пухăннăччĕ, вĕсем хăйсен тĕнĕн сăваплă япалисене пурте пĕрле кĕлтуса кĕтсе илчĕç.

Реликвисене - Мухаммед Пророкăн Тивлетлĕ çÿç пĕрчине, Тивлетлĕ Куркине /Чашине/, Раузăри тăпрана, Мухаммед Пророкăн Раузăри симĕс пусмине тата икĕ чулне, Билял Хабаш Хазратăн кăкшăмне, Абдулкадир Гилан Хазратăн халатне, Кааба Шарифăн авалхи икĕ çăра уççине, мăсăльмансен ытти хăшпĕр сăваплă япалине - июнĕн 17-мĕшĕччен Патăрьел районĕнчи Шăнкăртама çитсе курма пулать. Вĕсене аэропортран тÿрех çак ялти Тĕп мечете, Мухаммед Пророкăн Виçĕ Юлташĕ /Сподвижникĕ/ ячĕпе лартнăскерне, илсе кайрĕç.

Реликвисене кĕтсе илме килнĕ яшсенчен пĕринпе, Рамис Хамитович Якуповпа, Мускав Муфтиячĕн çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕпе, паллашма тÿр килчĕ. Вăл Чулхула облаçĕнчи Сергач тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ. Шупашкара юлташĕсемпе пĕрле Мускавран ятарласа килнĕ. Мусульмансен сăваплă япалисене курма Тутарстанран та, Пензăран та, Чулхуларан та çамрăксем килсе çитнине пĕлтерчĕ Рамис Хамитович.

Йышлă халăх хушшинче икĕ хĕрарăма çеç асăрхарăм. Шăнкăртам ялĕнче çуралса ÿснĕ Зульнаде Хайетдиновна Амирхановăпа чăвашлах калаçрăмăр. Тăван ял йĕкĕтнех качча тухнă вăл, 5 ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Кунта мăшăрĕпе - Асхат Камалтдинович Амирхановпа - пĕрле килни çинчен каларĕ. «60 çул пĕрле килĕштерсе пурăнатпăр», - терĕ вăл. Мăшăрĕ Шупашкарти мечете лартас ĕçе пуçарса яраканни пулни çинчен те пĕлтерчĕ, 85 çула çитнĕскерне пулăшу кÿме тесе килнĕ Зульнаде Хайетдиновна пур мăсăльмансемшĕн те çав тери пĕлтерĕшлĕ пулăма. Реликвисемпе тĕплĕнрех паллашма тăван ялне те çитсе курас ĕмĕт-тĕллевлĕ Амирхановсем.

«Реликви» сăмаха чăвашла-вырăсла словарь скобкăра /асамлă япала/ тесе илсе парать. Этем мĕн чухлĕ хытăрах ĕненет - ахаль пулăмсенчех асамлăхне те çавăн чухлĕ ытларах асăрхама пуçлать. Чăн-чăн ĕненÿ вара çынсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса та юратса пурăнма хăват парать. Чăваш çĕрĕнче ĕмĕрех çавăн пек пулнă, малашне те çавăн пекех шăкăл-шăкăл та тĕрĕс-тĕкел пулĕ тесе çирĕплетет Махачкала - Шупашкар - Шăнкăртам сăваплă çыхăну.

 

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме