Чăваш Енре электрон правительство вăй илсе пырать

12 Нарăс, 2018

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу ку хутĕнче пурте ура çине тăрса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланчĕ. Вырсарникун Мускав çывăхĕнче АН-148 ÿксе арканнă май самолетăн 65 пассажирĕ тата экипажăн 6 членĕ вилнĕ…

«Çак тĕслĕх хăрушсăрлăх тĕлĕшпе тимлĕ пулмаллине тепĕр хут çирĕплетет», — палăртрĕ Михаил Васильевич. Ку пурнăçпа ĕç-хĕлĕн мĕнпур сферине пырса тивет. Çав шутра — терактсем пуласран сыхланассине те.

Республикăра патшалăх тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе электрон правительствин программисене мĕнле пурнăçланипе информаци политикин министрĕ Александр Иванов паллаштарчĕ. Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнче патшалăх управленине лайăхлатасси çинчен кăларнă указĕпе килĕшÿллĕн 2018 çул вĕçленнĕ тĕле асăннă пулăшу ĕçĕсен 70% электрон мелпе тивĕçтермелле. Чăваш Енре çак кăтарту хальлĕхе 60% танлашать. Министр ку енĕпе МФЦсем, Пенси фончĕ, ЗАГС, ПАИ аван ĕçленине палăртрĕ. Нарăсăн 5-мĕшĕ тĕлне республикăра 14 çултан аслăрах граждансен 54% патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнĕ.

Анчах хăш-пĕр министерствăпа ведомствăра пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе кÿресси çÿллĕ шайра теме иртерех-ха. Александр Степанович халăх анлă усă куракан пулăшу ĕçĕсене электрон мел çине куçармаллине пусăм тусах палăртрĕ. 

Комментари хушас