«Чăваш Енре ĕçлеме пире çăмăл»

28 Юпа, 2014

Иртнĕ вырсарни кун çĕршыв Çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен кунне палăртрĕ. Строительсем уяв тĕлне парне хатĕрлерĕç - Мускавран Владимир, Чул хула, Хусан урлă Ĕпхĕве çитекен «Атăл» М-7 автомобиль магистралĕн Чăваш Енри сыпăкне хута ячĕç.

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Москакасси ялĕ çывăхĕнче ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, федерацин Çул-йĕр агентствин ертÿçи Роман Старовойт, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов, сумлă хăнасем, строительсем хутшăнчĕç.

Михаил Васильевич юлашки çулсенче федерацин Чăваш Ен урлă иртекен автотрассине тума тата тĕпрен çĕнетме укçа нумай хывнине пĕлтерчĕ. Регион тата муниципалитет çулĕсене те йĕркене кĕртеççĕ.

- Çакă водительсене, хăнасене, çуран çÿрекенсене те лайăх кăмăл парнелет, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Чăваш Енри çул-йĕр строительствин малашлăхĕ лайăх: 2018 çул тĕлне федерацин М-7, А-151 трассисене 1-Б категорие куçармалла, çул-йĕр нормативĕсене тивĕçтермелле.

- Чăваш Енре ĕçлеме пире çăмăл, - терĕ федерацин Çул-йĕр агентствин ертÿçи Роман Старовойт. - Республика Пуçлăхĕпе, Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствипе килĕштерсе ĕçлени пире объектсене палăртнă вăхăтчен маларах хута яма май пачĕ. Атăлçин тата Чăваш Республикин транспорт инфратытăмĕн пĕлтерĕшлĕ объекчĕсенче малашне те çакнашкал хăвăртлăхпа ĕçлĕпĕр.

Михаил Игнатьевпа Роман Старовойт Шупашкара никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çывхарнă май республикăри автотрассăна тĕпрен юсаса çĕнетессипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă.

 

В.ВАЛЕНТИНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.