Чăваш Енĕн пĕрремĕш комбайнĕ тухăçлă ĕçлетĕр!

Раççей Правительстви ют çĕр-шывра туса кăларнă техникăна туянакансене юлашки çулсенче пулăшма пăрахнăран, çав вăхăтрах хамăрăнне кăмăллакансене субсиди панăран ял хуçалăх предприятийĕсем «Енисей» комбайна ытларах «куç хывма» тытăннă. Ăна вара Красноярскран çĕр-шывăн анăç пайĕнчи регионсене кÿрсе килме самай инçе, тăкаклă та. Çĕпĕрте хĕл 8 уйăх тăсăлать, сивĕ 50 градуса та çитет. «Хир карапне» мĕншĕн Раççейĕн Европа пайĕнчи субъектсенчен пĕринче хатĕрлес мар-ха?

Ĕнер «Промтрактор» АУО производство корпусĕнче пĕрремĕшне пухса пĕтернĕ ятпа пысăк уяв иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле çĕр-шывăн Промышленноçпа суту-илÿ министерствин Транспортпа ятарлă машиностроени департаменчĕн директорĕ Александр Морозов ертсе пыракан делегаци, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, «Росагролизинг» АУОн пурлăх-техникăпа тивĕçтерекен департаменчĕн ертÿçи Александр Коваленко, ЧР ял хуçалăх тата экономика аталанăвĕн министрĕсем Сергей Павловпа Владимир Аврелькин, Тутарстан Республикин ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕн çумĕ Талгат Тагирзянов, «Трактор завочĕсем» концерн президенчĕ Михаил Болотин, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, муниципалитет пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев производство линине кĕске вăхăтрах хута ярса пĕрремĕш комбайна хăвăрт пуçтарма пултарнăшăн завод ертÿçисене, акционерсене тав турĕ.

- Унчченхисем кабинăсăрччĕ. Механизаторсем çил, тусан, çумăр чăрмантарнине пăхмасăрах ĕçленĕ. Халĕ вара ку техникăн кабини питĕ хăтлă, кондиционер вырнаçтарнă. Çакă ĕç тухăçлăхне ÿстерме май парать. Çавна май комбайнерăн та шалу ытларах ĕçлесе илес шанăç пур, - терĕ Михаил Васильевич. - Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем ерçÿллĕ вăхăтра кунта килсе техникăна мĕнле пуçтарнипе паллашма, кашни детальне тытса пăхма, опыт, хăнăху илме пултараççĕ.

Районсемпе хуласен пуçлăхĕсене машина-трактор паркне çĕнетме майсем лайăхланнине, инçе çула тухмасăр Шупашкартах тивĕçтерекен хакпа паха комбайн туянма май пуррине систерчĕ.

Александр Морозов та пирĕн техника халĕ ют çĕр-шывсенче туса кăларнинчен нихăш енĕпе те кая юлманнине палăртрĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «НамЭко» ООО ертÿçи Александр Никаноров хамăрăн мар комбайн Раççейре туса кăларнинчен икĕ хут ытла хаклă тăнине пĕлтерчĕ.

АГРОМАШ бренчĕпе /халăх хапăллакан çĕнĕ тавар/ Красноярскăн Шупашкарта çĕнĕрен çуралнă «хир карапĕ» чăнласах илĕртÿллĕ те мăнаçлă. Уява пухăннисем унпа тĕлĕнсе паллашрĕç. «Акă вăл - Чăваш Енĕн пĕрремĕш комбайнĕ!» - терĕç. Кабинăна кондиционерсăр пуçне компьютер та вырнаçтарнă иккен. Хăть шурă кĕпе тăхăнса ĕçле. Çакăн йышши техника çинчен механизаторсем вун-вун çул каяллах ĕмĕтленнĕ. Çурлапа тырă вырнă ватă асаннесемпе асаттесем, тен, тĕлĕкре курнă пулĕ. Шухăшлани тинех пурнăçа кĕчĕ. Двигателĕ 250 лаша вăйĕллĕ. Хакĕ тивĕçтерет - 4 млн тенке яхăн.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, кĕрпе тумалли культурăсене, хĕвел çаврăнăша, курăк, соя вăррисене тÿрех вырса та, вырса пăрахнине те çапса тĕшĕлесе пуçтарма пултарать. Ĕç тухăçлăхĕ сехетре 12-14 тоннăпа танлашать.

Пĕрремĕш номерлĕскер çине республика Пуçлăхĕ вырмара ăнăçу сунса алă пусрĕ. Малашне унпа Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хирĕнче тырă вырĕç. Агрохолдинг çак чыса пысăк çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ. Михаил Игнатьевпа Михаил Болотин хăватлă техникăна тапратмалли уççа аш-какай комбиначĕн гендиректорне Николай Аливанова алăран тыттарчĕç.

Çулу такăр пултăр, чăваш комбайнĕ!

саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.