Чăваш Енĕн кредит рейтингĕсене çирĕплетнĕ

15 Пуш, 2016

Чăваш Республикин хальхи вăхăтра Пĕтĕм тĕнчери ертсе пыракан рейтинг агентствисен — Fitch Ratings тата Moody’s Investors Service — кредит рейтингĕсем пур. Çак агентствăсем Чăваш Республикин кредит рейтингĕн мониторингне çулсеренех ирттереççĕ.

Moody’s рейтинг агентстви Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене эмитентсен кредит илес-тÿлес пултараслăхĕн рейтингĕпе /эмитент рейтингĕ/ тата вĕсем кăларакан хаклă хутсен кредит пахалăхĕпе /Moody’s агентство терминологийĕпе — тивĕçтермен парăм обязательствисен рейтингĕсем/ тивĕçтерет.

2016 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Moody’s агентство Чăваш Республикин эмитент рейтингне ют çĕршыв тата наци валютипе Пĕтĕм тĕнчери виçепе Ba3 шайра, тивĕçтермен парăм обязательствисен рейтингне /хаклă хутсен пахалăхĕн рейтингĕ/ наци валютипе Ba3 тата наци виçипе Aa3.ru тесе çирĕплетнĕ.

Moody’s аналитикĕсем палăртнă тăрăх — çак рейтингсем парăм тиевĕн кăтартăвĕсене тата бюджета тытса пырассин консервативлă мелĕсене кăтартса параççĕ.

Аса илтеретпĕр: Moody’s рейтинг агентстви маларах Чăваш Республикин кредит рейтингĕсене 2015 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.

Самар тата Омск облаçĕсен те кредит рейтингĕсем Ba3 шайра.

Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче Чăваш Республики Чулхула облаçĕн, Краснодар крайĕн, Белгород облаçĕн, Мордва Республикин, Вологда облаçĕн, Красноярск крайĕн, Коми Республикин кредит рейтингĕсен шайĕсенчен малта пырать.

И.СЕМЕНОВА.

Рубрика: 
Автор: