Чăваш Енĕн хисеплĕ педагогĕсем!

4 Юпа, 2016

Сире професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Лайăх пĕлÿ — обществăна ÿсĕмлĕн аталантармалли тĕп майсенчен пĕри.

Республикăра паян çамрăк ăрăвăн ăс-хакăл вăй-хăватне çирĕплетме пĕтĕм майсем пур. Хальхи стандартсене тивĕçтерекен çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем хута каяççĕ. Ĕç профессийĕсемпе тĕрлĕ енлĕн паллаштаракан центрсем, çамрăксен инноваци пултарулăхĕн тата çамрăк предпринимательсен пĕлÿ центрĕсем уçăлаççĕ. Çывăх вăхăтрах регионта Ача-пăча технопаркне тума тытăнмалла.

Çакăнпа пĕрлех вĕренĕве çĕнетес ĕç пултаруллă та ăста специалистсемсĕр ăнăçлă пурнăçланайманни куçкĕрет. Вĕрентÿ ĕçĕнче шăпах учитель, унăн професси ăсталăхĕ, вăл ачасене юратни тата хăйĕн ĕçне чунтан парăнни тĕп вырăнта тăраççĕ.

Ку тĕлĕшпе Чăваш Ене чăннипех ăннă темелле: республикăри вĕрентекенсен пĕрлĕхĕ пултаруллă, пысăк ăсталăхлă ĕçченсенчен йĕркеленнĕ. Вĕсен тăрăшулăхне пула пирĕн хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм лайăх пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани илсе ÿсет, пире хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать — Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсенче, пултарулăх тата ăс-хакăл конкурсĕсенче çĕнтерет, çĕршыври чи лайăх аслă шкулсене вĕренме кĕрет.

Республикăра пултаруллă вĕрентекенсене хавхалантармалли тата пулăшу памалли майсем йĕркеленеççĕ. Кăçал эпир шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен тата олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрленĕ педагогсем валли укçан премисем туса хурасси çинчен йышăну çирĕплетрĕмĕр. Питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнине ĕнентерекен дипломлă çамрăк специалистсене ĕç укçи çумне хушса тÿлекен коэффициента 75 процент таран ÿстернĕ.

Республикăри вĕрентекенсене ырми-канми ĕçшĕн, тарăн пĕлÿшĕн, хăйсен вĕренекенĕсене парнелекен ырă кăмăллăхпа чун ăшшишĕн чĕререн тав тăватăп. Професси анинче ăнăçу, пуçаруллă шухăшсене пурнăçа кĕртме, çирĕп сывлăх тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме