Чăваш Ен ырлăхĕшĕн кашнинех çине тăрса ĕçлемелле

20 Кăрлач, 2017

Дмитрий Моисеев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи Çырура иртнĕ çулхи пысăк çитĕнÿсене палăртнипе пĕрлех çитес вăхăтра хăш енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине каларĕ. Ырă улшăнусем кашни тытăмрах пур. Раççей шайĕнчи ТОП-списоксене кĕнĕ шкулсем 1-ер миллион тенкĕ пулăшăва тивĕçрĕç, çĕршыв шайĕнчи олимпиадăсенче палăрнă вĕренекенсене хатĕрленĕ учительсем валли укçа уйăрчĕç. Паллах, çакă педагогсене те, шкул ачисене те тата пысăкрах çитĕнÿсем тума хавхалану кÿрĕ. Михаил Васильевич çитес вăхăтра пурнăçа кĕртме палăртнă ĕçсенчен пĕри - кашни районтах агрокласс уçма хушни. Паллă: çакнашкал классен витĕмĕ пулĕ, ачасем паянхи ял хуçалăхĕ чĕркуççи таран пылчăк маррине, кунта хальхи йышши технологисене тĕпе хурса вăй хунине курса ÿсĕç. Ӳсекен ăрăвăн шухăшлавне витĕм кÿмелли тепĕр тĕслĕхе те илсе кăтартрĕ Михаил Васильевич: аграри тытăмĕнчи темиçе предприятире вăтам ĕç укçи 25 пин тенкĕрен иртнĕ. Çакна шута илсе вăл ытти предприятин те лайăх кăтартусем патнелле туртăнмаллине палăртрĕ. Спортри, промышленноçри, экономикăри ÿсĕмсем пирки итлеме те кăмăллă пулчĕ. Ума лартнă тĕллевсем те паллă. Апла кашнинех Чăваш Ен ырлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлемелле.

Комментари хушас