Чăваш Ен вăйлă аталанакан 10 регион йышĕнче

25 Çĕртме, 2015

Виçĕмкун Шупашкарта «Регионсем: экономика ÿсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем» VIII экономика форумĕ уçăлчĕ. Унта Итали, Япони, Турци, Англи, Беларуç, Раççей регионĕсен делегацийĕсем хутшăнчĕç.

Пĕрлехи ларăва Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Finjecto компани директорĕ Антон Хреков /Мускав/ уçса ертсе пычĕ, форума килме кăмăл тунă хăнасемпе паллаштарчĕ. «Шупашкарта çуллен экономика форумĕ ирттересси Чăваш Ен пурнăçне кĕрсе вырнаçрĕ. Унта ĕçлĕ çынсем пуçтарăнаççĕ. Унăн аудиторийĕ пур. Чăваш Ен пуриншĕн те уçă регион пулнине, ÿсĕмлĕн аталаннине, унта инженери, телекоммуникаци, транспорт инфратытăмне хывнине, республикăн инвестици климачĕ илĕртÿллине тĕнчене пĕлтересси - пи-рĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, - терĕ республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев. - Иртнĕ эрнере Санкт-Петербургра пулнă Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче федераци субъекчĕсен инвестици климачĕн рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕç. Бизнеса ирĕккĕн аталантарма май тунă 10 регион хушшинче Чăваш Ен те пур. Эпир 9-мĕш вырăн йышăнтăмăр».

М.Игнатьев юлашки çулсенче тĕрлĕ отрасльти специалистсен квалификацине ÿстерес, çамрăксенчен производствăра кирлĕ кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе нумай ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Вĕсене инвестици хывни пурăна-киле обществăна ырлăх-пурлăх кÿрет. Республикăра ятарлă пысăк пĕлÿ илнĕ специалистсем, вăйпитти çынсем çи-телĕклĕ. Çавнашкал лару-тăрура бизнеса аталантарма никĕс пур. «Европа санкцийĕсем Чăваш Ене çĕнĕ çулсем шырама хистеççĕ, - терĕ М.Игнатьев. - Эпир малтан чикĕ леш енчен турттарнă тавар вырăнне республикăра туса кăларнипе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Предпринимательсен умне хăшпĕр чăрмав тухса тăнине, вĕсем хатĕрлекен тавар начартарах сутăннине, кредитсен процент ставкисем ÿснине пурте пĕ-летпĕр. Вĕсене пулăшас тĕллевпе бизнеса майлă йышăнусем кăларассишĕн тăрăшатпăр. Унпа влаç хутшăнăвĕсем çултан-çул лайăхланнине палăртас килет. Çакăнпа пĕрлех татса пама май килмен ыйтусем те пур, ÿлĕм те пулĕç».

Пуçлăх тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан хăнасене республика промышленноçĕ туса кăларакан продукципе, вăтам тата пĕчĕк бизнес ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. 2015 çулхи пысăк тĕллевсем çинчен пĕлтерчĕ.

Раççейри Индустри паркĕсен ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Денис Журавский Шупашкарти Индустри паркĕн пĕрремĕш объекчĕсене хăпартма пуçланине ырларĕ. Михаил Игнатьев вăл пуçарнă калаçăва тăсса çапла каларĕ: «Паянхи кун тĕлне республикăн - инвестицин 100 проекчĕ. Кашни вăтамран 1,3 млрд тенкĕлĕх. Эпир çуллен цехсемпе заводсем хута яратпăр, çынсем валли пысăк ĕç укçи ĕçлесе илме май паракан вырăнсем йĕркелетпĕр».

РФ Федераци Канашĕн ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев Раççей экономикине вăй парса тăракан хăватсем Мускавпа Санкт-Петербургра мар, регионсенче вырнаçнине, вĕ-сем çĕршыва çирĕплетме яланах кирлĕ ырлăх-пурлăх панине палăртрĕ. «Федераци органĕсен тивĕçĕ - регионсен экономикине аталантарма май тăвасси, - терĕ. - Патшалăх Думи вĕсем чикĕ леш енчи предприятисемпе хутшăнса ĕçленине хавхалантарас тĕл-левпе саккун йышăнма хатĕрленет. Вăл Чăваш Ене те ют патшалăхсемпе çыхăнусем йĕркелеме пулăшĕ».

РФ экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Олег Фомичев пĕчĕк бизнес Раççейре Европăри чылай патшалăхрипе танлаштарсан лайăхрах аталаннине палăртрĕ, экономика кризисĕ обществăна сиен кÿнĕ тапхăрта вăл е ку патшалăхшăн çемçе тÿшек вырăнĕнчех терĕ. «1990 çулсенче халăха тумтирпе, ытти таварпа тивĕçтерчĕ. 2000 çулсенче пушшех вăйланчĕ», - пĕтĕмлетрĕ вăл.

«Кредитсене гарантилекен агентство» депозит-кредит организацийĕн ертÿçи Галина Изотова пĕчĕк тата вăтам предпринимательсене паракан кредитсен çулĕсене тишкерчĕ. Чăваш Енри 9 предприятие кредит парасси пирки М.Игнатьевпа килĕшÿ çирĕплетессине пĕл-терчĕ.

Индустри паркĕсен ассоциацийĕн Японипе килĕштерсе ĕçлессине йĕркелекен канашçи Охаси Ивао Япони бизнесменĕсене Раççей регионĕсене инвестици хывнă чухне чи малтанах производство пуласлăхĕ шухăшлаттарнине, индустри паркĕсене инфратытăм хывмаллине палăртрĕ. «Чăваш Енре экономикăна аталантарма пысăк майсем пур», - терĕ.

РФ Макроэкономика тишкерĕвĕн центрĕн ертÿçи Дмитрий Белоусов Чăваш Ен ертÿлĕхĕ республика тилхепине çирĕп тытнăран экономикăра самай пысăк ÿсĕм туни, йывăрлăхсене çĕнтерни çинчен каларĕ.

Халăхсен хушшинчи RAEX ушкăн /регионсен ĕç-хĕлĕн рейтингне çуллен палăртать/ правленийĕн председателĕ Дмитрий Гришанков федерацин нумай субъекчĕпе танлаштарсан Чăваш Ен малти вырăнсенче çирĕп тăнине пĕлтерчĕ. Кредитсем илсе тавăрса парас, вĕсене производствăна явăçтарас тĕлĕшпе вăл пысăк шайра тăнине, республика бюджетĕнчи укçапа перекетлĕ, тĕллевлĕн ĕçленине, ют патшалăхсенчен кивçен илменнине палăртрĕ, демографие лайăхлатнине ырларĕ. М.Игнатьева 2015 çулшăн Чăваш Ен пĕтĕм тĕнчери наци хаклавĕн рейтингне тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство пачĕ.

Глобализаципе çыхăннă çи-вĕч ыйтусене тĕпчекен институт директорĕ Михаил Делягин Чăваш Енри нумай тĕллевлĕ центрсем çынсен социаллă ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ ĕç тунине пысăка хурса хакларĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.