Чăваш Ен - савнă енĕм

1 Юпа, 2015

Кашни çыннăн юратнă кĕтесĕ пур. Вăл уншăн яланах илемлĕ, илĕртÿллĕ, ырă, хăватлă. Мĕншĕн тесен вăл - Тăван çĕршыв, мĕн пĕчĕкрен выляса та кулса ÿснĕ тавралăх. Унăн кашни кĕтесĕ пирĕншĕн çывăх, хăй патне туртакан асамлă вăйпа хăватлă.

Йăмраллă ял, уй-хир, вăрман

Нихçан та каяс çук асран.

Пурте çывăх, пурте тăван,

Илĕртÿллĕ, илемлĕ, пуян.

Йăмраллă чăваш ялĕ… Мĕн кăна тÿссе-чăтса ирттермен-ши вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче!

Историксем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, чăвашсем халĕ хăйсем тĕпленсе пурăнакан вырăна 10-мĕш ĕмĕрчченех куçса килме пуçланă. Атăлçи Пăлхар хулисене тутар-монголсем вăрă-хурахла аркатса тăксан вара ырă-сывă юлнă йăх пуçĕсем е вĕсен чĕрĕ юлнă çамрăк ывăлĕсем хăйсен йăхташĕсене йышлăн куçарса килме тытăнаççĕ. Ку вăл 13-мĕш ĕмĕрте пулнă. Анчах çĕнĕ çĕрте вĕсем валли никам та хăтлăх хатĕрлесе хуман.

Çапах пуçне усмасть чăваш! Малаллах талпăнать, пурнăç тума ăнтăлать. Тăван тавралăх. Тăван çĕршыв. Мĕн-ши вăл? Тăван çĕршыв вăл - атте-анне, çуралнă кил, ял, шкул, вăрмансемпе хирсем, тăван халăх, тăван чĕлхе, юратнă Чăваш Ен. «Тăван çĕршывран хакли çук», - теççĕ. Хам çуралса ÿснĕ кил тата ял яланах куç умĕнче, чун-чĕрере. Атте-анне пилленĕ илемлĕ чĕлхе, вĕсен ырă халалĕ ĕмĕрлĕхех манпа пĕрле. Çепĕç чĕлхепе калаçса, халăхпа хутшăнса, чечекленекен Чăваш Енпе хавхаланса, савăнса пурăнатăп çĕр çинче.

Чăваш Ен - манăн савнă енĕм. Пирĕн паллă ăсчах Г.Н.Волков этнопедагог каланă пек, тăван çĕрĕн тăванĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак. Эпĕ хамăн пурнăçа, ĕмĕт-туйăма унсăр курмастăп та. Мĕншĕн тесен чăн-чăн чăваш чунлă çын хăйне чăвашлăхра кăна мăнаçлă туять. Çĕршывăм хăйĕн кун-çулĕнче тумхахлă çул-йĕрпе утса, асап-нуша тÿссе, кĕрешсе-çĕнтерсе, савăнса-хурланса, аптраманлăхпа палăрса, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса çĕнĕ ĕмĕре сулмаклăн та тивĕçлĕн утса кĕни мана çунатлантарать.

Пире мĕн пĕчĕкрен тавралăха, çуралса ÿснĕ ене юратма, унăн сывлăшĕпе сывлама тивĕçлĕ пулма атте-анне те, вĕрентекенсем те, ватлăх çулне çитнĕ çынсем те час-часах аса илтереççĕ, вĕрентеççĕ. Çак вĕрентÿ пуриншĕн те усăллă пуласса эпир те лайăхах чухлатпăр. Çавăнпа та вĕсен сăмахне тĕпе хурса хамăрăн пурнăçри тĕллеве пурнăçлама тăрăшатпăр. Шкулта пурнăçа юратма хăнăхтаракан учительсем пире нумай пулăшаççĕ. Уйрăмах чĕлхепе литература урокĕсенче эпир тăван енĕн пахалăхне курма, ăна тивĕçлĕ хаклама тăрăшатпăр. Çавăн пекех атте-аннене юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ пире.

Атте! Анне! Ытарайми чăваш сăмахĕсем. Çывăх çыннăмăрсемпе хурăнташсен ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас, вĕсемпе юнашар ларса ăшшăн пуплес килет. Ытла та ăслă вĕсем, ытла та кăмăллă. Чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире халаллаççĕ, куллен-кун телей пиллесе пурăнма вĕрентеççĕ. «Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ», - тенĕ ваттисем. Чăнах та, эпир атте-аннерен вĕренсе пыратпăр, тĕслĕх илетпĕр.

Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ывăл-хĕрне нихăçан та усал сунмасть ĕнтĕ, ăна çĕршыва юрăхлă, ăслă та пултаруллă, таса чунлă, ырă кăмăллă ÿстерме тăрăшать. Çав вăхăтран хăйсенчен телейлĕрех, савăнăçлăрах, пуянрах пурăнтарасшăн тăрăшать. «Ашшĕ-амăшĕн пехилĕнчен тухакан çыннăн пархатарĕ çук», - тесе ахальтен каламан. Çавăнпа эпĕ те атте-анне сăмахне куллен ăша илме тăрăшатăп, анне пек сăпайлă, вашават, ĕçчен тата атте пек хăюллă, харсăр, тÿрĕ кăмăллă пулма ĕмĕтленетĕп.

Атте-анне пурри - телей. Хама çуратса ÿстернĕ çынсенчен пахи никам та çук. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă хаклă çынсен умĕнче пуçăма таятăп. Пурнăçăмри чи çывăх çыннăмсене нихăçан та чĕререн кăлармастăп. Вĕсемшĕн эпĕ яланлăхах ача-пăча - пĕчĕк чухне те, ÿссе çитĕнсен те, вăтам çулсенче те. Манăн кашни утăм, кашни ĕç - вĕсен куçĕ умĕнче. Тĕрĕс те лайăх утăмсем çывăх çыннăмсене савăнăç кÿреççĕ, тĕрĕс мар утăм туни вара - хурлăх. Çавăнпа та атте-аннене савăнтарма кăна тăрăшмалла, вĕсене нихăçан та кулянтарас марччĕ, пурнăçра куллен пулăшса пырасчĕ.

Чăвашсен паллă ăсчахĕ Г.Н.Волков академик та çапла каланă: «Аннесем пур чух пурăнатпăр-ха». Чăнах та, атте-анне тĕрекне эпир вĕсем пурăннă чухне кашни кун туятпăр. Çав тĕреке вара хамăр ывăл-хĕрсене халаллатпăр. Çапла ăруран ăрăва куçать атте-анне ăшши, пехилĕ.

Ахальтен мар вăл: «Халăх вĕрентĕвĕнчи тĕп сăнар - анне. Ырă çемьере ырă çын ÿссе çитĕнет», - тенĕ. Çак тĕнчипе паллă ăсчахăн амăшĕ те çапла каланă: «Ял-йышпа, ачасемпе çапăçман. Тĕрлĕ ĕç-пуçа саламатпа мар, ырă сăмахпа хавхалантарса вĕрентсе пынă. Ачисем ашшĕ-амăшĕн сăмахĕсенчен иртмен. Çынпа килĕштерсе пурăнма юратнă эпĕ, ачасене те çаплах ăс панă. Кирек кама та яланах ырă суннă, уншăн Турă хăй мана ырă тăвать. Ним те ахаль иртмест, ырă туни - уйрăмах…»

Геннадий Никандрович хăйĕн амăшне чи ачаш туйăмпа чунтан юратнă, хисепленĕ. Çакна вăл хăйĕн 70 çулхи юбилейĕнче пĕтĕм халăха пĕлтернĕ.

«Сцена çинчи çемçе пукан çине лартрĕç Геннадий Никандровича. Анчах та вăл сцена çинчен анчĕ те залра ларакан амăшне çавăтса хăпартрĕ, çав çемçе пукан çине лартрĕ, пуçне унăн чĕрçийĕ çине хучĕ. Альтук аппа ывăлне пуçĕнчен ачашларĕ. Залра ларакан халăх шăп пулса тимлĕн сăнарĕ. Аслă çулсенчи çынсен куçĕсем шывланчĕç», - каласа пачĕ пире вĕрентекен.

2010-мĕш çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕр хăйĕн тăван шкулĕнче пулчĕ. Çак кун пирĕн шкулта «Ăслăлăхпа практика конференцийĕ» иртрĕ. Хăнасем питĕ йышлăн пухăнчĕç. Уява хутшăнакансем паллă академикăн, этнопедагогăн пурнăç çул-йĕрĕпе утса тухрĕç тейĕн.

Сывпуллашас умĕн Геннадий Никандрович пурне те пил пачĕ: «Эпĕ сире юрататăп. Пурнăçăрта чи малти вырăна ачăрсене, çемьене, мăшăра кăларăр. Каччăсем, çемье çавăрсан ĕç хыççăн кил алăкне яри уçăр та: «Турăçăм, эпĕ сире епле юрататăп», - тесе калăр. Ан манăр, арçын вăл - патша, хĕрарăм - турă», - терĕ. Мĕн тери ăслă сăмахсем.

Г.Н.Волков пирĕн шкулта пулни, унпа иртнĕ тĕлпулу яланах асăмра упранĕ. «Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать - ачасене юратни, ĕçе юратни тата Тăван çĕршыва юратни», - тесе çырнă Г.Н.Волков хăйĕн пĕр кĕнекинче.

Геннадий Никандрович пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Апла пулсан та унăн сăнарĕ халăх асĕнче упранĕ, пил сăмахĕсем пире малашне вĕренме вăй-хал парса тăрĕç.

Пирĕн, çамрăк ăрăвăн, чăваш аваллăхĕпе çул-йĕрне ăнланса, чăваш ятне татах та çÿллĕрех шая çĕклеме тăрăшмалла. Хамăра чăннипех те аслă Чăваш Енĕн çынни темелĕх тивĕçлĕ пуласчĕ. Тăван çĕре, тăван кĕтесе яланах асра тытасчĕ. Çапла пултăрччĕ!

Ольга ПИТАКОВА.

Елчĕк районĕ,

Аслă Елчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.