Чăваш Ен Республика кунне уявлама хатĕрленет

Паян Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх — республика уява экономикăри çитĕнÿсемпе кĕтсе илет. Республика кунĕ тĕлне В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра, Муркаш районĕнчи «Çеçпĕл» пĕрлĕхре, Шупашкарти «Чăвашторгтехника» пĕрлешÿре çĕнĕ производствăсем уçма палăртнă. Çавăн пекех министр «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав, фейерверксен фестивалĕ çав кунсенчи тĕп пулăмсен шутĕнче пулассине пĕлтерчĕ.

Уявра çĕнĕлĕхсем те кĕтеççĕ. ЧР культура министрĕ Константин Яковлев пĕлтернĕ тăрăх — çулсерен иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале кăçал Сĕнтĕрвăрри районĕнче уçма палăртнă. Пĕтĕмлетÿллĕ мероприяти тĕп хулара заливра иртĕ. «Руç ăстисем» конкурса хутшăнакансем те малтан хăйсен пултарулăхĕпе республика районĕсенче пурăнакансене паллаштарĕç. Çирĕпленнĕ йăлапа çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пулĕ, тепĕр кунне Хĕрлĕ тÿремре Чăваш Енри ачасен пĕрлештернĕ хорĕ юрлĕ. Уява концерт тата салют вĕçлĕ.

Сăмах май, Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем кăçал çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта тата Красноармейски районĕнче иртĕç.

 

Валентина БАГАДЕРОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас