Чăваш Ен - Раççей инноваци аталанăвĕн малти вунă регионĕн йышĕнче
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев май уйăхĕн 23-мĕшĕнче республикăри муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ.
Канашлăва уçнă май Михаил Игнатьев Чăваш Ен Раççей инноваци аталанăвĕн вунă регионĕн йышне кĕни, Мускав, Санкт-Петербург, Тутарстан тата Калуга облаçĕ хыççăн пиллĕкмĕш вырăн йышăнни çинчен каласа кăтартнă. «Ку пирĕн пĕрлехи çĕнтерÿ, пĕрлехи тухăçлă ĕçĕн кăтартăвĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев.
Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех май уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускавра «ЮТэйр» авиакомпанин регионри директорĕпе, хамăр ентешпе, Раççей Федерацийĕн Геройĕпе Николай Гавриловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернине, унпа 2015 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Мускав-Шупашкар çĕнĕ авиарейс уçасси çинчен калаçса татăлнине пĕлтернĕ.
Çурхи ака-суха ĕçĕсене сÿтсе явнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ калчасене пăхас, химикатсемпе усă курас тата выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе агротехника мероприятийĕсене вăхăтра ирттермеллине палăртнă. Вăл кăçал агропромышленноç комплексне пулăшмашкăн 2,5 млрд тенкĕ ярассине, ку вăл пĕлтĕрхинчен 5% нумайраххине аса илтернĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра ирттермешкĕн май парас тесе субсидисене ялхуçалăх таварĕсен производителĕсем патне васкавлăн çитермелли процеса йĕркеленĕ. Май уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне çак тĕллевпе 1 млрд тенке яхăн куçарнă.
Ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттернин малтанхи кăтартăвĕсем тата çитес вăхăтри тĕллевсем çинчен хыпарланă. Вăл ялхуçалăх организацийĕсенче тата пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çуртри пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 194 пин га çинче /планпа палăртнин 98%/, çав шутра 2 пин га çинче куккурус акнине палăртнă. Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Пăрачкав тата Елчĕк районĕсенчи ялхуçалăх таварĕсене туса илекенсем ака планне тултарнă. Тата 4 пин га акмалли юлнă, темиçе кун хушшинче çак ĕçсене вĕçлемелле.
14 районта ÿсентăрана сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăпа çумкурăка пĕтерекен химикатсемпе усă курас ĕç пуçланнă, 8,3 пин га çинче сапнă, хими хÿтĕлевне 600 га çинче пурнăçланă. Ку ĕçе малалла тăсаççĕ. Пахчаçимĕçпе çĕрулми лартаççĕ, «иккĕмĕш çăкăра» 6,8 пин га çинче /планпа палăртнин 55%/ лартнă.
2015 çулта ялсенче автомобиль çулĕсене тăвасси çинчен ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов каласа кăтартнă. Вăл ялсенчи çулсен строительстви валли кăçал 156 млн тенкĕ уйăрассине пĕлтернĕ. Уйрăммăн илсен Канаш, Вăрнар, Йĕпреç, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Çĕмĕрле тата Елчĕк районĕсенчи автоçулсен строительствипе реконструкцийĕ /ку ĕçсене 2013-2014 çулсенчех пуçланă/ валли 50 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Кăçал «Чăваш Республикинчи сахал юхăмлă автомобиль çулĕсене проектлассине» йĕркелессин стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри 115 ял-поселокра урам-çул сечĕсен строительстви /щебень сийĕлли/ пуçланать. Çĕнĕрен пуçлакан объектсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ - 106 км яхăн.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ хатĕрленÿ пĕтĕм мероприятине - конкурссене, аукционсене - вăхăтра ирттермелли çинчен аса илтернĕ. «Ĕç графикĕнчен кая юлса пымалла мар. Унсăрăн хăшпĕр районта çул-йĕр строительстви валли уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курса ĕлкĕреймеççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.
Канашлура ытти ыйтăва та пăхса тухнă.
И.НИКОЛАЕВА