Чăваш Ен Пуçлăхĕ видеоконференци ирттернĕ

4 Нарăс, 2014

Нарăсăн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ ертсе пынипе видеоконференци режимĕнче муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу иртнĕ.

ЧР строительство министрĕ Олег Марков районсемпе хуласен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕсем хутса ăшăтмалли тапхăрта мĕнле ĕçлени, энергоресурссемшĕн пухăнса кайнă парăмсем çинчен пĕлтернĕ.

Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланнăранпа республикăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕ тата топливăпа энергетика комплексĕн предприятийĕсем пĕр тикĕс ĕçлеççĕ. Çак тапхăрта авариллĕ 24 лару-тăрăва шута илнĕ. Çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан пысăк аварисем пулман. Авари-диспетчер службисем талăкĕпех ĕçлеççĕ, коммуналлă котельнăйсене, пысăк категориллĕ объектсене энергин резерв çăл куçĕсемпе тивĕçтернĕ.

Усă курнă энергишĕн парăма татас ыйтупа çине тăрсах ĕçлеççĕ. 2014 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕ тĕлне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсен парăмĕ 2334 млн тенкĕпе танлашнă. Комсомольски тата Муркаш районĕсен администрацийĕсем çут çанталăк газĕшĕн туллин тÿлесе татнă, Куславкка, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсен, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисен администрацийĕсен çут çанталăк газĕшĕн парăмсем раштав уйăхĕнче шутласа панинчен 2 хут пысăкрах. Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсен, Улатăрпа Çĕмĕрле хулисен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсем электроэнергишĕн тÿлес енĕпе парăма кĕнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ районсен ертÿçисене итленĕ, халăх пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн йĕркеллĕ тÿлесе пынă чухне районта парăмсем ÿсмелле маррине каланă. Çакнашкал лару-тăру ан пултăр тесен управляющи компанисен ĕçне çирĕп тĕрĕслемелле. Уйрăммăн илсен халăх ÿпкелешнипе Шупашкар районĕнчи Ишлей салинчи «Уют» управляющи компанин ĕç-хĕлне тĕрĕслеме хушнă.

О.Марков министр 2012-2013 çулсенче «Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă, ишĕлме пултаракан пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» программăна туллин пурнăçланине пĕлтернĕ. 2013-2017 çулсенчи асăннă йышши программăпа килĕшÿллĕн 4979,6 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

2013 çултанпа республикăра çуртсене тĕпрен юсамалли тытăм йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Строительство министерстви нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама вăрахлăх программа хатĕрлес енĕпе ĕçе вĕçленĕ. Унта нумай хваттерлĕ 4692 çурт /пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 15,9 млн тăв. метр/ кĕнĕ. Халăхпа сÿтсе явнă хыççăн программăна нарăс уйăхĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухĕç.

«Ростелеком» АУОн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Сергей Иванов районсенче пысăк хăвăртлăхлă Интернет вырнаçтарасси, унпа усă курасси çинчен каласа панă. ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службипе, хула тата район администрацийĕсемпе, ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕпе пĕрле пысăк проектсене пурнăçа кĕртеççĕ.

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - халăха паха çыхăнупа тивĕçтересси ЧР Информаци политикин министерствин ĕçĕнче тĕп вырăнта. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама мĕн пур резервпа усă курмалла, пысăк провайдерсемпе çыхăну тытмалла, федераци программисене хутшăнмалла.

Юлашкинчен Михаил Игнатьев пуçлăхсене муниципалитетсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх вырăна тухса ирттерекен канашлусен графикĕнчи улшăнусем çинчен пĕлтернĕ, район администрацийĕсен пуçлăхĕсене çакнашкал канашлусенче аталану малашлăхне палăртма, çĕнĕ проектсемпе ĕçлеме сĕннĕ.


А.ЛЬВОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.