Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекенсене саламлани

Чăваш Енри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра

тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекенсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтересси тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх — республикăра пурăнакансен кулленхи ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан пĕлтерĕшлĕ тытăмсем шутланаççĕ. Çак отрасльсен ĕç коллективĕсен умĕнче тăракан тĕллев пĕрре: вĕсем çынсен пурнăçне хăтлăрах тата лайăхрах тăвассишĕн тăрăшаççĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн нумай функциллĕ службисен ĕçченĕсен ăсталăхне, яваплăхне пула халăх патне ăшă, çутă, газ вăхăтра пырса тăрать, коммуналлă пулăшу ĕçĕсем пысăк пахалăхпа пурнăçланаççĕ, республикăн çурт-йĕр фончĕ тухăçлă аталанать.

Эпир çулсерен коммуналлă инфратытăма модернизацилеме çĕр-çĕр миллион тенкĕ уйăратпăр, отраслĕн вун-вун çул пухăннă çивĕч ыйтăвĕсене татса паратпăр, çынсене авари хăрушлăхĕ пур çуртсенчен хăтлисене куçаратпăр, нумай хваттерлĕ çуртсене юсатпăр, картишсене йĕркене кĕртетпĕр.

Республиăкра халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен организацисен шучĕ çулсерен ÿссе пырать, вĕсем кÿрекен пулăшу ĕçĕсем нумайланаççĕ, пахалăхĕ лайăхланать, хальхи йышши технологисем ăнăçлă ĕçе кĕреççĕ. 2017 çулта ку сферăри организаци-предприяти халăха 5,5 миллиард тенкĕлĕх пулăшу панă. Ку малтанхи çултинчен 5,3 процент ытларах. Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра тата халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекенсен пысăк ăсталăхĕ малашне те палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшасса шанатăп.

Пĕтĕм чунтан сире çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, ырлăх, тăван регионшăн тата Чăваш Ен çыннисемшĕн тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.