Чăваш Ен - Пенза облаçĕ: туслă çыхăну
Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пенза облаçĕнче ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ. Михаил Васильевичпа пĕрле çул çÿреве ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, бизнес представителĕсем хутшăннă.
Михаил Игнатьев, Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Василий Бочкарев "Пензаконцерт" патшалăх учрежденийĕнче пулнă. Вăл Пенза хули 350 çул тултарнă ятпа тунă пысăк 3 концерт залне пĕрлештерет: филармонин Пысăк тата Орган залĕсем, çавăн пекех "Пенза" киноконцерт залĕ.
Пысăк зал 750 çын вырнаçмалăх, классикăран пуçласа эстрада таран чĕрĕ юрă-кĕвĕллĕ концертсем ирттермелли хулари пĕртен пĕр вырăн шутланать.
200 çынлăх залри органа Германири "Hugo Mayer" фирма пуçлăхĕ, орган ĕçĕсен маçтăрĕ Штефан Майер вырнаçтарнă. "Пенза" киноконцерт залĕ - 1600 çын вырнаçакан 4 хутлă комплекс. Çуртра 4 лифт ĕçлет. Иккĕмĕш хутри пысăк фойе куравсем, ăсталăх класĕсем, пултарулăх каçĕсем ирттерме май парать.
Чăваш Ен делегацийĕ çавăн пекех "Дизель арена" Пăр кермене çитсе курнă. Тĕп пăр катокĕнче пулакан вăйăсене харăсах 5500 çын курса киленме пултарать. Тренировкăсем ирттермелли вырăн та пур. Михаил Игнатьев объектсене пысăк хак панă. Шупашкарта нумай тĕллевлĕ "Пăр кермен" комплекс тунă чухне строительсене Пензăри ĕçтешĕсен опычĕпе усă курма сĕннĕ.
Ял хуçалăх производствипе тирпейлекен промышленноçăн объекчĕсенче те ĕçлĕ тĕл пулусем иртнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял хуçалăхĕн çĕнĕ предприятийĕсенче çамрăксем валли пысăк ĕç укçи тÿлекен вырăнсем йĕркеленине, çавна май вĕсенчен чылайăшĕ ялтах юлма тăрăшнине палăртнă. Вырăнти аграрисем пысăк пахалăхлă, сывлăхшăн усăллă, экологи енчен таса продукци туса илеççĕ. Ăна йăлтах потребительсем патне çитереççĕ.
"Эпир Пенза облаçĕпе чылайранпа туслă çыхăну тытатпăр. Влаç органĕсен тĕллевĕ - бизнес валли условисем туса парасси, суя схемăпа усă курса потребительсене улталакан предпринимательсен çулне пÿлесси", - палăртнă Михаил Игнатьев.
Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Василий Бочкарев Чăваш Ен Пуçлăхне тата республика делегацине вăхăт тупса килнĕшĕн тав тунă, Пенза облаçĕнче чăвашсем нумай пурăннине асăннă. "Пирĕн чăваш диаспори пысăк, вăл ĕçе юратать. Чăваш Ен ăнăçлă аталанать, çĕнĕ индустри вырăнĕсем тăвать. Эпир пĕр-пĕринпе çывăхланассишĕн ĕçлетпĕр. Чăваш Енре туса кăларакан продукци Пенза облаçĕнче те сутăнтăр, Пензăри Шупашкар лавккисен сентри çине çиттĕр", - пĕтĕмлетнĕ Василий Бочкарев.
Республика Пуçлăхĕ, производство тата ял хуçалăх объекчĕсемсĕр пуçне, "Легенда" скульптура паркĕнче пулса курнă. Вăл - Раççейри уçă тÿпе айĕнчи скульптурăсен чи пысăк коллекцийĕ. Хальхи вăхăтра паркра 64 çĕр-шыври мрамортан, гранитран, йывăçран, металран, бронзăран ăсталанă сайра тĕл пулакан 319 произведени упранать.
Михаил Игнатьевпа Василий Бочкарев юлашкинчен Пенза облаçĕн Правительствипе ЧР Министрсен Кабинечĕ хушшинчи суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника, общество тата культура тĕлĕшĕнчен малашне те туслă ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă.
В.СТЕПАНОВ
Комментари хушас