Чăваш Ен нотариачĕ - 20 çулта

4 Раштав, 2015

Истори пĕлтерĕшлĕ çак пулăма - Чăваш Енри Нотариат палати йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине - халалланă уяв К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ.

Уява Чăваш Республикин Нотариат палатин президенчĕ Елизавета Соколова уçрĕ. Вăл нотариат тытăмĕн кун-çулĕ, хальхи вăхăтри ĕç-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. "Пирĕн нотариуссем пурте пысăк квалификациллĕ юристсем, пуян опытлă специалистсем", - ĕçтешĕсен ĕç-хĕлне хак панă май палăртрĕ Е.Соколова.

Çавăн пекех нотариуссене республика Пуçлăхĕ саламларĕ. Михаил Игнатьев вĕсене йывăрлăхсене пăхмасăр тивĕçĕсене çÿллĕ шайра туса пынăшăн тав сăмахĕ каларĕ. Ĕçре палăрнисене наградăсем парса чысларĕ. Палăртма кăмăллă: ЧР Нотариат палатин коллективĕ республика Пуçлăхĕн Тавне тивĕçрĕ.

Федерацин Нотариат палатин президенчĕ Константин Корсик Чăваш Ен нотариусĕсем 20 çул хушшинче Атăлçи округĕнче кăна мар, пĕтĕм Раççейре ят-сум çĕнсе илме пултарнине палăртрĕ! "Çак тапхăрта эсир пысăк пĕлтерĕшлĕ тытăм пулса тăтăр, туслă йыша чăмăртанса ĕçлетĕр. Сирĕн малашлăх пысăк".

Уява "Çавал" ансамбль, пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа пуянлатрĕç.

Новости по теме